Ватăлатпăр имĕш. Сухала Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ. Манăн авă (чăмăртăр алла!) Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ. Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл! Шелепи çуралнă кун тата! Кутамас ача, патвар та сывă, Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата! Микулай хурасшăнччĕ ятне Амăшĕ, а эпĕ килĕшмерĕм. Çывăх туйăнчĕ мана Сетнер (Кĕçттентин Васильевич Сетнерĕ). Ман Сетнер! Кулать-и вăл, йĕрет-и, — Ан та çыр эс сăвă ун пек чух. Пăхăнмасть вăл сăвăçа пĕрре те, Нимĕнле саккун та уншăн çук. Ак вăл (чăрмантарчĕ те мана!) — Çывăрать ĕшеннĕ утаманăн. Канлĕ ыйхă! Кун пек чух ăна Чуп тăвас килет пĕр вĕçсĕр манăн. Туйăм вăйлă савнăçăн темме... Тĕлĕкре кулать-и вăл ачашшăн, — Эпĕ хатĕр савăнса йĕме Намăса пĕлмесĕр. Ача ашшĕ! Çĕршыва çын патăм эпĕ те. Кам пулассине халех пĕлеймĕр. Çĕн этем вăл пулĕ тетĕп эп, Ма тесен ун ĕмĕрĕ — çĕн ĕмĕр. Ман Сетнер! Вăл кирек кам пулсан та — Сăвăç-и, колхозник-и — çапах «Нарспири» Сетнер пек нихăçан та Мăшкăл тӳсмĕ, пĕлмĕ асапа. Ватăлатпăр имĕш. Сухала Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ. Манăн авă (чăмăртăр алла!) Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ.
Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл! Шелепи çуралнă кун тата! Кутамас ача, патвар та сывă. Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата!
|