Вырсарникун, 19.05.2024, 12:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Чăваш Республикинчи Михаил Юхма ертсе пыракан Писательсен союзĕн савăнăçлă пухăвĕ иртнĕ. Ăна чăваш çыравçисен пирвайхи пĕрлешĕвĕ чăмăртаннăранпа 90 çул çитнине халалланă.
Çыравçăсен çак тапхăрта утса тухнă кун-çулĕ çинчен Союз правленийĕн председателĕ, Чăваш халăх писателĕ М. Н. Юхма тĕплĕн каласа панă. Ку пĕрлĕхре халĕ 157 çыравçă тăрать. Пухура тата 5 автора Союз членне илнĕ. Пархатарлă ĕçлесе пыракан прозаиксемпе поэтсене Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç, тĕрлĕ премисемпе хисеплĕ ятсем панă.
Пухăва пирĕн районта пурăнакан Эдисон Патмар (Яманак), Ордем Гали (Çĕнĕ Выççăлккă) тата Николай Ершов-Янгер (Янкас) çыравçăсем хутшăннă. Чăваш наци культурине, тăван литературăна аталантарас ĕçре çыравçăсене ялан пулăшса пынăшăн Николай Гавриловича Тав çырăвĕпе чысланă.

Н. Васильев
Миçе çын пăхнă: 450 | Хăçан хушнă: 29.11.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чӳкĕн 13-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун пирки конгресăн сайчĕ пĕлтерет. 
Ларура пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕри VIII Аслă Пухăвăн йышăнăвĕсене редакциленĕ хыççăн тепĕр хут сӳтсе явса çирĕплетесси пулнă. Президиум пайташĕсем Чăваш Республикин патшалăх тата вырăнти органĕсемпе тачă çыхăну тытса чăваш халăхĕн хăйевĕрлĕхне, йăли-йĕркине, культурине тата чĕлхине малалла аталантарас енĕпе малашне те тĕллевлĕ ĕçлемеллине, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи тата урăх çĕршывсенчи чăваш наципе культура ушкăнĕсемпе çыхăнăва анлăлатмаллине, пĕрлештернĕ ĕç планĕ тумаллине палăртнă. 
Ларăва пухăннисем Конгресăн тĕп ыйтăвĕсемпе ĕçлеме 11 комитет туса хучĕç. Вăл шутра — чăваш ялне аталантарас, халăх сывлăхне сыхлас, ăна социаллă хӳтĕлев парас, культура, вĕрентӳ шайне ӳстерес тĕлĕшпе ĕçлекеннисем. Унсăр пуçне тĕрлĕ ушкăнсене пĕрлештерме, сăмахран, çамрăксен тата хĕрарăмсен ыйтăвĕсен ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 405 | Хăçан хушнă: 15.11.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕкФоторепортаж
Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн черетлĕ анлă ларăвĕ муниципалитетăн бюджет тытса тăракан Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулĕнче иртрĕ. Ăна пĕрлĕхĕн правлени председателĕ Георгий Тусли уçрĕ. Ларăва правлени членĕсемсĕр пуçне районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем тата литература пултарулăхĕнче палăрнă шкул ачисем, тăван ен историйĕпе культури енĕпе наукăпа тĕпчев ирттернĕ çамрăксем, вырăнти çыравçăсем хутшăнчĕç.
Ларура çак ыйтусене пăхса тухрĕç: Чăваш Наци Конгресĕн VIII-мĕш Аслă Пухăвĕ йышăннă резолюцисем çинчен,  Тюмень чăвашĕсем патĕнче иртнĕ «Ч ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 433 | Хăçан хушнă: 14.11.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш ачисемпе çамрăкĕсен "Тантăш” хаçачĕн юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 43-мĕш номерĕн 3—8-мĕш страницисене Янкас ялĕнчи Николай Ершов-Янгера (Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне, çак пĕрлĕхĕн Хисеплĕ ертÿçине) панă. Унăн сăввисемпе И. Степанов, И. Прокопьев, В. Рудникова тата Н. Филимонов композиторсем кĕвĕленĕ 16 юрă кĕнĕ "Пурнăç çулĕ” ятлă 3-мĕш ку кĕнекене.
Автор ăна пичетленĕ укçа шутĕнчен районти тĕп больницăра сипленекенсене, ача-пăча вулавăшне, районти ача сачĕсемпе хăш-пĕр шкула "Тантăш” хаçатпа "Тетте” тата "Самант” журналсем çырăнса панине те ырламаллах.

Д. Викторов
Миçе çын пăхнă: 468 | Хăçан хушнă: 01.11.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Căнсем
Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн залĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ иртрĕ. 
Съезда Чăваш Ен Элтеперĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, тĕрлĕ министрсем тата ытти тӳре-шара хутшăнчĕç. Ларăва ЧНК вице-президенчĕ Ивантаев Пётр Васильевич ертсе пычĕ. Пĕрремĕш ыйтупа тухса калаçакансен йышĕнче Михаил Игнатьев, Юрий Попов, Геннадий Архипов, Николай Угаслов пулчĕç тата Раççейĕн тĕрлĕ регионсенчен килнĕ чăваш-делегатсем.
Сăмах май, Аслă Пухăва 300 яхăн делегат суйланă, анчах форума 260 делегат çеç килни паллă пулчĕ. Вĕсем Раççейри 26 регионтан тата 5 ют çĕр-шывран (Франци, Эстони, Украина, Белоруси тата Казахстан) пулчĕç. Маларах пĕлтернĕччĕ, пирĕн районтан кворумпа килĕшÿллĕн 4 делегат суйланă. Вĕсем: Вĕсем: Гурьева С.А. (районти централизациленĕ вулавăшăн краеведени ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 486 | Хăçан хушнă: 29.10.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ыран, юпан 26-мĕшĕнче, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ пулать. Унăн ĕçне 300 яхăн делегат тата 250 яхăн хăна хутшăнмалла. Съезд 11:00 сехетре пуçланать. 
Кун йĕркинче Чăваш наци конгресĕн президиумĕ VII-мĕш съезд хыççăн ирттернĕ тата малашне тумалли ĕçсене сӳтсе явĕç, ревизи комиссийĕн отчётне итлĕç. Аслă Пуху йышăнмалли хăш-пĕр документсемпе вĕсен сайтĕнче паллашма пулать. 
Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хушшинче ЧНК Президентне суйласси пулĕ. Çĕнĕ ертӳçĕпе халăх ЧНК ĕçĕнче улшăнусем пуласса кĕтет. Чăваш наци конгресĕн ертӳçисем çакăнпа килĕшеççĕ-килĕшмеççĕ-и, анчах мĕн пытармалли пур — халăх вĕсен ĕçне пысăках хакламасть. Кăна эпир маларах ирттернĕ ыйтăм та çирĕплетет. «ЧНК ĕçĕ-хĕлĕ сире тивĕçтерет-и?» ыйту çине 30 ытла çынран 2-мĕшĕ кăна тивĕçтерет тесе хуравланă, ыттисем вара япăх ĕçленине тата ĕçне лайăхлатмалли пирки пĕлтернĕ. 
Пре ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 452 | Хăçан хушнă: 25.10.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш наци конгресĕн Аслă пухăвĕ çитеспе çак мероприятипе çыхăннă хыпарсем йышлансах пыраççĕ. Ĕнер, Тимĕр Акташ пĕлтернĕ тăрăх, «Çăлкуç» кафере ЧНК Президенчĕ вырăнĕшĕн тăратнă кандидатсем ентешлĕх пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă. Каласа хăварас пулать, виçĕмкун, юпан 22-мĕшĕнче, хайхи тупăшакансен йышĕ ӳснĕ иккен — Аслă Пухăва ирттерме йĕркеленĕ оргкомитет ларăвĕнче тепĕр икĕ кандидат пирки пĕлтернĕ. Муркаш район ентешлĕхĕ Тимĕр Тяпкина сĕннĕ, Чăваш Республикин Вĕрентекенсен ассоциацийĕ вара — ЧНК ĕçтăвком председательне Константин Портнова.
Ĕнерхи тĕлпулура пур кандидатсем те пулчĕç — Валерий Клементьев, Николай Лукианов, Тимĕр Тяпкин, Константин Портнов. Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» АХО тĕп директорĕ, ЧНК вице-президенчĕ Николай Угаслов та хутшăннă — сас-хура пĕлтернĕ тăрăх влаç тытăмĕнчисем наци конгресĕн пуçлăхĕнче шăп та лăп ăна курасшăн.
Миçе çын пăхнă: 475 | Хăçан хушнă: 24.10.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
2013 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн 8-мĕш съезчĕ пулать. Унăн ĕçне 322 делегат тата 250 яхăн хăна хутшăнать. Вĕсем Раççей çĕршывĕн 24 тăрăхĕнчен, 4 ют патшалăхран, Чăваш Республикин мĕнпур районĕсемпе хулисенчен килеççĕ. Красноармейски (Трак) районĕнчен квотăпа килĕшÿллĕн 4 делегат суйланă. Вĕсем: Гурьева С.А. (районти централизациленĕ вулавăшăн краеведени пайĕн ĕçченĕ), Игнатьева Л.Н. (районти кану центрĕн методисчĕ), Михайлов В.М. (Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн пресс-секретарĕ тата сайт администраторĕ) тата "Тус" ХАО ертÿçи Укаслов Н.Ф.. Хăнасен шучĕпе Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Ершов Н.Г. (Янкер) поэт  хутшăнать. Съезд 11:00 сехете пуçланать.

Кун йĕрки:

... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 416 | Хăçан хушнă: 20.10.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕкЧăваш Наци Конгресĕн Аслă пухăвĕ умĕн иртнĕ УМПУХУ (видеорепортаж)
  Паян иртмелли ум пуху пирки эпир маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ — вăл К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕн залĕнче 16 сехетре пуçланчĕ. Чăваш наци конгресĕн ертӳçисене те чĕннĕ пулин те ĕнерхи Президиум ларăвĕнче вĕсем ку пухăва ирттерессине сивленĕ иккен, умпухăва хутшăнмалла марри пирки çирĕплетнĕ. Апла йышăннă пулин те ЧНК-ран ум пухăва Константин Портнов хутшăнчĕ. 
  Умпухăва çав-çавах халăх пӳлĕм тулли пухăнчĕ — вĕсем ЧНК тăратнă кун йĕрки тивĕçтерменни пирки каларĕç (Архипов отчёчĕ вырăнне проблематикăллă доклад пулсан вырăнлă пуласса шанаççĕ), Устав проектне хатĕрлеменнине те ырламарĕç (кун йĕркинче ку ыйту тăмасть). Тухса калаçакансем делегатсене уçăмлă суйламаннине, вĕсен хушшинче чăваш халăхĕшĕн ĕçлекен пур хастар çынна кăтарманнине ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 445 | Хăçан хушнă: 18.10.2013 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Аслă пуху умĕн Чăваш наци конгресĕн çĕнĕ сайчĕ ĕçлесе кайрĕ. Вăхăтлăха Президент ĕçне туса пыракан Валерий Клементьев ыйтнипе ку сайта Николай (Аçтахар) Плотников ăсталаса панă. Сайт www.chnk.ru адреспа вырнаçнă.
ЧНК ĕçченĕсем ыйтнипе сайта чăвашла йĕркеленĕ. Унта эсир хыпарсемпе, конгресс йышăннă документсемпе паллашма пултаратăр. Унсăр пуçне ЧНК-ан уставĕ те унта вырнаçнă. Ыйтусем пур пулсан — çак сайтрах ыйту яма май пулать.
Аслă пуху умĕн Чăваш наци конгресĕн сайтне съездпа çыхăннă документсене те вырнаçтарнă: съезд программи, ĕç йĕрки, кун йĕркин планĕ. Сăмахран, унти хутсене ĕненес пулсан, Аслă пухура Михаил Игнатьевпа Юрий Попова та сăмах парассине пĕлме пулать.
Миçе çын пăхнă: 436 | Хăçан хушнă: 18.10.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 23 24 25 26 27 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz