Вырсарникун, 19.05.2024, 14:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министерстви хыпарланă тăрăх культура çулталăкĕн элемне суйланă. Унăн авторĕ — Красноармейскинчи тăрăхсен пĕрлехи информаципе культура центрĕнче тăрăшакан Александр Анатольевич Казаков эрешлевçĕ-художник.
Пурĕ çак конкурса çиччĕн хутшăннă иккен, вĕсем республикăн тĕрлĕ тăрăхĕсенче пулнă. 15 тĕсрен пĕрине вара суйланă. Ăсталаканĕ унта 2014 çула чăваш эрешĕсемпе йĕркеленĕ. Пурĕ 3 тĕспе усă курнă: хĕрли шухăш ирĕклĕхне, йăла-йĕркепе халăхăн хăйнеевĕрлĕхĕн управлăхне пĕлтерет, сарри — пĕтĕм тĕнчене ăшăтса çутатакан Хĕвеле, ылтăн тĕс — пуянлăхпа ă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 445 | Хăçан хушнă: 14.01.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
К. Ф. Шачкина республикипех пĕлеççĕ. Статйи-хайлавĕсене тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленĕрен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшренпе паллатăп ăна. Каярахпа пĕр вăхăт район хаçатĕнче пĕрле те вăй хутăмăр.

Аслă юлташăм вăл маншăн. Хаçатçă ĕçне хăнăхма та пулăшрĕ. Тав Константин Филипповича çавăншăн. Сăлтавĕ кунра çеç мар-ха тата. Лаша çулталăкĕн пуçламăшĕнче общество корреспонденчĕ, журналист, писатель, тавра пĕлÿçĕ, халăх ăсчахĕ 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. К. Шачкин — Именкасси çынни. Шкул хыççăн ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Çартан таврăннăранпах (Çурçĕр тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăнă вăл) пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Тăван колхозра тĕп агрономра, председательте тăрăшнă. Каярахпа республикăри çĕр ĕçне химизацилек ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 388 | Хăçан хушнă: 12.01.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн электронлă вулавăшĕ 500-мĕш хайлавпа пуянланчĕ. Вăл - Мăн Шетмĕ шкул директорĕ пулнă Н.П.Петров çырнă "Марионеткăсем" сăвă. Сăмах май, асăннă учитель сăвăçăн сăввисен пуххи 78 хайлава çитрĕ. Чи нумай сăвă-калав вара Николай Карай пултарулăхĕн лаççинчен. Унăн 96 сăвă-калавне вырнаçтарнă кунта. Виççĕмĕш вырăнта - Гурий Дубров пултарулăхĕ. Унăн пĕтĕмпе 69 сăвă кун çути курнă вулавăшра. Николай Ершов-Янгерăн 11 сăвви, Валентина Рудниковăн 9 сăвви те пур ку ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 582 | Хăçан хушнă: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
2014 – хĕвел тухăç гороскопĕпе Кăвак Йывăç Лаша çулĕ. Чăннипе вăл 2014 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче кăна пуçланать-ха, анчах та йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çула декабрĕн 31-мĕшĕнче кĕтсе илессине никам та пăрахăçламан. Çулталăк ăнăçлă ирттĕр тесен ăна мĕнлерех кĕтсе илмелле-ха?
Чи малтанах Çĕнĕ çула пысăк çуртра кĕтсе илме тăрăшмалла – Лаша ирĕклĕхе юратать вĕт. Сехет йĕпписем çур çĕр çитнине пĕлтернĕ самантра урамра пулсан тата та аванрах – унта шăпах вырăн та нумай, сывлăш та уçă. «Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн, ăна çавăн пек ирттеретĕн», – тенине асра тытса уява савăнăçлă ирттерме тăрăшмалла.
Çĕнĕ çул каç кăçал ташламалла теççĕ, мĕн чухлĕ ытларах – çавăн чухлĕ аванрах. Лаша куçăма тата хăвăртлăха юратать. Ыттисем савăннине айккинчен кăна пăхса ларакансене Лаша «асăрхамасăр хăварма» пултарать.
«Çĕнĕ çула кĕтсе илме мĕн тăхăнас?» – текен ыйту хĕрарăмсене кăна канăçсăрлантарать темелле. Ку хутĕнче вара арçынсен те шутламалла кун çинчен. Ара, ăйăр кĕсре пекех яланах хăйĕ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 494 | Хăçан хушнă: 29.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕнче Николай Ишентейĕн «Тасату сасси» кĕнекин хаклавĕ (презентаци) иртрĕ.
Ăна Елена Петровна Чекушкина доцент (вăлах Елен Нарпи çыравçă та) ертсе пычĕ. Кĕнекене пахалама сумлă çынсем, вĕрентекенсемпе студентсем пуçтарăнчĕç. Пĕрремĕш курс студенчĕсем сăвăçăн хăш-пĕр хайлавне илемлĕ вуласа поэзи тĕнчине çывхарма пулăшрĕç.
Ирина Владимировна Софронова доцент поэт пултарулăхне тишкернĕ май ун пирки кĕскен каласа пачĕ. Пĕчĕккисем валли çыракан сăвăç хайлавĕсенчи сăнарсем ырă кăмăллă, ялан пулăшма хатĕр пулнине палăртрĕ. Ача-пăча лексикинчи сăмахсемпе усă курни ăна кĕçĕннисен чĕлхине çывăхлатать. Автор халăх сăма ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 455 | Хăçан хушнă: 27.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш халăх сăмахлăхне ялтан яла çитсе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтараканĕсенчен пĕри пирĕн ентеш — Яманак çынни Иван Анисимович Патмар пулнине пурте аван пĕлеççĕ. Вăл хатĕрлесе хăварнă иксĕлми пуянлăх халĕ алран алла, ламран лама куçса пыни те куç кĕрет. Унăн сăваплă та пархатарлă ĕçне ывăлĕ — Эдисон — малалла тăсса пырать. Ку таранччен вăл, ашшĕн туприне майласа тишкерсе, 100 ытла уйрăм кĕнеке кăларчĕ. Вĕсем çийĕнчех вулакансем патне çитрĕç.
Шăп тепĕр икĕ çултан И. А. Патмар çуралнăранпа 100 çул çитет. Вăл çĕре кĕни кăçал 30 çул тултарчĕ. Çак юбилее хатĕрленсе, Э. Патмар темиçе çул каяллах ашшĕн мĕн пур ал çырăвĕсене пĕр çĕре пĕтĕçтерсе 10 томлă пуххине кăларма тĕллев тытнăччĕ. Çавна вăл чыслăн пурнăçласа пырать. Нумаях пулмасть асăннă кăларăмăн 8-мĕш томĕ вулакансем патне çитрĕ. Ăна "Хĕр, арăм” ятпа çыхăнтарнă — йăлтах хĕрарăмсене халалланă. Каласа хăварас килет: "Патмарсен пуххисем” тесе ахальтен асăнмарăм. Вĕсенче Э. Патмар хăй çак пысăк ĕçе тытăннăранпа пухса-çырса ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 460 | Хăçан хушнă: 21.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пултаруллă ентеш-композитор, Чăваш Республикинчи композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Гурий Федорович Алексеев-Яманак 75 çул тултарнине халалласа, районти тĕп библиотекăра савăнăçлă тĕл пулу иртрĕ.
Трак енĕн мухтавлă ывăлĕсенчен пĕри — Г. Алексеев 1938 çулхи чÿк уйăхĕнче Пăрăнтăк ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачаллах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăран, ăна Яманакри мăн аккăшĕ — Евдокия Захарова — пăхса ÿстернĕ. Çавăнпа та вăл, ку яла иккĕмĕш тăван кил вырăнне хурса, хăйĕн хушма ятне те унпа çыхăнтарнă. 
Пулас композитор Яманакри тата Красноармейскинчи шкулсенче вăтам пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн çар училищине вĕренме кĕнĕ. Унта çамрăк каччă пĕрремĕш хут алла хут купăс, баян тытать — хăй тĕллĕн выляма вĕренет. Уншăн çарти хора ертсе пынă Владимир Иванович Ларин музыкçăна халĕ те ырăпа аса илсе тав тăвать. 
Училищĕрен офицер пулса тухсан, Гурий Федорович Кольски çур утравĕнчи тĕрлĕ вырăнсенче хĕсметре тăрать. Запаса тухсан, Ленингра ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 655 | Хăçан хушнă: 09.12.2013 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çак уйăхăн пуçламăшĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш литературин антологийĕ. Поэзи» кĕнеке кун çути курнă. Унăн тиражĕ — 2 200 экземпляр.
Кĕнекене ĕлĕкхи чул палăксем çинче çырнисемпе паллă мар авторсен сăввисенчен пуçласа паянхи поэзи таранах кĕртнĕ. Пĕтĕмпе унта 284 поэт вырăн тупнă. Çавсен хушшинче Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Митта Ваçлейĕ, Петĕр Хусанкай, Илле Тăхти, Илле Тукташ, Нестăр Янкас, Стихван Шавли, Яков Ухсай, Иван Ивник, Петĕр Ялкир, Георгий Ефимов, Николай Теветкел, Геннадий Айхи, Юрий Сементер, Николай Исмуков, Пётр Афанасьев, Петĕр Эйзин, Петĕр Яккусен, Георгий Ирхи тата ыттисем пур. Çамрăк ăрурисенчен вара Марина Карягина, Надежда Сельверстова, Римма Прокопьева, Лидия Филиппова тата ытти автора кĕртнĕ.

http://www.chuvash.org/news/4541.html
Миçе çын пăхнă: 468 | Хăçан хушнă: 06.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш халăх сайчĕ «Чăваш йăмри» литература ăмăртăвне те пĕтĕмлетни çинчен пĕлтерет. Пĕтĕмĕшле илсен вăл кăçал тивĕçлĕ шайра иртнĕ теме пулать — пурĕ 92 хайлав унта хутшăннă. Кашни районтан тенĕ пекех хутшăнакансем тупăннă. Çавах та Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Элĕк, Канаш районĕсенчисем уйрăмах хастар хутшăннă. Тутарстанран та икĕ хайлав килнĕ — пĕри Пăва районĕнчен, тепри Çĕпрел тăрăхĕнчен. 
Хайлавĕсене хаклама питĕ йывăр пулнă иккен. Чылай хайлаври чĕлхе илемлĕхĕ те, сюжет кăткăслăхĕ япăх мар шăрçаланнă. Хăшне мала кăларасси, хăшне парнеллĕ тăвасси самай шухăшлаттарнă жюри членĕсене. 
Красноармейскисене илес пулсан (вĕсем 22 хайлав тăратнă) мала çак хайлавсем тухнă:

6-мĕш класс, проза:
1-мĕш: Дарья Джус (Красноармейски шкулĕ) çырнă «Кушакпа йăмра» калавĕ; 
2-мĕш: Кристина Ивановăн (Красноармейски шкулĕ) «Телей йăмри» калавĕ; 
... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 463 | Хăçан хушнă: 02.12.2013 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш наци конгресĕн сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх çак кунсенче Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, унта кулленхи ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.
Чи пысăк ыйту — республикăн кашни районĕнче, хулинче Конгресăн вырăнти уйрăмне йĕркелесси пулнă. Ку вăл халăхпа тӳрремĕн çыхăнса ĕçлеме кирлĕ тесе пĕлтерет Конгресс. 
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне 2014 çул валли яма палăртнă Çырăвне кĕртме сĕнӳсем пухма пуçлани çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Президиум ларăвĕнче та çак ыйтăва çĕклерĕç. «Наци конгресĕн те каламалли пур, чылай сĕнӳ нумай пулмасть иртнĕ Аслă Пухура янăранăччĕ», — терĕç Президиум пайташĕсем.

Хыпар çăлкуçĕ: http://chnk.ru/a/news/22.html

Миçе çын пăхнă: 375 | Хăçан хушнă: 02.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 22 23 24 25 26 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz