Вырсарникун, 19.05.2024, 14:37
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Ака уйăхĕн 15-30-мĕшĕсенче (ăна, хутшăнакансем ыйтнипе, çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсма тиврĕ) Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуçарнипе, Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ, Чăваш Наци Конгресĕн  Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тата Чăваш патшалăх символĕсен авторĕн Э.М.Юрьев ÿнерçĕн Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи музейĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2014: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс иртрĕ.

Ăна Чăваш чĕлхи кунне, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Е.Петров çуралнăранпа 60 çул çитнине халалланă.

Конкурса пурĕ 70 ытла ача заявка панă. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене пур ача та ăнă ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 576 | Хăçан хушнă: 18.05.2014 | Рейтинг: 4.3/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

30 апреля в МБУК «Чувашско-Сорминский ИКЦ» Чувашско-Сорминского сельского поселения было организовано торжественное мероприятие, посвященное 100-летию со дня рождения Кирилла Васильевича Воронова - заслуженного работника культуры Российской Федерации и Чувашской АССР, народного академика, краеведа, организатора народного музея.

В самом начале мероприятия состоялось открытие мемориальной доски памяти Кирилла Воронова. Доска появилась на стене здания МБУК «Чувашско-Сорминского ИКЦ», где находится сам Чувашско-Сорминский народный музей.

В торжественном открытии доски приняли участие глава администрации Аликовского района Александр Куликов, сын Кирилла Воронова - генерал-лейтенант ФСБ Российской Феде ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 659 | Хăçан хушнă: 06.05.2014 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Конкурса хутшăнакансем ыйтнипе "Улăп-2014: Эпир Улăп йăхĕнчен" вăйă конкурс çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсăлать.

  1. Виталий Петров ăçта тата хăçан çуралнă? Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ача чухне ашшĕ-амăшĕ ăна Шăнкăрч тесе чĕннĕ. Сăлтавне уçса парăр.
  2. Виталий Петровăн çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Тĕплĕнрех каласа парăр.
  3. Виталий Петровăн юратнă юрăçисем çинчен мĕн пĕлетĕр.
  4. Юрăçă репертуарĕ хăш халăх юррисенчен тăнă? Вĕсенчен паллăраххисем хăшĕсем?
  5. Виталий Петров юррисене çырнă грампластинка ячĕсене палăртăр. Вĕсене ăçта кăларнă?
  6. Чăвашсен хăш композиторĕпе туслă пулнă вăл? Кам вăл? Унăн хăш юррисене юрла ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 504 | Хăçан хушнă: 29.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чӑваш чĕлхи таса ҫӑл куҫĕ

Тапса тӑмасть шарлаттарса.

Тӗнчен пуҫламӑшӗ ҫук. Вӗҫӗ

Пурах таҫти хӑяматра.

Ҫӳлти хуҫан пӗр шелсӗр хӗҫӗ

Хуҫаланан шывпа вутра.

Чӑваш чӗлхи — чӑваш тӗнчи(йӗ)

Кашни чӑваш — вӑл хӑй тӗнче.

Ют йыш тивертнӗ вут пуҫҫийӗ

Ҫунмасть чӑваш вучахӗнче.

Паян тӗнче пичечӗ Анӑҫ —

Халӑхӑмӑн малашлӑх ҫук.

Ҫӳлти Атте! Парсамччӗ шанӑҫ —

Халӑхӑм(ӑр)а унсӑр ҫул ҫук.

Вырӑсланать хула чӑвашӗ,

Пиншер чӑваш тухать ютта.

Ертӳҫӗ ҫук! Ватти те яшӗ,

Кашни хӑй ҫулӗпе утать.

Ҫапла чухӑнланать ӑс-пурлӑх,

Куллен йӑшать чӑваш ани.

Ан сик, чӑваш, хӑвӑн пуҫ урлӑ:

Чӑвашлӑх вӑл — Турӑ пани.

Хам чӗлхемпех эп калаҫасшӑн

Хамӑн тӑван халӑхӑмпа.

Ҫӳп татки мар эп, Ҫын пуласшӑн

Ҫак тӗнчере чӑваш ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 1159 | Хăçан хушнă: 25.04.2014 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

ФОТОРЕПОРТАЖ

ВИДЕОРЕПОРТАЖ

Халӑх юрри халӑх пуянлӑхӗ тетпĕр эпир. Чӑнласах ҫапла пулĕ. Нумаях пулмасть Красноармейски ял тӑрӑхӗн информаципе культура центрĕнче район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ӗҫӗн пайĕн, ял тӑрӑхӗн информаципе культура центрĕн тата Чӑваш наци конгресĕн районти уйрӑмӗн пуҫарӑвӗпе халӑх юррисен "Халӑх юрри — чун уҫҫи" ятлӑ фестивалĕ иртрĕ. Ман шутпа, икĕ сехет ытла пынă ҫак уява курма килнисен чунĕсене тулли хăпартлантарчĕ пулас. Эпир Трак енри пултарулӑх ушканĕсем те, уйрăм юрӑҫсем те халӑх юррисене манманнине, вĕсене мӑнаҫлӑн та илемлĕн шăрантарма пултарнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр.

... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 2226 | Хăçан хушнă: 25.04.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

 

  1. Виталий Петров ăçта тата хăçан çуралнă? Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ача чухне ашшĕ-амăшĕ ăна Шăнкăрч тесе чĕннĕ. Сăлтавне уçса парăр.
  2. Виталий Петровăн çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Тĕплĕнрех каласа парăр.
  3. Виталий Петровăн юратнă юрăçисем çинчен мĕн пĕлетĕр.
  4. Юрăçă репертуарĕ хăш халăх юррисенчен тăнă? Вĕссенчен паллăраххисем хăшĕсем?
  5. Виталий Петров юррисене çырнă грампластинка ячĕсене палăртăр. Вĕсене ăçта кăларнă?
  6. Чăвашсен хăш композиторĕпе туслă пулнă вăл? Кам вăл? Унăн хăш юррисене юрланă вăл?
  7. Хăш хуласенче тата çĕршывсенче пулса хăй юррисемпе савăнтарнă вăл? Унăн сасси, музыка терминĕпе каласан, мĕнле сас шутланать? Мусăкçăсем унăн сассине хăш солистăн сассипе танлаштара ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 585 | Хăçан хушнă: 15.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Паян К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă чăваш драматургĕпе Николай Терентьевич Терентьевпа сывпуллашрĕç.

11 сехет тĕлне халăх чылайăн пухăнчĕ. Сывпуллашу мероприятине ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов ертсе пычĕ. Сăмах калакансен йышĕнче Валерий Туркай сăвăç, ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, Канаш районĕн ентешлĕхĕн ертӳçи Анатолий Кипеч, Чăваш халăх артистки Вера Кузьмина, профессилле çыракан çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи  ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 626 | Хăçан хушнă: 13.04.2014 | Рейтинг: 2.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Ака уйăхĕн 15-30-мĕшĕсенче Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуçарнипе тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче йăлана кĕнĕ "Улăп – 2014: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс пулать. Кăсалхипе вăл виççĕмĕш хут иртет (2012, 2013).

Ăна Культура çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне тата Раççейпе Чăваш Республикисен тава тивĕçлĕ артисчĕ, паллă чăваш юрăçи В.Е.Петров çуралнăранпа 60 çул çитнине халалланă.

Конкурса Чăваш Республикинчи тата унăн тулашĕнчи 5-11 класра вĕрен ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 413 | Хăçан хушнă: 13.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

ВИДЕОХЫПАР

2014 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш диктантне иккĕмĕш хут ирттерме палăртнă. Йĕркелÿ комитечĕ паллă чăваш поэчĕ, журналисчĕ Марина Карягина çырнă текста суйласа илнĕ, халĕ çĕнтерÿçĕсене хавхалантарма парнесем хатĕрлет, диктант бланкĕсене пичетлеме хатĕрленет, электрон почтипе çырусене йышăнса, пичетлесе кăларса, тĕрĕслекенсене вăхăтра çитерсе парассине çăмăллатас енĕпе ĕçлет.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕнер, акан 7-мĕшĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» тавра çыхăнну ыйтусене сӳтсе явма тепĕр хут пуçтарăннă.

Калаçăва кĕскен пĕтĕмлетсен çак хыпарсене пĕлтерме пулать. Наци радиовĕ валли текста вуланă та иккен, ку ĕçе РСФСР тата Чăваш АССРĕн халăх артистки Нина Яковлева пурнăçланă. Çавăн пекех тепĕр шухăш — республика тулашĕнчи чăвашсем валли ятарлă видео ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 445 | Хăçан хушнă: 08.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмне йĕркелени Трак тăрăхĕнче пурăнакан çыннăмăрсене  чăвашлăха туйса тăма, çепĕç те илемлĕ чĕлхепе уççăн калаçма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене тытса пыма, ĕмĕртен пыракан халăх юррисене асра тытма, чăваш çыннин ырă енĕсене (ĕçченлĕхне, ăсталăхне, тараватлăхне, сăпайлăхне, пултарулăхне, тăрăшулăхне) малалла та аталантарса пыма, çамрăксене халаллама  хистет, хамăрăн çĕр çинчи тивĕçе туйса тăма пулăшать, яваплăха ÿстерет, курăмлă ĕçсем тума хавхалантарать. Çакна тĕпе хурса асăннă уйрăмăн черетлĕ ларăвне ирттертĕмĕр, çулталăк хушшинче тумалли ĕçсене, тĕллевсене палăртрăмăр. Уйрăм правленийĕн пайташĕсем чи малтан ЧНКан 2014 çулхи ĕç планне тишкерчĕç, ун хыççăн хамăр уйрăмăн ĕç планĕпе паллашрĕç, ăна, пĕр саслă пулса, çирĕплетсе хăварчĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шестаков та хутшăнчĕ, ырă сĕнÿ-канаш пачĕ.

     Çитес вăхăтра тумалли тĕп ĕçсен ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 530 | Хăçан хушнă: 03.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 20 21 22 23 24 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz