Кĕçнерникун, 28.03.2024, 19:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

"Хыпар" 

Роза ВЛАСОВА 

Унпа вун пилĕк çул каялла Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районне кĕрекен Канаш ялне Трак тăрăхĕнчи Пикшик халăх хорĕпе çул çÿреве кайсан паллашнăччĕ. Ун чухне вăл Тюмень облаçĕнчи чăвашсен "Тăван” ассоциацийĕн ертÿçиччĕ. Пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ, хастар. Тăван халăхăн юрри-кĕввине, ташшине, сăмахлăхне чунран кăмăллаканскер. Сăмахăм Тюмень хулинче пурăнакан Анатолий Архипов пирки.

Анатолий Иванович Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче çуралса ÿснĕ. Упири вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренме кĕнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ăна, çамрăк специалиста, Тюмень облаçне ĕçлеме яраççĕ.

"Çамрăк пулнă, Çĕпĕр илĕртнĕ. Вăл вăхăтра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç Тюмень облаçне нефтьпе газ комплексне тунă çĕре çул тытнă. Тюмень хулинче, облаçри Анат Тавда, Ярково районĕсенче Мăн Шетмĕ, Карай тăрăхĕсенчен куçса кайнă тăвансем йышлăн пурăнатчĕç. Хăюллă утăм тума çавă та хистерĕ-тĕр”, - пытармарĕ Çĕпĕ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 717 | Хăçан хушнă: 09.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ эрне кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн залĕнче "Этноконфесси туслăхĕ тата çураçăвĕ - общество тăнăçлăхĕн никĕсĕ” ятпа иртнĕ "çавра сĕтеле” ЧР Культура министерстви çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн членĕсем, республикăри наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем, ăсчахсем, влаç органĕсен представителĕсем, тĕн çыннисем хутшăнчĕç. Çавăн пекех кÿршĕсем те - Мари Эл Республикин культура министрĕн çумĕ Г.С.Ширяева тата Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наци культура автономийĕн председателĕ В.И. Сваев ертсе пыракан делегацисем - килсе çитнĕ. Халăхсен ыйтăвĕпе çыхăннă темăна шăпах çак кунсенче хускатни ахальтен мар: чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. "Çавра сĕтеле” ЧР культура министрĕ Р.М.Лизакова ертсе пычĕ. Роза Михайловна шухăшĕпе Чăваш Енри этнополитика лару-тăрăвĕ, пĕтĕмĕшле илсен, - çирĕп, конфессисен хушшинчи хутшăнусем йĕркеллĕ, хирĕçÿсĕр. Çапла тума май параканĕсем - республикăна ертсе пыракансем, общество организацийĕсем, Национальноçсен ĕçĕсемпе тат ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 623 | Хăçан хушнă: 08.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Сайт уçăлнăранпа 6 уйăх çитрĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çав хушăра сайта кĕрсе тухакансен шучĕ 500 çынна çитрĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 5170 страница уçса пăхнă. Камсем тата хăш çĕршыв çыннисем Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе тата сайта вырнаçтарнă Чăваш çĕршывĕ, унăн культурин аталанăвĕ тата Трак ен культурин çитĕнĕвĕсем çинчен çырнă чăвашла материалсемпе кăсăкланаççĕ-ха? Пĕлме питĕ интереслĕ! Пирĕн сайта Раççей (97%), Швеци (0,8%), Германи (0,5%), Америкăн Пĕрлешÿллĕ  Штачĕсем (0,4%), Эстони (0,4%), ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 610 | Хăçан хушнă: 30.10.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юпан 27-мĕшĕнче Тутарстанра чăваш наципе культура автономийĕн VII отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унта культура автономийĕн представителĕсемсĕр пуçне вырăнти влаç органĕсенчи çынсем те хутшăнчĕç. Чăваш Енрен те элчĕсем пулчĕç — культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, «Янра юрă» ансамбль. Татьяна Казакова Чăваш Ен президенчĕн, Николай Федоровăн, салам сăмахĕсене вуласа пачĕ.

Конференцире Тутарстан чăвашĕсен умĕнче тухса тăракан çивĕч ыйтусене сӳтсе яврĕç. Çитĕнӳсем пирки те манса каймарĕç — «Учӳк», «Уяв» ирттересси, çамрăксемпе ĕçлесси кунта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Суйлавра культура автономине малашне ертсе пыма унчченхи пекех Константин Яковлева шанса пачĕç.

Чăваш Енрен çитнĕ «Янра юрă» (сăмах май, ăна Чăваш Республикин халăх артисчĕ Вячеслава Христофоров ертсе пырать) конференцине пухăннă çынсене юрăпа савăнтарчĕ.

Миçе çын пăхнă: 572 | Хăçан хушнă: 28.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Анатолий КИБЕЧ 

Шупашкар район хаçачĕ “Тăван ен” турипе анат чăвашсен тумĕн уйрăмлăхĕсем пирки пуçарса янă тавлашăва сăнаса пынă хыççăн шухăшăма пĕлтерес кăмăл çуралчĕ.

Турисене “хура тяппа”, анатрисене “купăста кут” тесе шÿтлесе каланăшăн нимĕн кÿренмелли те çук. /Халĕ, тĕрĕссипе, анатри-турисен хĕрĕ-каччи йышлăн пĕрлешсе çемьеленнĕ./ Çакă кулăш кăшăлĕ шайĕнчи калаçу çеç. Халăх культури шайĕпе пăхсан кунта пурте йĕркеллĕ, килĕшÿллĕ. Хура ура çумĕнче сĕт пек шурă пиртен çĕленĕ хĕрарăм кĕпи тата та шуррăн курăнать, тĕррисене те аякранах асăрхама пулать. Анатрисен 2-3 аркăллă улача кĕпи те питĕ илемлĕ, арçынсемшĕн те илĕртÿллĕ. Сăмах май, çакна аса илни те вырăнлă. Тăватă пин çул каялла Тигрпа Евфрат хушшинче пурăннă шумерсен юратупа йышлану турри Иштор ятлă пулнă. Ăна халалласа лартнă скульптура çине пăхсан унăн вăрăм кĕпи тăватă аркăллă пулни паллă. Çапла тăхăнасси авалтан пыракан йăла тесшĕн эпĕ.

Асăннă тавлашу номертен номере пычĕ те çи-пуç ы ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 651 | Хăçан хушнă: 27.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Николай Карайăн Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă çĕнĕ кĕнеки “Ураллă купăс” ятлă. Купăс ураллă пулмасть ĕнтĕ вăл. Пĕчĕк Сантăр ашшĕн купăсне тытса ларнă та унăн урисем кăна курăнаççĕ. Икĕ кушак çури тĕлĕнсе пăхаççĕ: “Ураллă купăс-çке ку!” Пĕтĕм кĕнеке пĕчĕк вулакансем валли çырнăcкер, çакăн пек шÿтлĕ сăвăсенчен тăрать. Кĕнекене В. Игнатьева художник илемлетнĕ.
Миçе çын пăхнă: 585 | Хăçан хушнă: 25.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Анат Кама хулинчи Чăваш наципе культура центрĕ ĕçлеме тытăннăранпа кăçал 20 çул тулать. Кам шутланă ун чухне чăвашсем пĕрле çапла пысăк ĕç тăвасса? Вăл çулсенче пирĕн республикăри пĕр районта та, пĕр хулара та (çав шутра Хусанта та) чăваш обществисем пулман-ха. Çак ĕç Анат Кама хулинчен пуçланса кайрĕ.
Эпĕ 1989 çулхи март уйăхĕнче пенсие тухрăм. Килте ĕçсĕр ларма кичем пулнипе чăваш драмкружокĕ йĕркелеме шухăш çуралчĕ, çак тĕллевпе хулари чăвашсене килĕрен пуçтарса çӳреме тытăнтăм. Унтан хулари культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Алсу Забегаева патне кайрăм. Вăл мана хаваспах кĕтсе илчĕ: «Ăçта пултăр эсир халиччен? Эпир сирĕн пек çынна тахçанах кĕтетпĕр. Атьăр, ĕçлĕр, мĕн кирлине калăр, пулăшатпăр...», – терĕ те «Ленинская правда» хаçатăн редакторĕ патне ячĕ. Владимир Ильич Данилов тӳрех манпа чăвашла калаçма тытăнчĕ. Çапла нихăçан курман çын хамăн тăван пекех туйăнса кайрĕ. Эпир унпа «Ленинская правда» хаçатра чăвашсене пуçтарăнма чĕнсе пĕлтерӳ кăлартăмăр. 
Вара 1989 ç ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 595 | Хăçан хушнă: 24.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Бартольд, Хаттори, Рамстед, Иностранцев, Артамонов, Гумилев тата ытти историксем чăвашсен мăн аслашшĕсем тесе Европăна Азирен IV ĕмĕрте килсе хăйсен ятне Хунсен патшалăхне панă хунсене шутланă. Ку патшалăх салансан вĕсем Каспи тăрăхĕнче хасар е хун-хасар ятпа тĕпленнĕ. «Чăвашсен историллĕ чи авалхи мăн аслашшĕсем тесе тахçан Китай чиккисенче çапăçнă, кайран Европăна куçса килнĕ хунсене йышăнма тивет», – тесе çырнă вĕсем çинчен В.В.Бартольд. Сиро Хаттори те чăвашсем Европăна пĕтĕмĕшле юхăмпа куçса килнĕ авалхи хунсен пĕр турачĕн тӳрĕ тăхăмĕсем пулса тăраççĕ тесе çырнă. Иностранцев та çапла шутланă, «хунсен тăхăмĕсем чăвашсем пулса тăраççĕ, вĕсен чĕлхин никĕсĕнче тĕрĕк сăмахĕсем тăраççĕ» тесе çырнă. «Вырăнти халăх хунсемпе пĕрлешнипе хасар халăхĕ пулса кайнă» тесе палăртнă Артамонов та. Маларах асăннă авторсен сăмахĕсене çирĕплетсе Лев Гумилев çапла çырать: «Хунсен чĕлхин тăсăмĕ тесе чăваш чĕлхине шутлама йышăннă, çапла вара чăвашсен мăн аслашшĕсем хунсем шутланаççĕ» ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 774 | Хăçан хушнă: 24.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район библиотекин фончĕ çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Унăн вулав пÿлĕмĕнче Леонид Антонов поэтăн çĕнĕ кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. "Кун-çул пусми" ятлă сăвă кĕнеки 200 экземплярпа "Çĕнĕ вăхăт" типографинче çапăнса тухнă. Унăн умсăмахне Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çырнă. Вăл калашле, агроном-поэт чунĕнче "çынсем малтанах туйса илеймен туртăм та йăва çавăрнă иккен: çил варкăшнинче те, улмуççи шуррăн та кĕренĕн çурăлнинче те, ыраш пуссинче путене авăтнинче те çĕнĕ пулăм, çĕнĕ пĕлтерĕш курнă иккен вăл, çав çĕнĕлĕхе сăвă йĕркипе палăртса калаçу чĕлхине те, сăмах сăнарлăхне те хăйне евĕрлĕх кÿнĕ.

Леонид Антоновăн пĕрремĕш кĕнеки "Тулли пучах" ятлăччĕ. Вăл Чăваш кĕнеке издатеьствинче 1988 çулта пичетленнĕ. Унтанпа сăвăç пире "Чун туртăмĕ - йăмраллă Трак", "Çăлкуç сипечĕ", "Сывлăм пĕрчисем" ятлă кĕнекесем парнелерĕ. Хальхинче вара эпир унăн суйласа илнĕ сăввисенчен йĕркеленĕ пуххине алла тытрăмăр.

Çĕр чĕлхине ăнланакан сапайлă та ĕçчен ентешĕмĕре поэзири ырми-к ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 712 | Хăçан хушнă: 24.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Василий Степанович Алендей Кĕтеснер ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çамрăклах питĕ активлă пулнă. 15-16 çултах комсомола кĕнĕ. Колхоза та чи малтанах çырăннă, ялти ĕçе хастар хутшăннă. Ашшĕ, Степан Егорович, ырă кăмăллă, ăшă, çепĕç чун-чĕреллĕ пулнă, ялта ăна никам та кÿренсе, çилленсе курман. 20 çула яхăн Кĕтеснер ял Совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Вăл отпуска тухсан, ун вырăнне Василий Алендее, 16-17 çулхи çамрăка лартнă, мĕншĕн тесен вăл ял çыннисене ăçта пурăннине, ячĕ-хушамачĕпе, вĕсен ачисене, мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усранине йăлтах пĕлнĕ. Амăшĕ ĕне ферминче дояркăра ĕçленĕ. Халăхра улми улмуççинчен инçе ÿкмест, теççĕ. Ваçука, пулас пысăк писателе, ашшĕпе амăшĕ тĕрĕс пăхса ÿстернĕ. 

Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан вăл, хăй пĕлĕвне малалла ÿстерес тесе ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1018 | Хăçан хушнă: 19.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

« 1 2 ... 52 53 54 55 56 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz