Юнкун, 24.06.2026, 23:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ

Пайра миçе материал: 97
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 86-90
Страницăсем: « 1 2 ... 16 17 18 19 20 »

Нестер Янкас (Нестер Кириллович Ефимов) 1909 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Янкасра вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан пуçламăш шкулта, унтан Упири ултă çул вĕренмелли шкулта, каярахпа Çĕрпӳри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1928 çулта Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулĕнчен вĕренсе тухнă, типографире наборщикре ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта «Сунтал» журнал редакцине куçнă. 1932 çулта вăл Самар хулине куçса кайнă, унта типографире кĕнеке калăплакан редакторта ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. 1934 çултанпа поэт Чăваш АССР кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор пулнă, унтан «Сунтал» журнал редакцийĕн ответлă секретарĕнче ĕçленĕ.

Сăвăçăн кун-çулĕ 1942 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Анат Тагилта татăлнă.

Н.Янкас литература ĕçне 1928 çулта хастарлăн кӳлĕннĕ. Вăл калавсемпе очерксем те çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Ăна 1934 çулта СССР Писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Ирхи йĕрсем» (1931), «Сăвăсем» (1935, 1939), «Парне» (1940), «Иккĕмĕш парне» (1941), «Катя» (1958), «Лирика»(1961).

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 479 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çӳл ту çинче, ай, мĕн пур?
Йăрăс тополь, хурăн пур,
Ту илемне кӳреççĕ, —
Çӳллĕ ӳсĕр! тееççĕ.
 
Пирĕн ялта, ай, кам пур?
Каччă трактористсем пур,
Хир илемне кӳреççĕ, —
Çĕршыв пирĕн! тееççĕ.
 
Сад пахчинче, ай, мĕн пур?
Улми те пур, çырли пур,
Сад илемне кӳреççĕ, —
Татăр, çийĕр! тееççĕ.
 
Пирĕн ялта, ай, кам пур?
Стахановка хĕрсем пур.
Ĕç илемне кӳреççĕ, —
Суйлăр, савăр, тееççĕ.
 
Çаран çинче, ай, мĕн-пур?
Тимĕр кăвак утсем пур,
Пуçа ухса çӳреççĕ, —
Йĕнер кирлĕ! тееççĕ.
 
Пирĕн ялта, ай, кам пур?
Кавалеристсем те пур.
Орден çакса çӳреççĕ, —
Çĕршыв сыхă! тееççĕ.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 446 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Çап-çут сенкер кăвак ирпе
Эп Шетмĕ хĕррине тухам-и —
Хавас яш-кĕрĕм ячĕпе
Чи хӳхĕм юррăма пуçлам-и?
 
Хĕвелĕн ылтăн шевлине
Савни пек ытама илем-и?
Илемлĕ çĕрĕ-шыв сăнне
Татах илемлĕн эрешлем-и?
 
Ирхи сар кайăк кĕввине
Чĕрем валли илтсе юлам-и?
Хаваслă пурнăç юррине
Хам та сар кайăк пек юрлам-и?
 
Кĕмĕл пек янракан юрра
Татах та уççăн янратам-и —
Телейлĕ, тулăх çĕршывра
Асран кайми юрăç пулам-и!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 434 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Курсаттăм эп Карелире
Шап-шурă çурçĕр хурăнне —
Çурта пек тӳрĕ ӳснине.
Çав хурăнран илемлĕрех
Сан кĕлеткӳ, савниçĕм.
 
Курсаттăм эп Ливадире
Илемлĕ роза чечекне —
Кăвар пек çунаканнине.
Çав розăран чипертерех
Сан сăн-питӳ, савниçĕм.
 
Курсаттăм эпĕ Тухăçра
Казах пуш хирĕн кăлканне —
Сап-сарă пурçăн пеккине.
Çав кăлканран та сарăрах
Санăн çӳçӳ, савниçĕм.
 
Курсаттăм эпĕ тайгара
Çурçĕр çĕмĕрчĕн çырлине —
Агат пек çиçекеннине.
Çав çырларан та хурарах
Санăн куçу, савниçĕм.
 
Хура çунатсене авса,
Чĕкеç вĕçет ак улăхра;
Чĕкеç вĕçмест-мĕн улăхра —
Чĕкеç çуначĕ пек-мĕн сан
Куç харшисем, савниçĕм.
 
Пăхап та эпĕ сан çине —
Курап çĕршывăн илемне,
Курап çĕршывăн телейне,
Курап çĕршыв пуласлăхне,
Ман тантăшăм, савниçĕм!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 503 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ватăлатпăр имĕш. Сухала
Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ.
Манăн авă (чăмăртăр алла!)
Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ.
 
Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл!
Шелепи çуралнă кун тата!
Кутамас ача, патвар та сывă,
Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата!
 
Микулай хурасшăнччĕ ятне
Амăшĕ, а эпĕ килĕшмерĕм.
Çывăх туйăнчĕ мана Сетнер
(Кĕçттентин Васильевич Сетнерĕ).
 
Ман Сетнер! Кулать-и вăл, йĕрет-и, —
Ан та çыр эс сăвă ун пек чух.
Пăхăнмасть вăл сăвăçа пĕрре те,
Нимĕнле саккун та уншăн çук.
 
Ак вăл (чăрмантарчĕ те мана!) —
Çывăрать ĕшеннĕ утаманăн.
Канлĕ ыйхă! Кун пек чух ăна
Чуп тăвас килет пĕр вĕçсĕр манăн.
 
Туйăм вăйлă савнăçăн темме...
Тĕлĕкре кулать-и вăл ачашшăн, —
Эпĕ хатĕр савăнса йĕме
Намăса пĕлмесĕр. Ача ашшĕ!
 
Çĕршыва çын патăм эпĕ те.
Кам пулассине халех пĕлеймĕр.
Çĕн этем вăл пулĕ тетĕп эп,
Ма тесен ун ĕмĕрĕ — çĕн ĕмĕр.
 
Ман Сетнер! Вăл кирек кам пулсан та —
Сăвăç-и, колхозник-и — çапах
«Нарспири» Сетнер пек нихăçан та
Мăшкăл тӳсмĕ, пĕлмĕ асапа.
 
Ватăлатпăр имĕш. Сухала
Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ.
Манăн авă (чăмăртăр алла!)
Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ.

Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл!
Шелепи çуралнă кун тата!
Кутамас ача, патвар та сывă.
Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 456 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2026Сделать бесплатный сайт с uCoz