Шăматкун, 20.04.2024, 00:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
12 марта в 16.00 в Центре современного искусства состоится открытие персональной выставки произведений заслуженного художника Чувашской Республики Клементия Владимирова, посвященная 70-летию со дня его рождения.
Экспозиция персональной выставки Клима Владимирова включает около 120 произведений графики и живописи, а также гобелены.
Клим Владимиров - один из самобытных чувашских художников, потому, по праву, может быть назван рядом с такими титанами национальной живописи, как Ю.А. Зайцев и А.И. Миттов. Его произведения стали знаковыми в проявлении национального. Индивидуальный почерк автора выражает сокровенные думы художника о родном народе и, прежде всего, чувашской женщине-труженице, женщине-матери. Живописец передает тончайшую гармонию природы и человека, выражая в своих произведениях эстетическое понятие прекрасного, которое складывалось в чувашском народе веками. Существенной особенностью его искусства является сочетание в одной композиции жанрового начал ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 712 | Хăçан хушнă: 16.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çанталăк хăйĕн ăшшине ытлашшиех палăртмарĕ — юрĕ те çăватчĕ, сивĕ çилĕ те пите чĕпĕте-чĕпĕте илетчĕ. Шупашкарти «Mega Galaxy» культурăпа кану центрĕнче вара питĕ ăшăччĕ — кунта 15 сехетре «Чăваш пики-2010» ăмăрту пуçланчĕ.

«Чăваш пики-2010» ята илес тесе 12 хĕр тупăшрĕç — хăйсен пултарулăхĕпе, сăпайлăхĕпе, илемлĕхĕпе тата маттурлăхĕпе мала тухма тăрăшрĕç. Пикесем çак районсемпе хуласенчен пулчĕç — Ананьева Ольга (Етĕрне), Иванова Наталия (Канаш районĕ), Кириллова Аня (Комсомольски районĕ), Томасова Татьяна (Краскоармейски районĕ), Андреева Татьяна (Муркаш районĕ), Кудрявцева Алина (Патăрьел районĕ), Александрова Наталия (Сĕнтĕрвăрри районĕ), Краснова Марина (Çĕмерле районĕ районĕ), Королева Алиса (Тăвай районĕ), Арсентьева Ольга (Шупашкар), Иванщикова Екатерина (Шупашкар районĕ), Михайлова Надежда (Элĕк районĕ).

Хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне вĕсен 5 конкурсра кăтартмалла пулчĕ. Чи малтан хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вара хăй ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 621 | Хăçан хушнă: 15.03.2010 | Рейтинг: 4.5/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тин кăна чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ — Г.А. Дегтярёв хатĕрленĕ «Изучаем чувашский язык» пособи. Малтантарах ку кĕнеке 1995 çулта пичетленсе тухнăччĕ — халĕ вара, иккĕмĕш кăларăмпа тухнă май, автор ăна самай çĕнетнĕ. Çĕнетӳсем чылай — кĕнекене кĕртнĕ сăвă тĕслĕхĕсен пурин те тенĕ пекех чăвашларан вырăсла куçарнă варианчĕсем вырнаçнă; умсăмахĕ çĕнелнĕ. Кĕнеке хальхилле пичетленĕ — ăна алла тытма та питĕ кăмăллă. Тата саспаллийĕсем те малтанхи пек вĕтĕ-вĕтĕ мар — шултра.

Кĕнеке рецензенчĕ — Атнер Петрович Хусанкай. «Хальхи нумай-нумай культурăллă аслă тĕнчере çĕтсе каяс мар тесен пире мĕнле те пулин хатĕр кирлĕ. Чĕлхе вара — шăп та лăп çавнашкал хатĕр, тĕнчене туйма пулăшакан çăраççи», — тет вăл хăйĕн умсăмахĕнче.

Мĕнех, чăваш чĕлхине вĕренме кăмăллакансем валли çĕнĕ кĕнеке тухни питĕ лайăх! Чăвашла пĕлмен тусăрсене ăна парнелеме ан манăр — тепрехинче вĕсем патне хăнана кайсан чăвашла пуплешме те пултаратăр.
Миçе çын пăхнă: 668 | Хăçан хушнă: 15.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалласа районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем (ертÿçи - Никитина С.А.) "Асран кайми тăван кĕтес" викторина йĕркелесе ирттерчĕç. Викторинăна хамăр районти шкулсенче вĕренекенсенчен пурĕ 100 ытла ача хутшăннă. 10 ыйтуран тăракан викторина ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хуравласа Çĕнтерÿçĕ ятне Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн вĕренекенĕсем, "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче хушма пĕлÿ илекен  ачасем (ертÿçи - хушма пĕлÿ паракан педагог Михайлова З.П.), тивĕç пулчĕç. Вĕсем çаксем: Михайлов Алексей (9-мĕш "Б" класран), Яковлева Александра, Лукина Кристина, Данилова Мария (пурте 6-мĕш "Б" класран) тата Журавлева Оксана (7-мĕш "Б" класран). Вĕсене пурне те дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Саламлатпăр. Малашне те ăнăçу сунатпăр.
Миçе çын пăхнă: 561 | Хăçан хушнă: 14.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
(Вĕçĕ)
Натали туйĕ чиперех иртрĕ, савăнăçлă. Çамрăксем ытларахчĕ туйра. Слакпуçран чăн-чăн амăшĕн, Нинăн, йăмăкĕсем те килнĕччĕ туя, чĕнмесĕрех. Сĕре пысăк парне пачĕç амăшĕн ячĕпе çĕнĕ мăшăра. Нина йăмăкĕ парне панă чух каланă пехил сăмахĕ пĕтĕм туй халăхне йĕртрĕ. Натали те амăшне асăнса нихăçан йĕменнине йĕчĕ, пытарма кайманшăн, шкулта амăшĕнчен тарса пытаннăшăн хăйне, асламăшне хăй ăшĕнче айăпларĕ.
Çамрăксем хулана ĕçе вырнаçрĕç, тĕп киле Мишша çеç тăрса юлчĕ. Унăн кăçал салтака каймалла. Çавăнпа вăл хулана тухса каяс темерĕ, ашшĕне пĕр-пĕччен пăрахса хăварма шел пулчĕ ăна, колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хучĕ.
Кĕрхи сивĕ кунсем пуçланчĕç, çанталăкĕ типĕ тăрать. Тепĕр эрнерен Мишшан салтака каймалла. Пысăк ĕçкĕ-çикех пуçтармарĕ Иван ывăлне ăсатнă ятпа, çамрăксем пухăннăччĕ, тăванĕсем пынăччĕ. Сĕре йывăрпа уйрăлчĕç ашшĕпе ывăлĕ: сасăпах йĕчĕç вĕсем уйрăлнă чухне…
Мишша Афганистана çакланнă иккен. Малтанах ултă уйăха яхăн çыру илеймерĕ Иван ывăлĕнчен, пăшăрха ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 594 | Хăçан хушнă: 06.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чĕмпĕр ен чăвашĕсем валли тухса тăракан "Канаш” хаçат пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче 20 çул тултарчĕ. Мĕн кун çути курнăранпах вăл облаçри ентешсене регион тата кÿршĕсен хыпарĕсене пĕлтерсех тăрать. Çамрăк ăрăва чăваш халăхĕн историйĕпе кăсăклантарас, çавăн пекех йăли-йĕркине, культурине явăçтарас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. Паянхи çăмăл мар пурнăçри йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерсе малаллах ăнтăлать.

Сăмах май, Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăвашла хаçат кăларас шухăш XIX ĕмĕр вĕçĕнчех пулнă. Чăвашсен паллă этнографĕ, çыравçи Иван Юркин 1899 çулта "Пулхар” хаçат кăларма чиновниксенчен ирĕк ыйтнă. Анчах ăна хирĕçленĕ. Çапах та каярах çак шухăша Николай Никольский пурнăçланă, 1906 çулта вăл Хусанта "Хыпар” хаçат кăларма пуçланă.

1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче вара тинех Чĕмпĕрте те "Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулас” чĕнÿпе "Канаш” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Вăл - диаспорăсен хушшинче тăван чĕлхепе тухма пуçланă пĕрремĕш хаçат. "Канашăн” пĕрремĕш редак ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 617 | Хăçан хушнă: 04.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа салинче çуралса ÿснĕ В.П.Сидоров-Эктел - иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче палăрнă поэт, прозаик, публицист, ÿнер тата литература тишкерÿçи. 

Хăй вăхăтĕнче Василий Петрович учительте, Елчĕк районĕн архитекторĕнче, Шупашкарти электроаппарат завочĕн художникĕнче, Чăваш телекуравĕнче, "Ялав” тата "Пике” журналсен редакцийĕсенче ĕçленĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вара тĕрлĕ енлĕ аталаннă ĕçчен республикăри Профессионал писательсен фондне тата "Калем” издательствине ертсе пынă.

Нарăсăн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Тăван Атăл” журналăн тата Чăваш тавра пĕлÿçисен Алексей Милли ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ В.П.Сидоров-Эктел 60 çул тултармаллаччĕ. Шел, эпир унпа 2005 çулхи çурла уйăхĕнче ĕмĕрлĕхех сыв пуллашрăмăр.

1988 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ Василий Эктел тĕрлĕ жанрпа çырнă. Унăн пĕрремĕш сăввисем хĕрĕх пилĕк çул каяллах районти "Елчĕк ен” тата республикăри "Пионер сасси” хаçатсенче ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 677 | Хăçан хушнă: 02.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
Кушак пек, пĕр сасăсăр кĕчĕç пӳрте, салтăнса вырăн çине выртрĕç. Эрех ĕçсе шĕвелнĕ юн выртнă-выртман çывăрттарса ямарĕ пулмалла мăшăра. Иванпа Варук вăрттăн лăх-лăх кула-кула пĕр-пĕрин çумне çыпçăнма тытăнчĕç, юрату вăййине пуçласа ячĕç…
– Намăссăрсем! Сире тăватă ача çитмест, тепĕр ача çуратасшăн! – илтĕнсе кайрĕ пӳртри шăплăха çурса кравать айĕнчен Марье аппа сасси.
Иванпа Варук хăранипе пĕр-пĕрин çумне çыпçăнсах ларчĕç, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Мĕн пулса иртнине ăнкарса илчĕ те Иван, тумланмасăрах сиксе тăчĕ. Çутă çутмасăрах амăшне хăйсем çывăракан кравать айĕнчен сĕтĕрсе кăларчĕ, алă вĕççĕн йăтса кайса кайри пӳртри кравать çине çӳлтенех пăрахрĕ.
Наталипе Мишша та сасăпа ыйхăран вăранма ĕлкĕрнĕ:
– Атте, мĕн пулнă аннене, мĕншĕн кăшкăрать вăл çĕр варринче? – ыйтрĕ Натали ашшĕнчен.
– Нимĕнех те пулман, çывăрăр, усал тĕлĕк тĕлленнĕ курăнать, – терĕ те ачисене витсе, алăксене хупса мăшăрĕ çумне кĕрсе выртрĕ.
Варук, шăннă выçă йытă пек, чĕт ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 590 | Хăçан хушнă: 02.03.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕкФоторепортаж-1

Фоторепортаж-2

Нарăсăн 25-мĕшĕнче Красноармейскинче (Тракра) Халăх пултарулăх çурчĕн ларусен залĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 20 çул тултарнине халалласа уяв каçĕ иртрĕ. Уяв кĕрекинче - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н.И.Антонов, район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.Лебедев, Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи А.Н.Львов, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Ăсан Уçăпĕ çыравçă, Нестер Янкас шăллĕн ывăлĕ Валерий Кириллов, пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли, тĕрлĕ çулсенче пĕрлĕхе ертсе пынă А.А.Раськин, В.М.Михайлов, В.З.Константинов, Н.Г.Ершов-Янкер юлташсем тата 2008 тата 2009 çулсемшĕн пĕрлĕх Премине илме тивĕçлĕ пулнă А.Яковлев журналист, Ю.Степанов-Листопад журнал ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 676 | Хăçан хушнă: 01.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Нарăсăн 25-мĕшĕнче каçхине 19 сехетре Красноармейски район центрĕнчи Халăх пултарулăх çуртĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн  уяв каçĕ пуçланать. Уяв каçĕнче пĕрлĕхĕн 20 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Кунсăр пуçне пĕрлĕх хастарĕсем хăйсен  аса илĕвĕсемпе паллаштараççĕ, литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнă ентешсене  2009 çулшăн  тата çак ĕçшĕн маларах тивĕçнĕ Преми лауреачĕсене Нестер Янкас лауреачĕн кăкăр çине çакмалли паллипе чыслаççĕ. Çакăнтах Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕ урлă ирттернĕ "Ачасен пултарулăхĕ" инçет литература  конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тата малти вырăна тивĕçнĕ шкул ачисене чылаççĕ. Уяв каçĕ пысăк концертпа вĕçленет. Унта Шупашкарти артистсен тата хамăр ентешсен пултарулăхĕпе ăсталăхне курса савăнма пулĕ. Пурне те уяв каçне йыхăратпăр.
Миçе çын пăхнă: 588 | Хăçан хушнă: 24.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 46 47 48 49 50 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz