Эрнекун, 26.04.2024, 22:21
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 10 » ХАЯРЛĂХ ВĂРЛĂХĔ. 1-мĕш пай.
ХАЯРЛĂХ ВĂРЛĂХĔ. 1-мĕш пай.
21:38
Сăн ÿкерчĕк
Кĕркунне. Хурăнлăх ялĕ тарăн ыйхăран вăранать. Уяр çанталăкри тӳпе çăлтăрсемпе тулнă. Уйăх кăна мĕнле-тĕр шурса кайнă, ун йĕри-тавра ункăсем карталаннă – çанталăк пăсăлать пулмалла. Сулхăн. Çил те самаях хытă вĕрет. Ялта йытăсем вĕркелеççĕ, автансем авăтаççĕ, алăксен уçăлса хупăннă сасси илтĕнет.
Марье аппа ыйхăран вăранчĕ. Ыйхăран вăранчĕ тени те тĕрĕсех мар, ара, çутăласпа анчах аран-аран çывăрса кайрĕ вăл. Ăçтан ыйхă килтĕр-ха çавăн пек чух – ывăлĕ салтакран таврăнмалла ыран. Тăрса ларсанах ăшă тутăрне çыхса ячĕ, урине çăм чăлха тăхăнчĕ, çутă çутрĕ. Улттăмĕш сехет кăтартаççĕ стена çинчи сехет йĕпписем.
Кӳршĕсем те çав вăхăтра çутă çутса ячĕç. Марье аппа васкаса пăлтăра тухрĕ, малтанах хатĕрлесе хунă вутă çĕклемĕ тата пĕр витре кăмрăк йăтса кĕчĕ. Каланккă юшкине уçрĕ, кĕл кăларчĕ. Часах чĕртсе янă каланккă кĕрлеме тытăнчĕ.
Марье аппа пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ, Михаля, вăрçăран таврăнаймарĕ. Ыран салтакран таврăнакан Иван ашшĕне астумасть, ытла пĕчĕк пулнă-ха вăл ашшĕ вăрçа тухса кайнă çул. Хуçалăхĕ Марье аппан пуян вара: шатрун çурт, тырă кĕлечĕсем, выльăх-чĕрлĕхĕ, кайăк-кĕшĕкĕ картиш туллиех. Вăл ялти пуян хĕрĕ пулнă, ашшĕ ăна качча кайсанах пурнăçра мĕн кирлипе тивĕçтернĕ. Тен, çемьере чи кĕçĕнни пулнипе ашшĕ-амăшĕ юратарах панă-тăр. Марье аппара ашшĕ юнĕ юхать теççĕ. Тĕрĕсех пуль ара: кăра çилĕллĕ, каппай, çăткăн чунлă хĕрарăм вăл, пуринчен ытла арçынсене, хăйĕнчен кĕçĕнреххисене пăхăнма юратмасть. Ĕçченне ĕçчен ĕнтĕ, çавăн пек пысăк хуçалăха хĕрарăм пуççăн тытса пырать, йывăрлăхсенчен те хăрамасть, тăва пĕлмен ĕçĕ те çук унăн.
Каланккă хĕрсе çитсен вăл пăлтăра тухрĕ, çăнăх таканине илсе кĕчĕ те аллама тытăнчĕ: апат-çимĕç пĕçермелле ывăлĕ таврăннă çĕре, хăнасем пуçтармалла.
Çапла аппаланса Марье аппа тул çутăлса çитнине те асăрхамарĕ. Пӳрт ăшăнса çитнĕ ĕнтĕ, плита çинче вĕресе ларакан яшка пĕтĕм пӳрте ырă шăршă сарчĕ. Вăл васкасах вырăнне пуçтарчĕ, апат тăвиччен выльăхĕсене, кайăк-кĕшĕкĕсене апатлантарас тесе картишне тухрĕ. Малтанах сыснисене апат пачĕ, сурăхсен умне утă пăрахрĕ, аллине витре, алшăлли, ăшă шыв янă курка тытса ĕне витине васкарĕ. Часах витрере сĕт ташланă сасă илтĕнсе кайрĕ.
Картишĕнчи ĕçсене майлаштарсан Марье аппа ирхи апат турĕ, чуста хурса лартрĕ, тумне улăштарса тăванĕсем патне йыхрава тухса утрĕ…
… Тепĕр кун, хĕвел тухас умĕн, Хурăнлăх еннелле аллине чăматан тытнă, моряк тумĕ тăхăннă çӳллĕ те патвар çамрăк чупнă пекех хăвăрт утса çывхарчĕ. Колхоз фермисем патне çитсен вăл чупмах тытăнчĕ, хăйсен килĕ еннелле пăрăнчĕ. Шыв ăсма тухнă Марье аппа ывăлне таçтанах палласа илчĕ, пус тĕпне çитернĕ витрине шыв тултармасăр вĕçертсе ячĕ, савăннипе вăйĕ пĕтнĕрен шăннă çĕр çине чĕркуçленсе ларчĕ:
– Иван, ывăлăм… – пăшăлтатрĕç кăвакарнă тутисем.
Иван та амăшне асăрхарĕ, чупса çитсе чăматанне айккинелле ывăтса ячĕ, амăшне çăп-çăмăллăн, пĕчĕк ачана йăтса илнĕ евĕр ура çине йăтса тăратрĕ, ыталаса илчĕ. Телейлĕ амăшĕпе ывăлĕ картишне кĕрсе çухалчĕç.
Тата пĕр-ик сехетрен Марье аппасен кил-йышĕ вĕлле пекех сĕрлеме тытăнчĕ: алăксем тăтăшах уçăлса хупăнаççĕ, ача-пăча сасси янăрать, савăнăçлă калаçу таçтанах илтĕнет. Авă хирĕççи Крахьян аппапа Иван куккăшĕн ывăлĕсем йĕрмĕшмех тытăннă: моряк карттусне пайлаççĕ иккен. Иван, нихăшне те кӳрентерес мар тесе, пĕрне карттусне тăхăнтарса ячĕ, теприне пилĕк çыххине парнелерĕ.
Виçĕ куна яхăн тăсăлчĕ уяв: Иван тăванĕсем патĕнче хăнара пулчĕ, хăйсен патĕнчен те хăна-вĕрле татăлмарĕ.
– Ывăлăм, – терĕ пĕррехинче Марье аппа ирхи апат туса ларнă вăхăтра. – Ватăлтăм ĕнтĕ, алă-урасем ыратаççĕ, пуç та çаврăнкалать. Мана кил-хуçалăхра пулăшакан хĕрарăм алли кирлĕ. Авланас пулать, чĕппĕм, – куççульне шăлсах калаçрĕ вăл.
– Анне, кăштах канам ĕнтĕ. Суйласа илнĕ хĕр те çук манăн, – терĕ Иван амăшĕн куçĕсенчен пăхса.
Чăнах та, Иванăн чун юратакан хĕрупраç пулман çак куна çитиччен. Çичĕ класс пĕтерсенех колхозра вăй хунă, кӳршĕ ялсене çӳремен, çĕрле урама та тухман темелле. Мĕн салтака кайичченех амăш ытамĕнче пурăннă, усалланса, çынна сивĕ сăмах каласа курман.
– Хĕрне ăна тупăпăр-ха. Ав кума иртнĕ эрнере кӳршĕ Сала ялне хăнана кайнă та сĕре хӳхĕм хĕре куç хывса килнĕ. Килнĕ-килмен ун çинчен каласа пачĕ, евчĕ пулма та килĕшрĕ…
… Тепĕр икĕ эрнерен Марье аппасен килĕнче туй кĕрлерĕ. Пĕтĕм ял пухăннă тейĕн туя, картишĕнче ура пусма вырăн çук. Чăнах та, питĕ илемлĕ хĕр тупса панă Ивана хреснамăш, Лисук ятлă вăл. Çамрăк мăшăр турăш кĕтессинче картина çинчи улпут ачисем пек лараççĕ, пĕринчен тепри илемлĕ. Иван шап-шурă кĕпепе, хура шăлаварпа, хулăн та кăштах пĕтĕрĕнсе ӳсекен сăмала тĕслĕ çӳçне çӳлелле тураса купаланă. Лисукăн алă туни хулăнăш сарă çӳç çивĕчĕсем кăкăрĕ çийĕн усăнса тăраççĕ, икĕ пит çăмарти те пач! путса кĕрсе ахаль те илемлĕ пит-куçа татах та илемлетеççĕ. Пĕрре курсах юратса пăрахрĕç çамрăксем пĕр-пĕрне, шанас та килмест. Çавăнпа туй кĕрекинче вĕсем мĕн ачаранах килĕштерсе ӳснĕ мăшăр пек тыткалаççĕ.
(Малалли пулать.)
■ АНАТОЛИЙ ЫРЬЯТ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 606 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz