Кĕçнерникун, 25.04.2024, 19:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Кăрлач » 12 » Константин Шачкин - 80 çулта
Константин Шачкин - 80 çулта
21:12
Сăн ÿкерчĕк
К. Ф. Шачкина республикипех пĕлеççĕ. Статйи-хайлавĕсене тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленĕрен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшренпе паллатăп ăна. Каярахпа пĕр вăхăт район хаçатĕнче пĕрле те вăй хутăмăр.

Аслă юлташăм вăл маншăн. Хаçатçă ĕçне хăнăхма та пулăшрĕ. Тав Константин Филипповича çавăншăн. Сăлтавĕ кунра çеç мар-ха тата. Лаша çулталăкĕн пуçламăшĕнче общество корреспонденчĕ, журналист, писатель, тавра пĕлÿçĕ, халăх ăсчахĕ 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. К. Шачкин — Именкасси çынни. Шкул хыççăн ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Çартан таврăннăранпах (Çурçĕр тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăнă вăл) пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Тăван колхозра тĕп агрономра, председательте тăрăшнă. Каярахпа республикăри çĕр ĕçне химизацилекен станци агрохимикĕ, ÿсен-тăрансене сыхлакан станци пуçлăхĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх сăнавпа тĕпчев институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ пулнă, ытти ĕçсенче вăй хунă. Агрохимикре тимленĕ вăхăтра вăл хаçатсемпе çыхăну тытма пуçланă. Астăватăп-ха, Константин Филиппович хатĕрленĕ ятарлă страницăсем "Малта пыракан опыта вĕренмелли шкул" пĕр пĕтĕмĕшле рубрикăпа "Ял пурнăçĕнче" пичетленетчĕç. Ял çыннисем, паллах, вĕсене кĕтетчĕç, юратса вулатчĕç. Унăн "Фенолог кĕтесĕ" ятпа пичетленнĕ статйисене епле-ха тата манăн? Райхаçатăн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче ĕçлесе опыт пухнă май, вăл калавсемпе сăвăсем, новеллăсем, тĕрлĕ жанрлă ытти хайлавсем çырма пуçăнчĕ. Каярах вĕсене чылай хаçат-журнала сĕнчĕ, кун çути курсах пычĕç.

Хайлавĕсене пуха-пуха кĕнекесем пичетлесе кăларас ĕçе те хăюллăнах кÿлĕнчĕ тус-юлташăм. Пĕр çултах темиçешер кĕнеке кăларни те пулнă. Паллăраххисем — "Почта: вчера, сегодня..." (2000 ç.), "Чиркÿллĕ Именкасси шкулĕ" (2001), "Хĕçпе мар — калемпе..." (2008), "Кун çул иртет — ыр ят юлать" (2010) тата ыттисем те.

Автор халĕ те тăван ялĕнчех пурăнать. Çыру сĕтелĕ умĕнчен уйрăлсанах е йĕлтĕр çине тăрать, е çуран чупать. Район шайĕнчи чылай ăмăрту унсăр иртмест. Именкассинче йĕлтĕрпе чупассипе хăй те ятран тупăшу йĕркелет. Константин Филипповичăн ĕç пÿлĕмĕнче музейри евĕрех. Стенасене грамотăсемпе дипломсем тата тав хучĕсем илем кÿреççĕ. К. Шачкин пултарулăхне тĕрлĕ çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçат редакторĕ пулнă Л. Николаев, Ю. Листопад, Н. Порфирьев, Л. Алексеев, Ю. Сементер, Хветĕр Агивер, Г. Уткин, Г. Максимов, Г. Желтухин, В. Станьял, А. Михайлов, И. Григорьев, В. Рыбкин çыравçăсем, ыттисем тивĕçлипе хакланă. Ăна Н. Янкас, М. Тинехпи тата Э. Милли ячĕллĕ премисене панă. Вăл — Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Çулсем иртеççĕ пулин те, алă усса лăпланса ларакан çын мар К. Шачкин. Ялан — çулра, ялан — çынсем хушшинче. Малалла та çаплах пултăрччĕ. Вăр-вар та хастар пулма çирĕп сывлăх, вăй-хал юнашарах çÿреччĕр, аслă юлташăм!

В. Данилов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 386 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz