Вырсарникун, 05.05.2024, 15:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2019 çул

Лидия Михайлова журналист, çыравçă
[ ] 15.12.2019, 18:04

Михайлова (Филиппова) Лидия Михайловна журналиста, сăвăç-çыравçăна, «Тăван Атăл» журнал редакторне, филологи наукисен кандидатне, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен пĕрлĕхĕн председательне 2019 çулта Трак тăрăхĕнчи çыравçăсен хайлавĕсене кун çути кăтартнăшăн тата юлашки вăхăтра пичетленнĕ «Чун таппи» (2015), «Заколдованная черёмуха» (2019) кĕнекисемшĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ тăратнă.

Филиппова Лидия Ивановна 1967 çулта Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралнă. 1989 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Журналист. Тĕрлĕ хаçат редакцийĕсенче вăй хунă: Пушкăрт Республикинче – «Пелепей хыпарĕсем» тата «Урал сасси», Чăваш Республикинче – «Хыпар» тата «Республика». Халĕ – «Тăван Атăл» литературăпа ÿнер журналĕн редакторĕ. 2019 çулта ăна Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен пĕрлĕхĕн председательне суйланă. 2019 çулта писательсемпе Пушкăртстанра, Тутарстанра, Чулхула, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче пулнă, вулавçăсемпе тĕл пулусем, пултарулăх каçĕсем ирттернĕ. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет, наука ĕçĕсем çырать, студентсене вĕрентет. Доцент, филологи наукисен кандидачĕ. 100 ытла пичет ĕçĕ кун кăтартнă, вĕсен шутĕнче 4 ĕçĕ методика енĕпе, 11 ĕçĕ – наука енĕпе. Доктор диссертацине çырать, чăваш литературине тата çыравçăсен ĕçĕ-хĕлне çĕнĕ шая çĕклессипе чунтан-вартан тăрăшса ĕçлет.

Категори: 2019 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 204 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz