Тунтикун, 29.04.2024, 07:50
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Василий Степанович Алендей Кĕтеснер ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çамрăклах питĕ активлă пулнă. 15-16 çултах комсомола кĕнĕ. Колхоза та чи малтанах çырăннă, ялти ĕçе хастар хутшăннă. Ашшĕ, Степан Егорович, ырă кăмăллă, ăшă, çепĕç чун-чĕреллĕ пулнă, ялта ăна никам та кÿренсе, çилленсе курман. 20 çула яхăн Кĕтеснер ял Совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Вăл отпуска тухсан, ун вырăнне Василий Алендее, 16-17 çулхи çамрăка лартнă, мĕншĕн тесен вăл ял çыннисене ăçта пурăннине, ячĕ-хушамачĕпе, вĕсен ачисене, мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усранине йăлтах пĕлнĕ. Амăшĕ ĕне ферминче дояркăра ĕçленĕ. Халăхра улми улмуççинчен инçе ÿкмест, теççĕ. Ваçука, пулас пысăк писателе, ашшĕпе амăшĕ тĕрĕс пăхса ÿстернĕ. 

Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан вăл, хăй пĕлĕвне малалла ÿстерес тесе ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1039 | Хăçан хушнă: 19.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
(Яков Кузьмин-Юманадипе Павел Кулешовăн «Чăваш этногенезĕ» кĕнекинчен)
Çак ыйту çине хальхи вăхăтра ăсчахсем тĕрлĕрен хурав параççĕ. Ытларахăшĕ, паллах, чăвашсем авалхи тĕрĕксенчен тухнă, вăхăтĕнче вĕсене пăлхарсем тесе чĕннĕ тесе ăнлантараççĕ. Хасарсенчен тухнă текенсем те пур. Хăшĕсем чăвашсене авалхи шумерсен йăхĕ тесе çирĕплетеççĕ, теприсем чăвашсен тымарне авалхи этруссксенче, тата теприсем Алтайра, хăшĕсем монголсенче шыраççĕ. Африкăран – Египетран, Америкăран тухнă текенсем те пур. XIX ĕмĕрте пĕр паллă мар автор хăйĕн сăввинче (çак хайлава чăвашла çырнă пĕрремĕш сăвă теме пулать) ак çапла çырать:
« ... Халĕ дьяксем ыйтаççĕ, 
Çтан чăвашсем каяççĕ?
Эпир чăваш, татах чăваш, 
Тутар пирĕн хурăнташ».
Тĕрĕссине ăçтан суйласа илĕн ку шухăшсем хушшинче? Паянтан эпир вулакансене тĕпчевçĕсен пĕр версийĕпе паллаштарма тытăнасшăн. Паллах, тĕрĕсех тесе калас килмест ку шухăша. Унта чăвашсен историйĕнчи чылай тапхăра кăларса пăрахнă пек туйăнать. 
Вĕсе ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 983 | Хăçан хушнă: 19.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юлашки вăхăтра Раççейри хуласен ячĕсене каялла тавăрасси модăра тесен йăнăш мар-тăр, Ленинград çĕнĕрен Санкт-Петербург, Свердловск Екатеринбург пулса тăчĕ, хальхи вăхăтра Киров та Вятка ята тавăрас ыйтупа ĕçлет. Кун пеккисем Раççейре тата та пур. Çавăнпа çак шăпа Ульяновск хулине уйрăмах кĕтесси пирки, ман шутпа, никам та иккĕленмен, пачах урăхла – халĕ те улăштарманнинчен тĕлĕннĕ. Ара, В.Ленинăн ятне аса илесси йăлара мар-çке хальхи обществăра.
Çапах та Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.Морозов хулана унчченхи ятне (Чĕмпĕр) тавăрасси пирки Правительство комиссине йĕркелеме йышăнни хула çыннисен хушшинче тавлашу çуратрĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи тата область тулашĕнчи хăш-пĕр чăвашсем те акă С.Морозов кĕпĕрнаттăр, С.Ермаков мэр, облаçри законодательство пухăвĕн председателĕ Б.Зотов, хула Думин Председателĕ В.Гвоздев патне вун-вун çын алă пусса çирĕплетнĕ уçă çырупа тухрĕç. «Кĕпĕрнаттăр йышăнăвĕ пире тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Референдумсăр, сӳтсе явмасăр комиссие хăш е ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 570 | Хăçан хушнă: 19.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Амазонкăсем хăйсен хăюлăхĕпе, çар ăсталăхĕпе тата арçынсене тӳсме пултарайманнипе чапа тухнă. Çапах та паянччен юлан утçă пикесем халап шайĕнчен иртмен. 
Официаллă истори амазонкăсем чăнласах пурăннине йышăнмасть. Вĕсен вырăнĕ – авалхи грек мифĕсенче кăна-мĕн. Чăваш историкĕ тата тавра пĕлӳçи Сергей Севрюгин вара тăван тăрăхĕн кун-çулне тĕпченĕ май тĕлĕнмелле япаласем патне пырса тухнă. Çакă ăсчаха амазонкăсем чăнласах пурăннине çирĕплетме май парать. Унран та ытла – вĕсен юлашки хӳтлĕхĕ шăпах Атăлçи тăрăхĕ иккенне ĕнентерет тавра пĕлӳçĕ.
Этемлĕхĕн тĕреклĕ пайĕ
Геродот çырăвĕнче эллинсемпе амазонкăсен пĕр çапăçăвне илсе кăтартакан сыпăк пур.
Пĕррехинче харсăр хĕрарăмсем грексен тыткăнне лекнĕ. Лешсем вĕсене хăйсен карапĕ çине илсе кайнă. Каçхине вара амазонкăсем çывăракан грексене тапăннă та вĕлерсе пĕтернĕ. Ун хыççăн карап чылай вăхăт хушши тинĕс тăрăх пĕр тĕлсĕр ишсе çӳренĕ. Крым çывăхĕнчи çырана пырса çапăниччен. Кунта ун чухне скифсем пурăннă. Чарус ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 636 | Хăçан хушнă: 19.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пукравра кăнтăрлаччен кĕркунне, кăнтăрларан – хĕлле.
«Пукрав кун çĕре юр витеймерĕ пулсан, Раштавра та витеймĕ», – тенĕ ĕлĕкрен ваттисем.
Çак уяв кĕллисем уйрăмах çурт-йĕрпе тата кил-йышпа çыхăннă:
Эй, Турă! Паянтан вара хĕл сивви хисепĕ каять. Ун чухне те ăшăра пурăнма пар пире, çак мĕнпур ăшша тытса тăр.
Çаплах Пукрав хыççăн ял çынни хур-кăвакал пусма пуçлать. Кукăль-хуплу пĕçерет.

Миçе çын пăхнă: 1070 | Хăçан хушнă: 13.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Тутар Республикин Чистай районĕнчи Анат Кăтрата шкулĕн директорĕ Петр Плотников ашшĕ-амăшĕпе учительсемшĕн чи йывăрри, чи кăткăсси ачана ĕçпе кăсăклантарасси пулнине хăйĕн опытĕнчен аван пĕлнĕ, çав вăхăтрах кĕç-вĕç ишĕлекен шкулта ачана алла сенĕк тыттарнипех ку ыйтăва татса пама çуккине те аван чухланă. Çавăнпа тăван ялта çĕнĕ шкул лартас ыйтупа темиçе çул тĕрлĕ инстанцие çитнĕ вăл, Хусанта та пĕрре мар пулнă.
– Манăн ялăн малашлăхĕ çук тесе кам каларĕ? – ыйтнă Петр Валентинович шкула строительство программине кĕртмелли йĕркене ăнлантарма хăтланнă чиновника. – Кун пек яла кăна мар, кирек мĕнле хулана, çитменнине тата çĕршыва хакласа унăн аталанăвĕ çине алă сулма пулать, – парăнман директор.
Çĕнĕ шкул лартас ыйтăва вырăнтан тапратма кĕтмен ăнсăртлăх, Анат Кăтратана Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулнă Василий Лихачев килни (П.Плотников тăрăшмасăр мар, паллах) пулăшнă. Çапла 2002 –2003 вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн мĕнпур шкул ачине, ял халăхне савăнтарса ял вĕçĕнч ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 637 | Хăçан хушнă: 13.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Темшĕн халăхра çемье вучахне хĕрарăмăн упрамалла, çемьери «çанталăк» та пĕр унран кăна килет текен шухăш сарăлнă. Анчах çаплах-ши? Çемье лавне пĕччен мар, иккĕн туртмалла теççĕ-çке-ха, апла-тăк «çанталăк» мĕнле пуласси арçынран та килет. Паян эпир хамăр страницăра упăшкана та «пурăнма» вĕрентесшĕн. Унăн мĕн асра тытмалла-ха?
1. Хĕр чухне хĕрĕх тус, авланиччен аллă теççĕ, апла авланиччен санăн та чун савнисем пĕрре мар пулнă. Анчах кун çинчен арăма мĕншĕн пĕлтермелле?
2. Арăм ачана мĕнле воспитани пани, кил-çурта мĕнле тытса пыни питех килĕшмест пулсан, шыв сыпнă пек ан çӳре, пĕрле ларса сасă хăпартмасăр лăпкăн калаçăр.
3. Арăм ытла мăнтăрланса е ырханланса кайни çинчен вара кашни кун аса илтерме ан васка. Ун вырăнне вăл мĕншĕн мăнтăрланса е çӳхелсе кайнин сăлтавне ăнланма тăрăш.
4. Ĕçри хĕрарăм сирĕнпе куç хĕсмелле вылянине те арăм пĕлмесен лайăхрах. Унсăрăн аçа çиçĕм çиçесси инçе мар.
5. Ĕçри йывăрлăх, кăмăлсăр лару-тăру пулчĕ-тĕк, çакна арăмпа ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 578 | Хăçан хушнă: 13.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кĕçех кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитет. Нумаях пулмасть Канаш районĕнчи Шăхасан салинче Çеçпĕл Мишши урамĕн уявĕ иртрĕ. Унта çамрăксемпе ваттисем, шкул ачисем, ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Çанталăк та илемлĕччĕ çав кун: хĕвел хăйĕн çутă пайăркисемпе таврана ăшшăн ыталаса илнĕ тейĕн. Уява Шупашкартан килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Çеçпĕл Мишши ентешĕсем - Лидия Филиппова журналистпа Лидия Сарине поэтесса - илемлĕ сăввисемпе савăнтарчĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студенчĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Сăмахран, Наталья Александрова пирĕн паллă та мухтавлă А.Г.Николаев космонавт летчик çинчен каласа кăтартрĕ. Хăйсем патне Шуршăла, Космонавтика музейне хăнана чĕнчĕ. Эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, Çеçпĕл Мишшин сăввине вуларăм. Шăхасанти “Шуçăм” ансамбль савăнăçлă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕ. Çеçпĕл ялĕнчен çитнĕ “Шĕкĕр” те вĕсенчен юлмарĕ. Канашран килнĕ А.Макаровăн юррисем те кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Поэтăмăра юратса, хисепл ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 668 | Хăçан хушнă: 30.09.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Хусанта иртнĕ ТР ЧНКА Канашĕн черетлĕ ларăвне республикăри 20 наципе культура центрĕнчен Аксу, Нурлат, Лениногорск, Теччĕ, Çĕпрел, Алексеевски, Чистай, Çарăмсан районĕсемпе Хусан, Çырчалли, Анат Кама хулисен представителĕсем хутшăнчĕç.
Пухăва ТР ЧНКА Ĕçтăвкомĕн председателĕ Игорь Казачкин вырăсла ертсе пычĕ. Вăл пухăннисене ТР ЧНКА Канашĕн 2009 çулта ĕçлеме йышăннă планне еплерех пурнăçа кĕртнипе паллаштарчĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, районсенчи чăваш ертӳçисенчен 11-шĕ плана пурнăçламаççĕ. Республикăри автономин отчетпа суйлав конференцийĕ план тăрăх кăçал пулмалла, унччен районсенчи чăваш центрĕсенче те отчетпа суйлав пухăвĕсене ирттермелле. Çакна пур районта та туман-ха.
Çав вăхăтра лайăх ĕçлекенсене те палăртрĕ Ĕçтăвком пуçлăхĕ: Павлăра (ертӳçи В.Н.Козлов) кăçал Чăваш культурин кунне анлăн уявласа ирттернĕ, Элметре (ертӳçи И.И.Альмукова) «Учӳк» фестиваль чаплă иртнĕ, Нурлатра (ертӳçи А.Л.Клементьев) йăлана кĕнĕ «Уяв» кăçал нихçанхинчен лайă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 694 | Хăçан хушнă: 25.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пĕр енчен, ытла та ансат пек, тепре пăхсан çав тери кăткăс туйăнать Геннадий Айхи тĕнчи. Ансатлăхĕ, манăн шухăшăмпа, вăл пирĕн хушăранах - чăваш ялĕнчен, унăн вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнчинчен - тухнăран пулĕ. Кăткăслăхĕ вара - эпир ăнланса çитерейменнинче, ăс-хакăлĕпе, шухăшлавĕпе пирĕнтен самай çÿллĕ картра тăнинче. Вăл - чăваш. Çав вăхăтрах ăна поляк та, акăлчан та, француз та: “Айхи - пирĕн”, - теме пултарать. Вăл - тĕнче çынни. Апла чăваш - тĕнче хуçи? Шăпах çав тĕнче хуçине иккĕмĕш уйăх чыслать те Чăваш Ен. Вăл çеç те мар. Каллех - тĕнче.

Авăн уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче “Геннадий Айхи: литературăпа ÿнер традицийĕ тата неоавангард” ятпа иртнĕ ăслăлăх практика конференцийĕ чыславăн тĕп шăнăрĕ пулчĕ. Унта хутшăнса Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, чикĕ леш ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 637 | Хăçан хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 53 54 55 56 57 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz