Шăматкун, 27.06.2026, 02:02
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ

Пайра миçе материал: 97
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 76-80
Страницăсем: « 1 2 ... 14 15 16 17 18 19 20 »

Кĕр калчи кашма пек. Тӳперен
Кашласа иртеççĕ тăрнасем.
Янăрарĕ сывлăш, — кӳлĕре
Сӳс чӳхеççĕ шавлăн инкесем.
Пăрăнатăп çул çинчен: калча
Шăп та шай ура сыппи таран!
Сăрт çинчи вăрманĕ улача,
Сар хĕрсем çӳреççĕ кăмпара.
Кĕр çĕртми чуста пек кăпăшка, —
Тулĕ тепĕр кĕр каллех пӳлме!
Пыл пек тутлă ĕмĕт-шухăшпа
Харсăр пуç тулать, хуйха пĕлмес!
Чун тӳлек. Çанталăк та тӳлек.
Вăйăма ниçта хума та çук, —
Их! — чупса пăхатăп... Тен, кун пек
Ĕрĕхсе чупман-тăр пĕчĕк чух!
Кепкăна кăшт чалăшрах лартса,
Таврăнатăп канлĕн эп яла.
Кӳршĕ хĕрĕ, ăшшăн йыхăрса,
Хăналать мана сим пылпала.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 499 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Чечек çеçке çурать, ăна
Тăпра парать хăй сĕткенне.
Çаплах çĕршыв та халь сана
Сĕнет ыр пурнăç шерпетне.
 
Ĕçех ăна! Юрат мана...
Анчах çĕршыв тивĕçĕнчен
Ан тух нихçан та. Яланах
Таса пул халăх йышĕнче!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 539 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Акăш пек тееç сана:
Акăш сарă кĕркунне
Ăсанать кăнтăр енне.
Çывăх эсĕ яланах, —
Танлаштармăп нимĕнпе,
Улăштармăп нимĕнпе
Эп сана!
 
Тополь пек тееç сана:
Тăкăнаççĕ вĕл вĕçсе,
Çулçисем ун кĕр çитсен.
Эс кĕрнеклĕ яланах, —
Танлаштармăп нимĕнпе,
Улăштармăп нимĕнпе
Эп сана!
 
Уйăх пек тееç сана:
Çухатать-çке ир енне
Уйăх сивĕ çутине.
Эс типтерлĕ яланах, —
Танлаштармăп нимĕнпе,
Улăштармăп нимĕнпе
Эп сана!
 
Кайăк пек тееç сана:
Юрламасть-çке кĕр енне
Кайăк капăр юррине.
Эс хаваслă яланах, —
Танлаштармăп нимĕнпе,
Улăштармăп нимĕнпе
Эп сана!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 548 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ан вăтан, ан ютшăнсам
Йăлтăр мар тесе куллу,
Тăра çăл пекех таса
Сан чĕрӳ, чун-кăмăлу.
 
Евчĕ хамăрах ку чух!
Юратсан чун-чĕрепе
(Хулăн ыйтмĕç — хуйхă çук)
Хăнчăр куç та çăлтăр пек!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 506 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Темскер кĕтетĕн эс манран.
Тем йăлăнатăн тилмĕрсе...
Шухăшусем те шухă сан
Виçесĕр выçă куçусем.
 
Тăванăм, ытлашши ан çун,
Упра эс кăмăл туртăмне.
Пурнăçра чарусăр чун
Ир çухатать хăй ăшшине.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 405 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2026Сделать бесплатный сайт с uCoz