Ытларикун, 23.04.2024, 19:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
2010 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раççей тата чăваш пичет кунĕсене халалласа чаплă мероприяти иртнĕ. Çак йăлана кĕнĕ уяв медиасезон пĕтĕмлĕтĕвĕсене тунипе кăна паллă мар, кунта республика аталанăвне, информаци уçлăхне тӳпе кĕртнĕ чи лайăх журналистсене чыслаççĕ.
Калем ĕçченĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче чăваш хыпар хатĕрĕсемпе интересленекенсен йышĕ ӳссе пынине, кризис вăхăтне пăхмасăрах хаçатсен тиражĕсем чакманнине палăртрĕ.
Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ журналистсен 2009 çулхи конкурсне пĕтĕмлетсе калем ăстисене республика премийĕсемпе наградăларĕ. Пĕтĕмпе конкурса 100 ытла ĕç тăратнă, чи пысăк наградăсенчен пĕрне – Н.В.Никольский ячĕллĕ премине – «Сувар» хаçатăн творчествăлла коллективĕ тивĕçрĕ.
Чăваш Республикин çулсерен паракан журналистсен Николай Васильевич Никольский ячĕллĕ премине наци медиа-ушкăнĕсене аталантарас ĕçе кал-кал туса пыракансене тат ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 596 | Хăçан хушнă: 25.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
ЧР Культура министерствине аудиокĕнекен хăйне евĕрлĕ экземплярне çитернĕ. Чăваш халăх юррисене венгрла куçарнă "Сăра юрри” кăларăм ăслăлăх тĕлĕшĕнчен питĕ кăсăклă. Ăна венгр тата чăваш ăсчахĕсемпе фольклорисчĕсем пĕрле хатĕрленĕ.

Кĕнеке содержанийĕпе те питĕ пуян. Унта чăваш халăх юррисене венгрла шăрантарнă икĕ аудиодиск вырнаçтарнă. Çавăн пекех юрăсен тексчĕсем, халăх культурипе историйĕ çинчен материалсем пур. Аудиодискри юрăсем - Раççей тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан "Уяв” халăх фольклор ансамблĕн репертуарĕнчен, С.Максимовăн "Тури чăвашсен юррисем” /М., 1932/ тата "146 песен, записанных от Гаврила Федорова” /М., 1934/ кĕнекесенчен.

Чăваш Енре иртнĕ экспедици пирки республика Халăх пултарулăх çурчĕн пай пуçлăхĕ Светлана Лаврентьева каласа кăтартнă: "1998 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкара Венгрирен Клара Адягаши тата Андраш Берец ăсчахсем килчĕç. Вĕсем тури чăвашсен юррисене пуçтарса, çакскерсене венгрсен традици юр ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 509 | Хăçан хушнă: 25.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче район вулавăшĕн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Георгий Тусли ертсе пычĕ. Янкасçăсем Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 20 çулхи юбилейне хатĕрленес ĕç епле пынине сÿтсе яврĕç, çитес вăхăтра тумалли ĕçсене палăртрĕç.  Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн кăкăр çине çакмалли паллăна хатĕрлес ĕç мĕнле пынине те тишкерчĕç. Кунсăр пуçне кăçалхи çулталăк календарĕн паллă кунĕсене, районта çуралса ÿснĕ тата унăн тулашĕнче палăрнă ентешсен юбилейĕсене уявлас пирки калаçу пулчĕ.

Ларăва Н.Ершов, Л.Илларионов, В.Константинов, Н.Никоноров, С.Гурьева тата В.Михайлов хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç, ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Миçе çын пăхнă: 508 | Хăçан хушнă: 24.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк5, кăрлач, 1945 çул
Миçе çын пăхнă: 520 | Хăçан хушнă: 24.01.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк1, кăрлач, 1955 çул
Миçе çын пăхнă: 563 | Хăçан хушнă: 24.01.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕкПурӑннӑ пулсан, пирӗн ентеш, ӑсчах, композитор Вилорик Федорович Романов кӑҫалхи январӗн 17-мӗшӗнче 73 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, хӑрушӑ чир ӑна пирӗнтен ир уйӑрса кайрӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун ҫитнӗ май ҫапах та аслӑ юлташӑмӑр пулнӑ ентеш пирки кӑштах та пулин ӑшӑ сӑмахсемпе аса илес килет.
Ачалӑхӗ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 620 | Хăçан хушнă: 18.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Огородниковсен ҫемйинче икӗ хӗр. Алевтина - асли. Питӗ тӗлӗнмеллескер вӑл. Пӗр вӑхӑтрах хӑюллӑ та хастар, ҫемҫе кӑмӑллӑ та ырӑ. Кунашкал ҫынсене сайра тӗл пулатӑн. Алевтинӑн ват кукамӑшӗ ҫапларах пулнӑ тет-и? Ӑна хывнă пулас хӗр пӗрчи.
Шкулта чухнех арҫын ачасем канӑҫ памастчӗҫ ӑна. Мӗн пытармалли пур, пӗчӗкрен пӗрле выляса ӳснӗ. Ҫитӗннӗҫемӗн тата хитреленсе пычӗ Алевтина. Ҫырӑ ҫӳҫӗ пилӗкӗнчен те иртрӗ. Сӑн-пичӗпе - чӑн-чӑн пирӗшти. Никам та асӑрхамасӑр иртеймӗ.
Миçе çын пăхнă: 758 | Хăçан хушнă: 18.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Паян, кăрлачăн 15-мĕшĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика университетĕнче «Чăваш сăмахлăхĕпе халăхăн йăла ăспурлăхне тĕпчесе вĕрентмелли ăслайсем» ятлă Атăлпа Урал хутлăхĕнчи ăслăлăхпа хăнăху конференцийĕ иртрĕ. Ăна Виталий Петрович Станьял 70 çула çитнĕ ячĕпе ирттерчĕç. Паллă ăсчах, çыравçă, вĕрентӳçĕ, таврапĕлӳçĕ тата халăх ĕçĕн хастарĕ хут тăрăх 1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнă.
Ăслăлăхпа хăнăху конференцийĕ шăп кăнтăрла пуçланчĕ — ăна Андреева Елизавета Александровна, чăваш филологи факультечĕн деканĕ уçрĕ. Вăл конференци йĕркипе паллаштарчĕ — кашни хутшăнакан вĕрентевçе ĕнентерӳ хучĕ пама, кашни доклада кĕнекепе пичетлесе кăларма шантарчĕ. Ун хыççăн Виталий Петрович сăмах илчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл пособисене хатĕрлес ыйту çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. «Кĕнекене кăларсан ун усси пултăр, ахаль шыв юхтарни ан пултăр. Усăллă пултăр. Хăш-пĕрисем ахаль шыв юхтараççĕ çеç», — терĕ. Нумай пулмасть пулса иртнĕ пăтăрмахпа та паллаштарчĕ — вăл пыракан машин умĕ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 612 | Хăçан хушнă: 15.01.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
  Станьял Виталий Петрович (чăн хушамачĕ Никитин), — сăвăç, публицист, литературовед, академик. 1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Сĕнтĕр ялĕнче çуралнă.
Кун-çулĕ
  И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен (1962), И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалах университечĕн аспиратуринчен (1972) вĕренсе тухнă.
  Чылай вăхăт «Коммунизм Ялавĕ» (Хыпар), «Çамрăк коммунист», «Советская Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ. Каçал, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенчи вăтам шкулсенче вĕрентнĕ.
  И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетра чăваш литературипе фольклор кафедрин ертӳçинче, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пай пуçлăхĕнче ĕçлет.
  Чăваш литературипе тата культурипе 5-10 классем валли вĕренӳ кĕнекисем кăларнă.
  1991 çултанпа Чăваш тавра пĕлӳçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи, 1992 çултанпа Чăваш халăх академийĕн вице-президенчĕ.
Миçе çын пăхнă: 2074 | Хăçан хушнă: 12.01.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк


Миçе çын пăхнă: 662 | Хăçан хушнă: 07.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 49 50 51 52 53 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz