Эрнекун, 26.04.2024, 07:12
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
Туй икĕ эрнене тăсăлчĕ: хĕр енче, каччă енче, çĕнĕ хĕр, вырăн леçӳ тата ытти те. Иван колхозра бригадирта, Лисук та ытти хĕрарăмсемпе пĕрле пĕр ĕçрен юлмарĕ. Марье аппа килти ĕçсене туса тăчĕ. Аванах пурăнатчĕç Михайловсем…
Иван мăшăрне алă çинчех йăтса çӳрерĕ. Лисук та хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Юрату тени иккĕшне те тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Ик-виçĕ уйăх хушши Марье аппа çамрăксем çине пăхса тăранаймастчĕ. Çук вĕт, кĕвĕçӳ юнĕ хĕрарăм куçне хупласах хучĕ. Ара, туй пулнăранпа ывăлĕ унпа ăшшăн калаçса та курман вĕт-ха.
Иван ир-ирех ĕçе тухса каять, каçхине ĕçрен таврăнать те вăхăтне мăшăрĕпе ирттерет. Чирлесех ӳкрĕ Марье аппа, ывăлĕпе, кинĕпе пуршăн-çукшăн хирĕçме пуçларĕ, чире персе килти ĕçсене тума пăрахрĕ. Иван ыйтнипе Лисук колхоз ĕçне тухма пăрахрĕ, килте аппаланчĕ. Мĕнле тăрăшсан та Марье аппана юрама ай-яй! йывăр иккенне ăнланса илчĕ вăл. Çапах та чăтрĕ. Ивана нимĕн те каласа памарĕ.
Çур çултан:
– Иван, йывăр çын эпĕ, часах ача çуралать ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 549 | Хăçан хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кĕркунне. Хурăнлăх ялĕ тарăн ыйхăран вăранать. Уяр çанталăкри тӳпе çăлтăрсемпе тулнă. Уйăх кăна мĕнле-тĕр шурса кайнă, ун йĕри-тавра ункăсем карталаннă – çанталăк пăсăлать пулмалла. Сулхăн. Çил те самаях хытă вĕрет. Ялта йытăсем вĕркелеççĕ, автансем авăтаççĕ, алăксен уçăлса хупăннă сасси илтĕнет.
Марье аппа ыйхăран вăранчĕ. Ыйхăран вăранчĕ тени те тĕрĕсех мар, ара, çутăласпа анчах аран-аран çывăрса кайрĕ вăл. Ăçтан ыйхă килтĕр-ха çавăн пек чух – ывăлĕ салтакран таврăнмалла ыран. Тăрса ларсанах ăшă тутăрне çыхса ячĕ, урине çăм чăлха тăхăнчĕ, çутă çутрĕ. Улттăмĕш сехет кăтартаççĕ стена çинчи сехет йĕпписем.
Кӳршĕсем те çав вăхăтра çутă çутса ячĕç. Марье аппа васкаса пăлтăра тухрĕ, малтанах хатĕрлесе хунă вутă çĕклемĕ тата пĕр витре кăмрăк йăтса кĕчĕ. Каланккă юшкине уçрĕ, кĕл кăларчĕ. Часах чĕртсе янă каланккă кĕрлеме тытăнчĕ.
Марье аппа пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ, Михаля, вăрçăран таврăнаймарĕ. Ыран салтакран таврăнакан Иван ашшĕне астумасть, ытла пĕчĕк пу ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 605 | Хăçан хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
«Тавах сире – чăвашсене - çак çĕршĕн, пирĕн генисене çуратса ÿстернĕшĕн, чăваш культурине, чĕлхине, чунне, кăмăлне упранăшăн. Тавах! Эпир яланах сирĕн умра парăмра. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров. 25.03.1994 ç.” - çак йĕркесене Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи сăваплă Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Константин Ивановăн музей-çурчĕн сĕнÿ кĕнекинче вулама пулать. 

Виçĕм кун Ĕпхÿре Пушкăртстан Наци музейĕнче чăваш диаспорин хастарĕсемпе иртнĕ тĕл пулура 15-16 çул каялла пулса иртнĕ, ĕмĕрлĕхе асра юлнă самантсене Николай Васильевич ăшшăн аса илчĕ. Анчах пĕтĕмпех йĕркипе....

Наци музейĕнче ырă йăла-йĕркепе хаклă хăнана çăкăр-тăварпа, пушкăрт баурсакĕпе, чăвашăн техемлĕ сăрипе, юрри-кĕввипе кĕтсе илчĕç. Николай Васильевич ас тивнĕ сăрана çавăнтах хак пачĕ:

- Сăри лайăх пулнă. Кам пĕçернĕ? Хуçи кунта пур-и?

- Пур, пур, кунтах вăл, - Ĕпхÿри «Нарспи» халăх ансамбльне çÿрекенсем харăссăн пĕлтерчĕç. Президент кăмăлне кайнă сăра ăсти - Елизавета ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 581 | Хăçан хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Николай Прокопьевич родился 14 февраля 1935 года в деревне Шадриха Порецкого района Чувашии.

В пять лет он научился считать, писать и читать. Учёба в школе ему давалась легко. Все заметили, что он не только учится прилежно, но и хорошо рисует, приносили ему фотографии из журналов с просьбой увеличить.

Детство Николая Прокопьевича Карачарскова совпало с годами Великой Отечественной войны, когда дети приобщались к труду и взрослели раньше, чем становились по-настоящему взрослыми. Это время оставило неизгладимый след в душе впечатлительного мальчика и во многом предопределило характер и направленность творчества будущего художника.

В 1950 году Николай с отличием окончил школу семилетку. Встал вопрос о выборе профессии. Прочитав в газете «Красная Чувашия» объявление о приёме документов в Чебоксарское художествен ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1494 | Хăçан хушнă: 09.02.2010 | Рейтинг: 3.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
5 февраля в Аринской средней школе им. С.Г. Чавайна Моркинского района состоится литературно-музыкальный вечер, посвященный 80-летию со дня рождения поэта, музыканта и композитора Юрия Чавайна.

Мероприятие организуют Союз писателей Республики Марий Эл и Моркинское землячество г. Йошкар-Олы. Перед земляками Юрия Чавайна выступят марийские писатели и журналисты, родственники и друзья поэта, учащиеся школы. Участники литературно-музыкального вечера посетят Чавайнурский литературный комплекс и кладбище, где похоронен поэт.

Юрий Чавайн, сын основоположника и классика марийской литературы Сергея Чавайна, после ареста отца в 1937 году переехал с семьёй в деревню Чавайнур Моркинского района. После окончания Йошкар-Олинского музыкального училища и службы в армии Юрий Чавайн работал флейтистом в оркестре Марийского государственного театра им. М.Шкетана.

Первое стихотворение Юрия Чавайна было опубликовано в газете "Молодой коммунист" в 1957 году. Стержнев ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 824 | Хăçан хушнă: 06.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тĕнчере кашни кун тенĕ пекех пĕр чĕлхе çухалать теççĕ. Тин кăна AFP агентство тепĕр чĕлхе çухални пирки пĕлтерчĕ. Ĕнчĕ (Инди) çыршывĕ шутне кĕрекен Андаман утравĕнче пурăнакан бо халăхĕн юлашки çынни, 85-ри Аслă Боа (Boa Sr) вилнĕ. Бо йăхĕ çак утравсенче 65 пин çул пурăннă тесе шутлаççĕ. Ытти халăхсемпе çыхăнмасăр чылай хушă парăннăран ăсчахсем вĕсем хăйĕн чĕлхине мĕн авалтан упранă теççĕ. Аслă Боа вилнĕ хыççăн бо чĕлхипе калаçаканни урăх тĕнчере юлман.

Аслă Боа 2004 çулхи цунамине те тӳссе ирттернĕ. Çав инкек иртсе кайнă хыççăн чĕлхе тĕпчевçисене вăл çапла пĕлтернĕ: «Çĕр чĕтреннĕ вăхăтра эпир пурте унта пулнă. Асли пире çапла каларĕ: Çĕр ик пая пайланĕ, ан чупăр, ан хускалăр.»

Ăсчахсем шутланă тăрăх андамансем кунта Африкăн хĕвелтухăç çыранĕнчен куçса килнĕ. Бо чĕлхи хăйĕн тымарĕсемпе палеолит вăхăчĕпе, этем çĕр ĕçĕпе аппаланма пуçланă тапхăнчченхипе, çыхăннă тесе шутлаççĕ. Кăна шута илсен андамандсен чĕлхисем, вĕсен шутне бо чĕлхи те кĕрет, 10 пин ç ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 605 | Хăçан хушнă: 05.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
ПОЛОЖЕНИЕ
об открытой дистанционной олимпиаде, посвященной 75-летию со дня образования Трак ен – Красноармейского района

1. Цели и задачи Олимпиады

v Повышение всеобщего интереса к изучению истории и культуры Трак ен – Красноармейского района;
v использование новых информационно-коммуникационных технологий;
v воспитание обучающихся школ района в духе любви к своему родному краю как к малой родине, к своим духовным и родственным корням.

2. Организаторы ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 604 | Хăçан хушнă: 30.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Общежитире паян никам та юлман, пурте яла тухса кайнă. Лена компьютер умĕнче лăпкăн вĕренсе ларать. Пĕр çеккунтрах тем пулса иртрĕ - монитор асамлă çутăпа çиçрĕ те тем чăхăмларĕ, сÿнчĕ. Пике хăраса ÿкрĕ, экзамена валли хатĕрленĕ хуравсем те пĕтĕмпех çухалчĕç, йĕмелли çеç юлать. Виççĕмĕш хутра пултаруллă каччă пурăнать тени хăлхине кĕнĕччĕ-ха. Аптранă енне ун патне кайма шухăшларĕ. Каччă хĕре пулăшма хаваспах килĕшрĕ. Компьютера вируссем "тыткăна илнĕ” иккен. Ваня тăрăшнипе вăл часах ĕçлеме пуçларĕ. Йĕкĕте тав тăвас шухăшпа хĕр чей лартрĕ, апат-çимĕç хатĕрлерĕ. Малтанласа иккĕшĕ те аванмарланчĕç, сăмах хушма вăтанчĕç. Сĕтел хушшине ларма çине тăрса чĕннипе йĕкĕт хирĕçлемерĕ. Ерипен калаçу çăмхи сÿтĕлчĕ. Лена экзамен пирки сăмах пуçарчĕ, дизайнера вĕренекенскер проект хатĕрленĕ-мĕн. Шăпах ыран ăна хÿтĕлемелле. Ваня та ĕçсĕр лармасть иккен, вĕренÿрен кая юлса пыракан студентсене пулăшать. Тен, çавăнпах канмалли кунсенче яла кайман. Кунсăр пуçне лавккара хуралçăра ĕçле ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 591 | Хăçан хушнă: 29.01.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! Эп чăваш чĕлхишĕн тесе кăкăра çапса кăшкăракан карма çăварсемшĕн пухăнма тепĕр вырăн пултăр. 
ЮНЕСКО пĕрлешӳ чăваш чĕлхи вилекен чĕлхесен шутне кĕртни çулталăк çитрĕ пулин те тăван чĕлхемĕре упрас тесе нимĕн йышăннине те туймарăмăр. Хăть ялта, хăть хулара. Ăçтан туяс-ха? Трибуна çинчен сурчăк сирпĕтсе чăвашлăхшăн «тăрăшакан» çынсем халăх умĕнчен пăрăнсанах вырăс чĕлхипе кăна усă кураççĕ. Пирĕн, чăвашсен тĕлĕнмелле ăссăр ен пур - виçĕ чăваш пухăнсан вырăсла пуплешни. Те пĕр-пĕрне ăнланмасран хăраççĕ вĕсем? Чăвашлăхшăн «тăрăшакан» журналистсем те вырăсла çырма меллĕрех, шухăша тарăнрах уçса пама, паянхи куна тивĕçлĕрех çырма май пур тесе хăйсен тавракурăмĕ вăйсăррине, хĕсĕккине пытарма тăрăшаççĕ. Пирĕн кăна (чăвашсен) пур пуху та, пур конференци те вырăсла иртет! 
Халĕ мана хăшĕ-пĕри эпĕ чăваш чĕлхишĕн мĕн кăна тумарăм тесе пӳлме пултарĕ. Чăнласах та мĕн те пулин тăвакансене пӳрнепе шутласа кăларма пулать. Пĕри ниме пăхмасăр ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 751 | Хăçан хушнă: 28.01.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Шупашкар 2010 çула çĕнĕ гимнпа кĕчĕ: Шупашкар хула депутачĕсенчен, пултарулăх çыннисенчен йĕркеленĕ комисси гимн конкурсне килнĕ 55 ĕçе пăхса тухнă хыççăн Чăваш халăх сăвăçи Порфирий Афанасьев сăввипе Раççей халăх артисчĕ Филипп Лукин кĕвĕленĕ «Шупашкар» юрă çĕнтернĕ тесе йышăннă.

Гимна хула депутачĕсем пĕр саслăн йышăннă, çĕнĕ гимн вырăнне çирĕплетнĕ. Шел те, хальлĕхе ăна хула сайчĕнче тупма май çук — унта Анатолий Кипеч сăввипе кĕвĕленĕ Г. Максимов юрри çеç...

Ку гимн пирки çыравçăсем хушшинче тытăçу та пулса иртнĕ иккен — Порфирий Афанасьева плагиатшăн айăплаççĕ.

«Чăваш халăх сайчĕ" пĕлтернĕ тăрăх хатĕрленĕ.
Миçе çын пăхнă: 561 | Хăçан хушнă: 28.01.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 48 49 50 51 52 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz