Ытларикун, 23.04.2024, 19:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
1. Пĕтĕмĕшле йĕрке
Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет.
2. Конкурс тĕллевĕсем
• Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси;
• Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси;
• Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси.
3. Конкурса хутшăнакансем
Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шкул ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 568 | Хăçан хушнă: 05.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕкУрамра та кĕçĕр ытарми çанталăк,
Çаврака çут уйăх çăлтăр кӳллинче.
Кĕçĕр Çĕн çул каçĕ. Иртрĕ пĕр çулталăк.
Хăнасем уявăн мăн кĕрекинче.
Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе!
Черккесем йăтар.
Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе
Туслă пурăнар,
Шăкăл-шăкăл калаçса
Чунсене уçар.
Юрласа та ташласа
Çĕн Çула чыслар.

Пурнăç хăмăтне халь талпăнса туртмашкăн
Çăмăл мар кирек кама та, çăмăл мар.
Икĕ ал валли те кирлĕ ĕç тупмашкăн
Тӳр килет тăкмашкăн сахал мар-çке тар.
Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе!
Черккесем йăтар.
Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе
Туслă пурăнар.
Шăкăл-шăкăл калаçса
Чунсене уçар.
Юрласа та ташласа
Уява чыслар. ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 602 | Хăçан хушнă: 25.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юбилейсем тĕрлĕ пулаççĕ. Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче "Урал-Батыр” наци культурисен центрĕнче иртнĕ праçник хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăчĕ. Кунта республикăран кăна мар‚ ун тулашĕнчен те хăнасем пухăнчĕç. Сăлтавĕ - "Урал сассин” 20 çулхи юбилейĕ.

- "Урал сасси” чăваш халăхĕн пичĕ. Вăл актуаллă‚ кирлĕ ыйтусене çĕклет‚ - пĕлтерчĕ Пелепей район администраци ĕçченĕ Д. Г. Фархутдинова уяв каçне уçнă май. Дильбар Гайсиевна хаçатăн тĕп редакторне Ю. Н. Михайлова тата яваплă секретарьне С. М. Прокофьевана Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ.
Юрий Николаевич вара республика шайĕпе тухса тăракан чăваш кăларăмĕн çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр "Тăвалла пулсан та‚ малалла” каларăша асра тытса ĕçленине палăртрĕ.
ЧР культура‚ национальноçсен ĕçĕсен‚ информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А. Б. Усов: "Чăваш Республикинче те "Урал сассине” куç умĕнчен ямаççĕ. Вăл чăваш чĕлхине упраса хăварассипе‚ историе‚ наци культурине малалла аталантарассипе тăрăш ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 665 | Хăçан хушнă: 24.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕн тĕп библиотекин вулав залĕнче Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн  черетлĕ ларăвĕнче Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул тултарнине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илес ыйтăва пăхса тухнă. 

Сăмах май, 1989 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче районта Н.К.Ефимов (Янкас) поэт ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне туса хунă. Ун чухне унăн правлени йышне 11 çынтан, ревизи комиссине 3-рен тата правлени председ ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 662 | Хăçан хушнă: 18.12.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Элли ИЛЛЕ ("ХЫПАР")
 Тĕрĕссипе манăн çакăн пирки çырасах та килмест. Анчах ку манăн тивĕç. Ку - кирлĕ! Ара, эпĕ мар тăк тата кам?
Чăваш çырулăхĕнчи "çĕнĕ” текен йĕркене Г.Айхи "7-8 çуллăх правило” тенĕччĕ. Тĕрĕссипе вара чăн пурнăç аслă поэт каланинчен пин хут кăткăсрах. Ю.Виноградов доцентăн "Мăшăр сăмах мар” /"Хыпар”, 2009, юпа, 13/ статйин тĕп шухăшĕ çакăн пек: чăваш чĕлхинче приложени çук. Сăмах кунта "шкул-гимнази”, "шкул-интернат”, "лицей-интернат” йышши конструкцисем пирки пырать. Вĕсенче дефис таврашĕ кирлĕ мар имĕш. Паллах, асăннă ăнлавсен малтанхи компоненчĕсене изафет /паллă ячĕ/ пек те ăнланма пулать. Сăмах май, çакнашкал икĕ енлĕх вырăс чĕлхишĕн те ют мар: мĕнле спортсмен? - летчик спортсмен. Мĕнле интернат? - лицей интернат. Çапах та асăннă тĕслĕхсенче дефис лартаççĕ, мĕншĕн тесен йăли çавнашкал. Çак вăхăтрах "Фадеев çыравçă”, "майор юлташ”, "Виноградов лингвист” йышши майлашусенче дефис çук. Е тата акăлчан чĕлхинчен тата ытти чĕлхерен йышăннă т ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 658 | Хăçан хушнă: 15.12.2009 | Рейтинг: 4.5/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Раиса ШИШКОВА ("Çамрăксен хаçачĕ") 

ИНГА - çемьере пĕртен-пĕр хĕр, çавăнпа мĕн пĕчĕкренех канфетпа шăккалатран татăлман вăл. Ÿснĕçем ачашскере чаплă çи-пуç, ылтăн алка-вăчăра илсе парса иртĕхтерчĕç. Юмахри принцесса пек çитĕнчĕ. Кÿршĕ ялти Павлике куç хыврĕ. Каччă физкультура учителĕнче тăрăшма хатĕрленетчĕ. Сарлака хул-çурăмлă йĕкĕт хыççăн чылай хĕр чупрĕ. "Пулăçсем пĕр-пĕрне аякран кураççĕ” - тенĕ халăхра. Ингăн ашшĕпе амăшĕ те пурлăха ÿстерес тĕллевпех хĕрне качча парассишĕн çунчĕç. Пике йĕкĕте çавăрас шухăшпа тем тĕрлĕ пăтăрмах шухăшласа кăларчĕ.

Павел Ингăран икĕ çул аслăрах, колледжра ăс пухать. Юратнă хĕрĕн телейлĕ пуласлăхĕшĕн ашшĕ тем тума та хатĕр. Аслă шкула вырнаçтарчĕ, пурăнмалли хваттершĕн укçа тÿлесе тăчĕ, апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕ, çитменнине сесси вăхăчĕсенче хĕрĕ апат пĕçерсе ан тертлентĕр тесе амăшне хулана леçетчĕ. Инга вĕренме кайма сумка çакса тухатчĕ те палăртнă çĕре çитейместчĕ, кăвакал тукмакĕсем йăтса савни патне васкатчĕ. ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 761 | Хăçан хушнă: 11.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Хусанти чăвашсен «Салам» фольклор ушкăнĕ чăвашсен манăçа юлма пуçланă юррисене питĕ хитре шăрантарчĕ. Чылайччен тăвăллăн алă çупса хакларĕç пухăннисем халăх таланчĕсен ăсталăхне.
– «Салам» ушкăн йĕркеленни виççĕмĕш çул анчах-ха. Çавах Тутарстанри чылай районсенче, ялсенче пулса хамăр пултарулăха кăтартрăмăр эпир. Юлашки ан пултăр, – терĕ концерт умĕн фольклор ушкăнĕн ертӳçи Светлана Садыкова. 
С.Чаркина ЧОКЦ активисткине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, педагогика наукисен кандидатне, Хусанти патшалăх культурăпа искусство университечĕн доцентне Ираида Юрьевна Павловăна юбилейпе саламларĕ. Чăваш фольклорĕн «Чăваш шăпчăкĕ-2007» конкурсĕн лауреачĕ, «Кĕмĕл сасă» конкурс дипломанчĕ Вера Кожеманова ăна «Çуралнă кун» юрă парнелерĕ. 
Уявра çавăн пекех С.Чаркина пухăннисене ЧОКЦ çумĕнчи çамрăксен канашĕпе паллаштарчĕ, центр членĕ Алина Мутина тата ТР чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Андрей Семенов, «Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев сăма ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 646 | Хăçан хушнă: 02.12.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "Çеçпĕл Мишши тата чăваш литератури: еткерлĕхпе çĕнетÿлĕх” регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, Ульяновск, Ижевск хулисенчен тата Турцирен ăсчахсем хутшăнчĕç.
Конференцие институт директорĕ В.С.Григорьев уçрĕ. "Çеçпĕл Мишши тăван халăхăмăрăн нушине, асапланăвне чĕрепе туйса тăнă. Ăна пулăшасшăн çуннă вăл. Анчах поэта путарас текенсем чăвашсен хушшинче те пулнă...” - терĕ Валерий Сергеевич.
Культура министерствин пай пуçлăхĕ М.Н.Краснов Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă пур мероприяти те тивĕçлĕ иртнине палăртрĕ. Канаш район пуçлăхĕ В.В.Софронов Çеçпĕл Мишшин тăван тăрăхĕнчи мероприятисемпе паллаштарчĕ. "Çеçпĕл Мишшин ячĕ Канашсемшĕн çав тери паха. Унăн мухтавлă ячĕпе нумай шкул, тĕрлĕ предприяти хисепленсе тăраççĕ. Вĕсем пурте тăван ентешĕмĕр пек хастар та маттур, яланах малтисен ретĕнче”, - терĕ.
Конференц ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 771 | Хăçан хушнă: 29.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
...Пурнăç çитмĕл çичĕ пăрăнăçран тăнине фермăра ĕне сăвакан вăтăрти Маруç кăçал лайăх ăнланчĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ чиперех пырать-ха унăн. Сĕт сăвассипе колхозра кăна мар, районта та малтисен йышĕнче. Хăй вăхăтĕнче Хисеп хăми çинче те курма пулатчĕ çак хĕрарăмăн йăлтăр кулăпа çуталакан илĕртÿллĕ сăнне. Маруç 3 ачине шкула ирсерен ăсатма та, уроксем вĕçленнĕ хыççăн кĕтсе илме те майне тупать. Ку çеç-и? Ĕне, сысна тытать. Ачисем таса, типтерлĕ çÿреççĕ, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пĕр сăмахпа, ку çемье пирки ял-йышра ăшă сăмах çÿрет. 

Маруçăн мăшăрĕ те Турă çырниех пулчĕ. Ваçук пек ăста, пултаруллă сухаçă таврара çукпа пĕрех. 

Колхоз ертÿçи, икĕ çул каялла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа тухнă Петр Иванович, кашни канашлу-пухурах Маруçпа Ваçука пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕ калать, ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнет... Анчах кал-кал, йĕркеллĕ кусакан кун-çул урапи тем хушăра кукăр-макăр йĕрпе чупма тытăнчĕ, ял-йыш ăмсанмалла капмар та хитр ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 667 | Хăçан хушнă: 29.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ăна мухтаса чăвашра хăй
пурăннă чухнех ламран-лама
юмах-халап çӳренĕ.
В.Канюков.
2009 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче поэт-классик, обществăпа патшалăх ĕçченĕ, совет писателĕ, критикĕ, литературовечĕ, çĕнĕ пурнăçшăн хыпса çунакан, ырă чунлă та таса кăмăллă çын Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) çуралнăранпа 120 çул çитет. Кам пĕлмест пуль унăн «Хитре Чĕкеç», «Вĕре çĕлен», «Янтрак Янтравĕ», «Еркĕн» тата ытти поэмисене, «Чĕлĕм», «Йĕтĕн тус», «Ленин», «Пĕтелмей» тата нумай-нумай сăввисемпе ытти хайлавĕсене, очеркĕсене, калавĕсене, фельетонĕсене, асаилĕвĕсене! Н.В. Шупуççынни – чăваш çырулăхĕпе историйĕнче чи паллă ятсенчен пĕри. 
Çĕнĕ Аксура (Аксу районĕ) шкул уçăлнăранпа раштав уйăхĕнче 100 çул çитет. Ăна уçса йĕркелесе никĕслекенĕ тата унта чи малтан вĕрентекенĕ – Н.В.Шупуççынни, чăвашсен паллă сăвăçи. Каярахпа – пултаруллă публицист, тĕпчевçĕ тата тăлмач.
Николай Васильевич 200 ытла кил-çуртлă яла декабрьте килсе çитнĕ. Çирĕм ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 974 | Хăçан хушнă: 27.11.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

« 1 2 ... 50 51 52 53 54 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz