Шăматкун, 20.04.2024, 04:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
II
Çын хуйхи – çын хуйхи ĕнтĕ вăл. Калаçаççĕ-калаçаççĕ те – манса каяççĕ. Тата темиçе çул улшăнчĕ. Иван çаплипех-ха, чăпар куккук пек, ăçта ăшă – çавăнта пурăнчĕ. Çук, хăйĕн тĕп кил-йышĕ, хуçалăхĕ çинчен манмарĕ вăл, ачисене те питĕ хытă юратрĕ, амăшне те пăрахмарĕ.
Варук, Иван пурнăçĕнчи виççĕмĕш хĕрарăм, Карачăм ялĕнче ферма заведующийĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕ вунă çул каяллах чирлесе вилнĕ унăн. Икĕ ача, ватă амăшĕ пур. Хуçалăхĕ те Варукăн Иванăннинчен пĕртте кая мар.
Пĕррехинче Иван Варука Хурăнлăха куçма ыйтрĕ:
– Çук, Иван, манăн хамăн пурнăç – санăн хăвăн. Пурăнар-ха, куç курĕ унта. Манăн тарçăра ĕçлесе пурăнма пĕрре те кăмăлăм çук. Ачасене ура çине тăратмалла. Пире капла та начар мар, пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр, юрататпăр та…
Çапла каланă хыççăн Иван Хурăнлăхра пĕрле пурăнасси пирки урăх калаçу тапратмарĕ. Варук çилленме пултарать. Çилленме пултарать тенĕрен, Варукран пĕтĕм Карачăм ялĕ хăраса тăрать. Ун чунĕнче хура çĕлен пурăнать тей ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 681 | Хăçан хушнă: 23.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Алексей Трофимов ӳнер тĕпчевĕнче доктор ятне илме тивĕç пулнă Атăл тăрăхĕнчи пĕрремĕш чăваш. Искусствоведени докторне ӳссе çитме хавхалантараканни пирĕн несĕлсен асамлă еткерлĕхĕ. Чăваш ӳнерне тĕпчесе доктор ятне илме май пурри хăех пирĕн халăхăмăрăн илемлĕх тĕнчипе туйăмĕ мĕн авалтан аталаннине, çав хушăрах тĕлĕнмелле пысăк та мал курăмлă пулнине çирĕплетмест-и-ха?
Паянхи культура малалла та лайăх аталантăр тесен, тăван халăхăн авалхи пурнăçне тĕпчесе тĕплĕн вĕренмелле. Авалхипе паянхи, паянхипе пуласлăх ялан таччăн çыхăннă. Тăван халăхăн нумай енлĕ аталаннă культурине, ӳнер тĕнчине, тĕнпе йăла-йĕркине тĕпчекенсенчен пĕри шăпах – Алексей Трофимов ӳнерçĕ. Алексей Александровичăн паллăрах ĕçĕсене аса илер-ха: «Орнамент чувашской народной вышивки», «Проблемы народного искусства Чувашии», «Чувашская народная культовая скульптура», «Изобразительное искусство Советской Чувашии», «Древнечувашская руническая письменность», «Искусство чувашской народной вышивки в музеях ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 926 | Хăçан хушнă: 23.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Ĕнер, нарăсăн 21-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнче тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 çулта иртнĕ 30-мĕш Генераллă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çирĕплетнĕ, 2000 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумайенлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ. Ку уява йышăннине ПНО-н Тĕп Ассамблейи те ырланă, хăйĕн шутне кĕрекен пайташ-патшалăхсене тĕнчери пур чĕлхесене те хÿтĕлеме тата вĕсене упраса хăварма чĕнсе каланă.
ЮНЕСКО ку уява тунă май тĕнчери çухалма пултаракан чĕлхесем епле пурăннине тишкерме тата вĕсене пĕтесрен пулăшма шутлать.
ЮНЕСКО шучĕпе çитес вăхăтра тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри таран çухалма пултарать — чĕлхене пĕлекен, калаçакан юлашки çынсем вилме пултараççĕ.
2009 çулхи пĕтĕмлетÿпе ЮНЕСКО Раççейри 136 чĕлхен пуласлăхĕ япăххине палăртнă, вăл шутра — чăваш чĕлхин те.
Чăваш чĕлхине çăласси, ăна аталантарасси — кашни чăвашăн тивĕçĕ. Чăваш ята илнĕ çыннăн хăйĕн чĕлхине май килнĕ таран упраса хăварма тăрăшмалла (а ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 605 | Хăçан хушнă: 22.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хăйĕн сайчĕ урлă ирттернĕ «Ачасен пултарулăхĕ» инçет литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă. Унта районти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен проза, поэзи тата тата драма жанрĕсемпе çырнă  50 яхăн ĕçне тăратнă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем ытларах Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен (30 ĕç, вĕрентекенĕсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов), Пикшик шкулĕнчен (14 ĕç, вĕрентекенĕ – Л.А.Тихонова),  Упи шкулĕнчен (4 ĕç, вĕрентекенĕ – В.В.Васильева) тата Карай шкулĕнчен (3 ĕç, вĕрентекенĕ – А.Ю.Никандрова)  хастар пулчĕç.  Тавах вĕсене!

Çĕнтерÿçĕсемп ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 703 | Хăçан хушнă: 21.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Саратов облаçĕнчи Балаково хулинчен "Кĕмĕл сасă” фестивале çитнĕ Андрей Анисимов куракансен асĕнче юлаканнисенчен пĕри пулĕ. Ахальтен мар ăна "Чи лайăх юрă” номинацире палăртрĕç. Андрей чĕринче чăвашлăх туйăмĕ вĕресе тăрать. Ашшĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи сывлăшпа киленсе ÿснĕ, амăшĕ чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен украинка. Анатолий Анатольевич 1970 çулта Саратовра ПЭВМ операторне вĕреннĕ. Каччăсен общежитийĕпе юнашар пикесем пурăннă. Пĕррехинче яш çурт умĕнче тăракан хÿхĕм хĕре куç хывнă. Новониколаевка пики те каччăна вĕçертес темен. Анисимовсен çемйинче Андрей çуралнă. Ашшĕ ывăлне тăван чĕлхене вĕрентесшĕн пулнă-ха, анчах амăшĕ хирĕçленĕ. Анатолий Анатольевича шăпа нумай пурăнма пÿрмен. Сакăр çултах Андрей ашшĕсĕр юлнă. Арçын ача çавăн чухне тупа тунă: мĕнле пулсан та тăван чĕлхене вĕренмеллех. Тăхăр çулта вăл пĕрремĕш хут Йĕпреç тăрăхне çитсе курнă, анчах хăнара нумай пурăнайман. Каярахпа амăшĕ: "Пире унта никам та кĕтмест”, - тесе лăплантарасшăн пулнă. Вун виçĕ çулти Андр ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 550 | Хăçан хушнă: 19.02.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Янкасри библиотекӑра хӑйсен ентешӗ — Вениамин Пехил сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 55 ҫул ҫитнӗ ятпа литература сехечӗ иртрӗ. Паллӑ поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен Чӑваш Республикинчи Писательсен пӗрлӗхӗн членӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ершов каласа пачӗ.

Ҫак асамлӑ ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 855 | Хăçан хушнă: 19.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 14-мĕшĕччен Красноармейски 2-мĕш шкулĕн интернет сайчĕ урлă Красноармейски районĕ - Трак ен тăрăхĕ 75 çул тултарнине халалласа тăван ен историйĕпе культурин инçет олимпиади иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов пулчĕ. Олимпиадăна пĕтĕмпе 62 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен. Çак шкултан пурĕ 33 ача хутшăнма кăмăл тунă. Упи шкулĕнчен 15 ача, Именкасси шкулĕнчен – 5, Мăн Шетмĕ шкулĕнчен – 4, Чатукасси шкулĕнчен – 1, Шывпуç шкулĕнчен – 2. Çакă савăнтарать: олимпиадăна район тулашĕнчи шкул ачисем те хутшăннă. Вĕсем – Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ пуçламăш шкулĕн вĕренекенĕсем. Çак ырă ĕçе хăнăхтараканни – пирĕн район хĕрĕ Ефимова Светлана Георгиевна (Георгий Тусли журналист çемйинчен вăл.)
< ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 553 | Хăçан хушнă: 17.02.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
– Эсĕ мĕн, ачусене çуратрăн та, чирлесен те юрать тетĕн-им, – тесе хучĕ пĕррехинче апат тунă вăхăтра.
– Пăянам, мĕншĕн ун пек хытă калатăн-ха? Ачасем манăн кăна мар вĕт-ха. Иванăн та. Санăн мăнукусем вĕсем, – терĕ Нина сассине хăпартмасăр.
Çак калаçуран Марье аппа шăртланса çӳреме тытăнчĕ. Кашни пĕчĕк сăлтавшăнах кинне айăплама пăхрĕ.
Кăштах çăмăл пулсанах Нина хĕрарăмсемпе ĕçе çӳрерĕ: чĕкĕнтĕр çумларĕ, кăларчĕ, килти ĕçсене те туса тăма тăрăшрĕ. Пăянамăшпе иккĕшĕн хушшинчи калаçусене Ивана каласа памарĕ вăл пурпĕрех.
Уçăлмалла тенĕ пек куккăшсем патне кайса килчĕ, сĕт леçсе пачĕ вĕсене, çăмăлтарах ĕçсем тума пулăшрĕ. Вĕсенченех вăл Иванăн пĕрремĕш арăмĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлчĕ. Сисет хĕрарăм, чунĕпе сисет пурнăçра малашлăх çути курăнманнине. Наталипе Мишша кăна çепĕç чĕлхисемпе чĕвĕлтетсе чунне уçаççĕ самаях чирлĕ хĕрарăмăнне. Вĕсемшĕн çеç пурăнать Нина тата Ивана юратать. Юратса качча кайнă вĕт-ха вăл ăна.
Тата пилĕк çул иртет çапла май ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 621 | Хăçан хушнă: 14.02.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
12-13 февраля в Чебоксарах состоится XI Всечувашский конкурс-фестиваль чувашской эстрадной песни «Кĕмĕл сасă» («Серебряный голос»). Он проводится ежегодно Чувашским национальным конгрессом при поддержке Министерства культуры, по делам национальностей, информационной политики и архивного дела Чувашской Республики и Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики.

В этом году заявки подали более 40 человек. В заключительный тур прошли 30 исполнителей в возрасте от 16 до 35 лет из Республик Чувашия, Башкортостан, Татарстан, Ульяновской области, г. Саратова и Саратовской области. Все конкурсанты являются победителями зональных и региональных конкурсов исполнителей чувашской эстрадной песни.

Финальный отборочный тур состоится 12 февраля во Дворце культуры им. Я. Ухсая, где будет определен окончательный состав участников гала-концер ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 3366 | Хăçан хушнă: 11.02.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
Майĕпен чĕркуçленетчĕ-ха Лисук, сасартăк пуçĕ çаврăнса кайрĕ те – çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Кăштах выртнă хыççăн аран-аран упаленсе ура çине тăчĕ, пӳртелле утрĕ. «Çук, пултараймастăп урăх, пӳрте кĕрсех выртатăп, пăянам хуть те мĕн калатăр», – хăйпе хăй калаçса утрĕ вăл. Пăлтăр алăкне уçса пӳрте кĕчĕ çеç:
– А-а-а!.. – тенĕ чĕрене ыраттаракан сасă янăраса кайрĕ пӳртре…
Лисук больница палатинче тин тăна кĕчĕ. Мĕн пулса иртнине те астумарĕ вăл малтанласа:
– Ача! Ача ăçта ман?! – кăшкăрса ячĕ вăл пĕтĕм пӳлĕме.
Палатăна сестрасем чупса кĕчĕç, тухтăра чĕнтерчĕç. Укол тунă хыççăн Лисук çĕнĕрен çывăрса кайрĕ.
Ун çумĕнче куççуль юхтарса Иван ларать, юр тĕслĕ Лисук аллине çупăрлать. Тепĕр тăватă сехетрен Лисук каллех тăна кĕчĕ. Ивана палласа илчĕ.
– Иван, ăçта эпĕ? Ăçта пирĕн ача? – тилмĕрсе ыйтрĕ вăл.
– Лăплан, чунăм, – терĕ Иван. – Турра шĕкĕр, хăв чĕрĕ юлнă. Ачи пулĕ-ха вăл тата та… – терĕ те куçĕсене Лисук куçĕсенчен тартрĕ. Мĕн пулса иртн ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 626 | Хăçан хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 47 48 49 50 51 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz