Шăматкун, 27.04.2024, 02:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 10 » "Эсир - маттурсем" ("Хыпар")
"Эсир - маттурсем" ("Хыпар")
21:26
Сăн ÿкерчĕк
«Тавах сире – чăвашсене - çак çĕршĕн, пирĕн генисене çуратса ÿстернĕшĕн, чăваш культурине, чĕлхине, чунне, кăмăлне упранăшăн. Тавах! Эпир яланах сирĕн умра парăмра. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров. 25.03.1994 ç.” - çак йĕркесене Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи сăваплă Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Константин Ивановăн музей-çурчĕн сĕнÿ кĕнекинче вулама пулать. 

Виçĕм кун Ĕпхÿре Пушкăртстан Наци музейĕнче чăваш диаспорин хастарĕсемпе иртнĕ тĕл пулура 15-16 çул каялла пулса иртнĕ, ĕмĕрлĕхе асра юлнă самантсене Николай Васильевич ăшшăн аса илчĕ. Анчах пĕтĕмпех йĕркипе....

Наци музейĕнче ырă йăла-йĕркепе хаклă хăнана çăкăр-тăварпа, пушкăрт баурсакĕпе, чăвашăн техемлĕ сăрипе, юрри-кĕввипе кĕтсе илчĕç. Николай Васильевич ас тивнĕ сăрана çавăнтах хак пачĕ:

- Сăри лайăх пулнă. Кам пĕçернĕ? Хуçи кунта пур-и?

- Пур, пур, кунтах вăл, - Ĕпхÿри «Нарспи» халăх ансамбльне çÿрекенсем харăссăн пĕлтерчĕç. Президент кăмăлне кайнă сăра ăсти - Елизавета Никифорова. Елизавета Петровна 20 çул «Нарспи» ушкăнра юрлать. Ансамбльри çамрăксем хисеплĕ йăхташăн çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнеççĕ, кăштах ăмсанаççĕ те. Николай Васильевич ташă, юрă-кĕвĕ, сăра ăстине чечек çыххипе тав турĕ.

Çавра сĕтел хушшинче иртнĕ тĕл пулăва Пушкăртстанри Чăваш Канашĕн председателĕ Валерий Сидоров уçрĕ. Ентешсен тĕрлĕ общество пĕрлешĕвĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.

- Пушкăртстан чăвашĕсем ку таранчен тунине пысăка хурса хаклатăп. Эсир - маттурсем. Урăх сăмах тупма йывăр. Кунти чăвашсене ылтăнпа çеç мар, бриллиантпа танлаштарас килет. Эсир суйласа илнĕ çул – тĕрĕс çул. Малашне те малта пулма ырлăх-сывлăх сунатăп. Кăçал Раççейре пĕтĕм халăх Çыравĕ иртмелле. 2002 çулхи çырав кăтартăвĕпе Пушкăртстанри йăхташсен йышĕ 1 процент чакнă. Хальхинче йыша пĕчĕклетес марччĕ, - терĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров. - Кăçал çавăн пекех гени поэтăмăр К.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине паллă тăвăпăр. Çак куна ЧР Правительстви уявсен календарьне кĕртрĕ. Унта сирĕн сĕнÿсене те шута илĕпĕр. Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен пысăк делегацийĕ Слакпуçне килсе çитĕ. Тен, делегацие эпĕ хамах ертсе пырăп. Çулталăк тăршшĕнче Пушкăртстанра К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн, паллă «Çавал» ансамблĕн, Чăваш патшалăх филармонин артисчĕсен гастролĕ иртĕ.

«Нихăçан та асран каймĕç паянхи калаçусем», - халăх юррине вырăнлă шăрантарчĕ паллă юрăç, «Шевле» халăх ансамблĕн тата Пушкăртстанри чăвашсен историпе культура центрĕн ертÿçи Светлана Матвеева. Асăннă центр халăхăмăрăн юрă-кĕввин пуянлăхне упрассипе ĕçлет. Вăл чăваш хĕр-упраçне, хĕрарăмĕсене халăхăн ытарайми эрешĕсене тĕрлеме вĕрентесшĕн. Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнче ку ĕçе тахçанах йĕркеленĕ. Çитес вăхăтрах ытти районти вулавăшсенче ĕçлекенсем валли семинар ирттерме палăртнă. Светлана Семеновна Чăваш Ен Президентне хăйĕн кĕçĕн мăнукĕ тĕрленĕ пĕчĕк сĕтел çиттине парнелерĕ. Пархатарлă Слакпуç ялĕ паян та пултаруллă ентешсем çитĕнтерет. Вĕсен шутĕнче «Травы Башкирии» фирма директорĕ Александр Иванов. Асăннă фирмăн сиплĕ им-çамне Николай Федорова та парнелерĕç.

- Пĕр-пĕринпе тĕл пулни, сăмахпа, ĕçпе пулăшни – питĕ пĕлтерĕшлĕ”, - терĕ Николай Васильевич. Чăн та çапла. Унпа иртнĕ кĕске тĕл пулу пирĕн чăваш хастарĕсене çĕнĕ хавхалану парнелерĕ. Хаклă хăнана ăсатнă хыççăн васкавлăн саланмарăмăр. Калаçу иртнĕ çавра сĕтел хушшине тепĕр хут вырнаçса лартăмăр, паллă ентешĕмĕрĕн, юратнă К.Ивановăн 120 çулхи юбилейне тивĕçлĕ шайра ирттересси пирки калаçрăмăр.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 582 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz