Шăматкун, 27.04.2024, 02:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 28 » Чун ыратăвĕ: "Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар!"
Чун ыратăвĕ: "Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар!"
22:05
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! Эп чăваш чĕлхишĕн тесе кăкăра çапса кăшкăракан карма çăварсемшĕн пухăнма тепĕр вырăн пултăр. 
ЮНЕСКО пĕрлешӳ чăваш чĕлхи вилекен чĕлхесен шутне кĕртни çулталăк çитрĕ пулин те тăван чĕлхемĕре упрас тесе нимĕн йышăннине те туймарăмăр. Хăть ялта, хăть хулара. Ăçтан туяс-ха? Трибуна çинчен сурчăк сирпĕтсе чăвашлăхшăн «тăрăшакан» çынсем халăх умĕнчен пăрăнсанах вырăс чĕлхипе кăна усă кураççĕ. Пирĕн, чăвашсен тĕлĕнмелле ăссăр ен пур - виçĕ чăваш пухăнсан вырăсла пуплешни. Те пĕр-пĕрне ăнланмасран хăраççĕ вĕсем? Чăвашлăхшăн «тăрăшакан» журналистсем те вырăсла çырма меллĕрех, шухăша тарăнрах уçса пама, паянхи куна тивĕçлĕрех çырма май пур тесе хăйсен тавракурăмĕ вăйсăррине, хĕсĕккине пытарма тăрăшаççĕ. Пирĕн кăна (чăвашсен) пур пуху та, пур конференци те вырăсла иртет! 
Халĕ мана хăшĕ-пĕри эпĕ чăваш чĕлхишĕн мĕн кăна тумарăм тесе пӳлме пултарĕ. Чăнласах та мĕн те пулин тăвакансене пӳрнепе шутласа кăларма пулать. Пĕри ниме пăхмасăр Чăваш халăх сайтне тытса тăракан Николай Плотников, тепри вара чăваш халăхне хăйне хăй кăшт та пулин хисеплеме вĕрентес тесе тăрăшакан Елена Енькка. Тен, татах та пур, анчах вĕсен ĕçне курма питĕ йывăр. Çакăн пек çынсем питĕ сахал-çке. Калăр-ха, ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕвĕсем хыççăн миçе лару, миçе статья пичетлерĕç, мĕн чухлĕ шавларĕç, мĕн чухлĕ вăрçăнчĕç, мĕн чухлĕ йышăну турĕç?.. Ĕçĕ вара КУРĂНМАСТЬ!!! Чăнласах чĕлхене упраса хăварас тесе мĕн турăмăр?!.. 
Уйăх каялла йăмăк шкултан çиллес кăмăлпа таврăнчĕ. Паян 10-мĕш класра вĕренекен ачасем чăваш литература урокĕнче учителе чăваш литератури кирлĕ мар, ку вăл ытлашши предмет тесе макăртма пултарнă иккен. Çак ачасемех, 9-мĕш класран вĕренсе тухнă чух экзамен тытма хатĕрленнĕ чух, пĕри те кун пек каламан иккен, пурте çăвар карса вĕрентекене тимлĕн итленĕ. Халĕ вара… Йăмăк та, пĕлтĕр чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме каясшăн тăрăшаканскер, кăçал урăхларах шухăшлама пуçларĕ: чăваш чĕлхипе те, литературипе те пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕ тытма май çук-çке. Вăл килĕштернĕ, юратнă предметсемпе экзамен тытма пултараймасть. Ирĕксĕрех урăх предмет суйласа илме тивет, урăх предмета мала хурса пĕтĕм вăя çакăнта яма тивет. Пирĕн мĕн чухлĕ аслă шкул, мĕн чухлĕ профессорпа наука кандидачĕ – мĕне шанатăр эсир? МĔНШĔН ЕГЭ материалĕсене хатĕрлеместĕр, мĕншĕн тăван чĕлхерен çамрăксене пистеретĕр? Вырăссемпе тан утма пултараймастăр-и? Е сирĕн, пуçлăхсемпе ăслăхлăх çыннисен, тăван чĕлхене упрама вăй-хăват, ăс-тăн çитеймест? Мĕнле сăлтава пула пирĕн ачасем тăван чĕлхене мансах вырăс чĕлхипе экзамен тытма хатĕрленеççĕ? Ку пĕтĕмĕшле чăваш интелигенцийĕн айăпĕ. (Хăть хулари, хăть ялти интелигенцин ачи-пăчи вырăс чĕлхине мала хурать.) 
Чăваш чĕлхи учебникĕсем пирки каламастăп та. Ку учебниксене (уйрăмах 6-9-мĕш классенче вĕренмеллисене) тăван чĕлхене юратман çын çырнă пулĕ. МĔН ЧУХЛĔ ТЕОРИ!!! Хăнăхтарусен калăпăшĕ тата… Пĕлтĕр йăмăка хăй ăнланманнине кăтартас тесе учебника уçрăм та… нимĕн те ăнланмарăм! Юлашкинчен мачча çинчен хамăр вĕреннĕ кĕнекесене антарма тиврĕ. Кĕскен те ăнланмалла та çырма пулать иккен. Чĕлхен хăш-пĕр уйрăмлăхĕсене аслă шкулсенче парăр. Ачан, ман шутпа, тĕрĕс те илемлĕ калаçма тата çырма вĕренмелле. Эсир вара, пур «ăслăскерсем», ку теори материалĕсемпе тăван чĕлхене урăх ан вĕренччĕр, пирĕн урăх кĕнекесем кăларса асапланмалла ан пултăр тесе тăрашатăр пулмалла. 
Чăваш телевиденипе радионе те пĕр-ик сăмах калас килет. Сире куракансем тата итлекенсен шучĕ çултан çул нумайлансах пырать пулас? Çамрăк ăру сире ытларах пăхчăр, итлеччĕр тесе нимĕн те тумастăр! Пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен уроксенче  видеокассета çине хăй çырнă илнĕ передачăсене кăтартатчĕ. Халĕ уроксенче кун пек кăтарту материалĕсемпе çамрăк вĕрентекенсем усă кураймаççĕ иккен. Вĕсен тĕрлĕ передачăсен, спектакльсемпе фильмсен дискĕсем çук! Вĕрентекен те хăй укçипе 100 тенкĕ парса шкул ачисем валли радиоспектакль илетĕп тет. Учитель кашни ниме тăман дискшăн (60-70 мб) 100 тенкĕ тӳлесен ăçтан укçа çитĕ??? Сирĕн мĕн пек пуян фоновидеотека! Çак пуян материалпа шкул ачисене паллаштарма май пулсан сире тепĕр çĕр çултан та итлекен, пăхакан пулĕччĕ. 
Пĕтетех иккен тăван чĕлхе… Пирĕн власть укçасăр пĕр утăм та тăвасшăн мар, чапа тухмасăр çӳпĕ те вырăнтан куçарасшăн мар вĕреннĕ халăх пуçлăхра. Манăн ачасем чăвашсемех пулĕç, манăн мăнуксем чăвашсемех юлччăр тесе турра тархаслатăп. Аслă пĕлӳ илмен ялти халăх тăван чĕлхене тепĕр 50 çул хушши упрама пултарĕ-ха, кайран вара... Кайранхине Аслă турă пĕлет. 

Шанчăка çухатнă Елена Белова
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 752 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
0  
1 mixaj_58   (31.01.2010 09:19) [Материал]
21 февраля - Международный День родного языка
Каждый народ - это своя неповторимая культура, история, традиции, образ жизни. И, конечно же, язык. Сберечь его – очень важная задача.

В революционной России 1917 года насчитывалось 193 языка — на момент распада СССР только 40. Ежегодно исчезало около двух языков…

Для выживания языка необходимо, чтобы на нем говорило по меньшей мере 100 000 человек. Во все времена языки зарождались, существовали, затем вымирали, иногда даже не оставив следа. Но никогда ранее, они не исчезали настолько быстро.

С возникновением новых технологий национальным меньшинствам стало еще труднее добиться признания своих языков. Ведь язык, не представленный в Интернете для современного мира «не существует».

Международный день родного языка, прежде всего, направлен на защиту языков, которые исчезают. И задача эта важная и актуальная, ведь в наши дни каждый месяц в мире исчезает два языка.

Международный день родного языка отмечается ежегодно 21 февраля. Он был учрежден в 1999 году решением 30-й сессии Генеральной конференции ЮНЕСКО.

В Международный день родного языка все языки признаются равными, поскольку каждый из них уникальным образом отвечает предназначению человека и каждый представляет живое наследие, которое нам следует оберегать.


0  
2 Migulaj   (03.02.2010 18:20) [Материал]
Чăваш чĕлхине Çĕр çинче çăлса хăварас тесен нумаях та тумалла мар. Ăна ытти çĕршывсенчи пек тăван чĕлхене хӳтелес ĕçсене çеç туса пымалла. Вĕсенчен чи кирлисем:

1. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче (çĕршывĕнче) тепĕр 5 çултан тĕп чĕлхе пулать текен саккуна йышăнса çирĕплетмелле. Çав 5 çул хушшинче Патшалăх çурчĕсенче, шкулта, суту-илӳре ĕçлекенсен кам чăвашла пĕлмест чăваш чĕлхине вĕренмелле те экзамен памалла. Çавăнта ĕçлекенсен чăваш чĕлхине çителĕклĕ шайра пĕлет текен хут пулмалла. Кам чăваш чĕлхине пĕлмест вĕсем çав вырăнта ĕçлеме пултараймаççĕ
2. Ун хыççăн чăваш чĕлхине сыхлакан (тĕрĕслекен) инспекци тумалла. Çав çуртсенче ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан вĕсене малтан штраф памалла тата тепре тытсан ĕçрен кăларса ямалла. Штрафĕ пĕчĕк пулмалла мар.
3. Чăвашсен Аслă Канашĕнче, судра, шкулта тата ытти Патшалăх çурчĕсенче халех ырана хăвармасăр чăваш чĕлхипе усă курма тытăнмалла.
4. Шкул программине улăштармалла. Унта чи кирли чăваш чĕлхи тесе палăртмалла. Кам чăваш чĕлхине вĕренмест е япăх вĕренет тепĕр класа куçармалла мар. Чăваш республикинчи Аслă шкула, техникума вĕренме кĕрес экзамен чăваш чĕлхипе пулмалла.
5. Чăвашсен инçекуравне (television), радиова аталантармалла. Инçекуравĕ 10 сехетрен кая мар, радио чăвашла çĕрĕн-кунĕн (24 сехет) ĕçлемелле.
6. Рекламăсем пысăк саспаллипе чăвашла, ют чĕлхепе пĕчĕк саспаллипе пулмалла.

Эпĕ ĕçре час-часах Швеци, Анатри çĕршыв (Kingdom of the Netherlands) çыннисемпе тĕл пулса калаçатăп. Вĕсем хăйсем нумай чĕлхепе калаçаççĕ, анчах та чи мала вĕсем тăван чĕлхене хураççĕ. Вĕсем тăван чĕлхене пĕлменскерсене çын вырăнне хурса шутламаççĕ. Тăван чĕлхене пĕлменни вĕсемшĕн чи пысăк çылăх шутланать.




Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz