Эрнекун, 19.04.2024, 20:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 29 » Компьютерти вирус паллаштарчĕ ("Çамрăксен хаçачĕ")
Компьютерти вирус паллаштарчĕ ("Çамрăксен хаçачĕ")
18:47
Сăн ÿкерчĕк
Общежитире паян никам та юлман, пурте яла тухса кайнă. Лена компьютер умĕнче лăпкăн вĕренсе ларать. Пĕр çеккунтрах тем пулса иртрĕ - монитор асамлă çутăпа çиçрĕ те тем чăхăмларĕ, сÿнчĕ. Пике хăраса ÿкрĕ, экзамена валли хатĕрленĕ хуравсем те пĕтĕмпех çухалчĕç, йĕмелли çеç юлать. Виççĕмĕш хутра пултаруллă каччă пурăнать тени хăлхине кĕнĕччĕ-ха. Аптранă енне ун патне кайма шухăшларĕ. Каччă хĕре пулăшма хаваспах килĕшрĕ. Компьютера вируссем "тыткăна илнĕ” иккен. Ваня тăрăшнипе вăл часах ĕçлеме пуçларĕ. Йĕкĕте тав тăвас шухăшпа хĕр чей лартрĕ, апат-çимĕç хатĕрлерĕ. Малтанласа иккĕшĕ те аванмарланчĕç, сăмах хушма вăтанчĕç. Сĕтел хушшине ларма çине тăрса чĕннипе йĕкĕт хирĕçлемерĕ. Ерипен калаçу çăмхи сÿтĕлчĕ. Лена экзамен пирки сăмах пуçарчĕ, дизайнера вĕренекенскер проект хатĕрленĕ-мĕн. Шăпах ыран ăна хÿтĕлемелле. Ваня та ĕçсĕр лармасть иккен, вĕренÿрен кая юлса пыракан студентсене пулăшать. Тен, çавăнпах канмалли кунсенче яла кайман. Кунсăр пуçне лавккара хуралçăра ĕçлет. Вăхăт шунине те сисмерĕç вĕсем. Ленăн телефонĕ шăнкăравламан пулсан тата та ларĕччĕç-ха, анчах каччă чăрмантарас темерĕ - тухса кайрĕ.
Ленăна юлташ хĕрĕ уçăлма урама чĕнчĕ. Хĕр килĕшмерĕ, çапах лешĕ тархасласа ыйтрĕ. Пăр çине ярăнма кайма калаçса татăлчĕç вĕсем. Палăртнă вăхăт тĕлне общежити умне тухсан çывăх юлташне палламан каччăпа курчĕ. Кăшт тăрсан виççĕмĕш хутри Ваня та тухрĕ. Ленăпа пĕрле килнĕ йĕкĕт патне çывхарса алă тытрĕ, пурне те сывлăх сунчĕ. Çакскерсем пĕр-пĕрне пĕлни-паллани Ленăшăн кĕтменлĕх пулчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçнă май пĕр-пĕрин пирки вĕсем нумай çĕнĕлĕх пĕлчĕç. Ваня малашлăхне программист профессийĕпех çыхăнтарасшăн. Хĕр те хăйĕн тĕллевĕсем пирки чунне уçрĕ. Юлташ хĕрĕ савнийĕпе, Лена общежитире паян çеç паллашнă йĕкĕтпе алла-аллăн тытăнса стадиона çитрĕç. Чиперкке çак çула çитсе хальччен пĕрре те конькипе ярăнса курман. Ыттисене кун пирки калама намăсланчĕ, çапах Ваня çакна тÿрех ăнланчĕ. Ăна аллинчен ачашшăн тытрĕ, çинçе пилĕкĕнчен ыталаса утăм хыççăн утăм тума пулăшрĕ. "Упа та ташлама вĕреннĕ, эсĕ те ярăнма хăнăхăн”, - терĕ каччă кăмăллăн. Чăнах та, хĕр часах вĕренме пуçларĕ. Пăр ункă çаврăнчĕç иккĕшĕ, Ваня ун аллине хăю çитерсе хытăрах чăмăртарĕ. Хĕр пит çăмартисем пĕçерчĕç, куçĕ йăл çиçрĕ, савăнăçлă кулли каччă чĕринче асамлă туйăм вăратрĕ.
Вун пĕр сехетре общежитие хупаççĕ. Кун пирки мансах çамрăксем пĕр-пĕрне шÿт каласа култарчĕç, кăпăшка шур юр çинче йăваланчĕç, юрпа перкелешрĕç. Çур çĕр çитеспе тин "иккĕмĕш килне” васкарĕç. Экзамен умĕнхи каç кунашкал пăтăрмахлă пуласса шухăшламанччĕ хĕр. Тимĕр алăксене тахçанах пысăк çăрапа питĕрнĕ. Каччă çухалса каймарĕ, иккĕмĕш хутри çутă çунакан пÿлĕм кантăкне темиçе хутчен юрпа печĕ. Пĕр каччă пуçĕ форточкăра курăнчĕ: "Кухня патне пыр, халех уçатăп!” - кăшкăрчĕ хайхискер. Тепĕр самантран кухньăра çутă çутрĕç. Виçĕ-тăватă йĕкĕт чÿречене яри! уçрĕç, простыньсенчен явнă вĕрен ывăтрĕç.
- Атя, эсĕ малтан хăпар, - терĕ Ваня хĕре. Лена ним тума пĕлмерĕ.
- Леночка, ан хăра, эпĕ санпа пĕрлех пулатăп. Нихăçан та санран уйрăлмастăп, - тенине каччă хăй те сисмерĕ. Чиперкке ун çине ыйтуллăн пăхнине курсан: "Эпĕ çăмăлттай каччă мар, выляс шухăшлă тесе ан кала. Пĕрре курнипех тыткăна илтĕн, кăмăла кайрăн. Сана чунран килĕштертĕм”, - терĕ те йăпăрт чуп турĕ. Хĕр вăтанчĕ, çапах вĕрен тăрăх хăпарчĕ. Алли-ури чĕтрерĕ пулин те парăнмарĕ. Тепĕр самантран Ваня та кухньăраччĕ. Лена пурне те тав турĕ, каччăпа уйрăммăн сыв пуллашрĕ, ăна ырă тĕлĕксем курма сунчĕ. Ваня юлашкинчен çапла каларĕ: "Эпĕ сана каланă сăмахсем пĕтĕмпех тĕрĕс, кăмăлу пулсан ыран экзамен тытнă хыççăн кинона кайăпăр”. Хĕр килĕшнине тÿрех кăтартма шикленчĕ, шухăшласа пăхма шантарчĕ.
...Çав кун иртнĕренпе çулталăк çитрĕ. Çĕнĕ çемье çуралчĕ. 365 кун хушшинче вĕсен юратăвĕ чечекленчĕ, сĕткенленчĕ, вăй илчĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 589 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz