Юнкун, 25.12.2024, 10:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ

Пайра миçе материал: 94
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 81-85
Страницăсем: « 1 2 ... 15 16 17 18 19 »

Симĕс-симĕс улăхра
Пăс юхать — шăрçа тăкать.
Шурăм пуçĕ тухăçра
Вăй вылять, хĕвел тухать.
 
Ялкăшса хĕвел тухать,
Шетмĕ тăрăх хĕм тăкать,
Шетмĕ тăрăх çул хывать —
Ĕнчĕ-ылтăн çул хывать.
 
Шетмĕ шывĕ тĕк тăрать,
Кĕмĕл кăкăрĕ çине
Çил анать те — кустарать
Вĕтĕ-вĕтĕ хумсене.
 
Ĕнтĕ ял та вăранать
Канлĕ, тутлă ыйхăран.
Васкаса утса анать
Çăл патне пĕр хĕр туран.

Чиперук, чиперук!                                                                                             Кун пек хĕр те пур, те çук, —                                                                           Утти — акăш утти пек.                                                                                     Пĕвĕ — Шетмĕ хăви пек.

Колхозра çĕр çичĕ ут.
Çăмарта пек утсемпе
Çамрăк конюх та виç хут
Анчĕ ĕнтĕ çăл патне.
 
Çамрăк хĕр те — сисетре! —
Виçĕ хут шыва анать.
Шыв юхать, хăрах витре
Тулнă ĕнтĕ — тăкăнать.
 
Каччă меллĕн шăхăрать —
Шыв ĕçеççĕ учĕсем.
Ну-и чăрсăр та вара
Каччăн харсăр куçĕсем!
 
Тутипе хăй шăхăрать,
Куçĕпе хĕре сăнать.
Тем юсать хĕр тутăра,
Хĕрелет хĕр — вăтанать.
 
Хĕрелет хĕр — пăлханать.
Юн çунать, вылять питре.
Шыв юхать, хăрах витре
Тулнă ĕнтĕ — тăкăнать...
 
Шартлатать ак калитке —
Çăл патне анать инке.
Хĕр йăтать витрисене:
— Тух эппин, — тет, — каçхине.
 
Чиперук, чиперук!
Кун пек хĕр те пур, те çук, —
Утти — акăш утти пек,
Пĕвĕ - Шетмĕ хăви пек.
 
Каччă меллĕн шăхăрать —
Тулхăраççĕ учĕсем.
Каччă хĕрĕ хыçĕнчен
Честь парса юлать: — Юрать!
 
Ĕнтĕ ял шавлать, йăслать.
Грузовик таçта васкать —
Улăх тăрăх ыткăнать.
 
Улăх —
Сывлăмне тăкать.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 408 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

nullНестер Янкас пĕрлĕхĕ — пĕрлĕхри вăя шанать

( 2009 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче, ытлари кун, районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 2007 çулхи утă (июль ) уйăхĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса 2009 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕчченхи тапхăрта ĕçлени çинчен ) пĕрлĕх правленийĕн председателĕ — Георгий Ефимов — Тусли тунă отчетран.

1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ районти Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе туса хунипе историне кĕрсе юлать. Паллă ĕнтĕ, Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) сăвăç пулнă. Янкас ялĕнче, хальхи пек каласан, ĕçчен çынсен çемйинче çуралнă. Анчах та унăн ĕмĕрĕ — çав тери кĕске. Ăна тус-юлташĕсем сутнипе пĕр сăлтавсăрах айăпланнисен шгутне кĕртнĕ, тĕрмене хупнă. Нестер Янкас Анат Тагил хулинчи лагерьте асапланнă хыççăн 1942 çулхи раштавăн ( декабрĕн) 27мĕшĕнче вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ун чухне вăл 34 çул та тултарайман. Н.Янкас сăвăç çеç мар, прозаик та очеркист та. Поэтăн чун-чĕринче нумай енлĕ талант вĕресе тăнă. 
Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх районти мĕн пур культурăллă-массăллă мероприятисене хутшăнассишĕн çине тăнă, çине тăрать те. Вăл районти культура учрежденийĕсемпе, çав шутра — районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи « Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕпе, ветерансен хорĕпе, районти тĕп библиотекăпа искусство шкулĕпе тата тавра пĕлÿçĕсен музейĕпе таччăн çыхăну тытать.
Мана асăннă пĕрлĕх правленийĕн председательне 2007 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче, пĕр ларура суйласа хăварчĕç. Пыс чыс, паллах. Общество пурнăçĕпе çыхăннă ĕç-хĕле çанă тавăрсах кÿлĕнтĕм. Маларах çак вырăна шаниччен эпĕ Н.Янкас пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕнче вăй хутăм.
Пирĕн тĕллев вăл — чи малтанах чăваш культурине, искусствине, литературине малалла аталантарасси, чăваш чĕлхине упрасси, халăх хушшинче сарасси. Ку йышра çĕнĕ талантсене палăртасси, районти халăхăн ĕлĕкрен пухăннă пуянлăхне — фольклорне çул парса татах вăй кĕртесси.
Çулталăк та вунă уйăхра сахал мар ĕç-хĕле пурнăçланă эпир. Пĕрлĕхри вăйпа пĕрле пулса тăрăшнă, малашлăх тĕллевĕсене палăртса пурнăçа кĕртнĕ. Пĕрлĕхĕн ертсе пыракан органĕ— пĕрлĕх правленийĕ. Пĕтĕмпе тăхăр çынтан суйланă ăна. Асăннă йышра уйрăмах вăл е ку мероприятисене палăртса, культура учрежденийĕсемпе канашласа, шкулсемпе çыхăнса, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе сÿтсе явса чылай мероприятисем ĕçе кĕчĕç. Манăн паян çакăнта пĕрлĕхĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă çынсене — правлени членĕсене ят-хушаматпах асăнассăм килет. Вĕсем — Николай Ершов сăвăç-пенсионер, Светлана Гурьева библиотекарь. Владимир Константинов тавра пĕлÿçĕ- вĕрентекен, Юрий Шепилов композитор тата Владимр Серафимов — музей директорĕ.
Чăн малтанах, пĕрлĕхлĕ вăйпа йĕркеленĕ уявсенчен пĕрне — 2007 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Çĕньял Упи 705 çул тултарнине асăнма юрать. Çавăнта «Трак ен» халăх фольклорĕпе хутшăнтăмăр, пысăк концертпа савăнтартăмăр. Августăн 31-мĕшĕнче вара райхаçат кунне, ăна çулленех темиçе çĕрте те йĕркеленĕ, Йÿçкассинче ирттертĕмĕр. Кунти 38 килте 106 çын пурăнать. Юрă-ташă ушкăнĕнче Гурий Дубров, Лев Григорьев, Лина Александрова яланах активлă.
Чатукассинче те çавăн пекех ял уявĕ пулчĕ. Çĕр кил ытларах ялта 376 çын пурăнать. Асăннă çĕрте августăн 2-мĕшĕнче халăхпа пухăнса часавай уçрĕç
Районта халь 89 ял. Асăннă вырăнсенчи ял çыннисемпе тĕл пулас тата вĕсен культурăллă канăвне усăллă йĕркелес çĕрте районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» халăх фольклорĕпе ветерансен хорĕ, газ уçлакан станцири клуб, Кĕçĕн Шетмĕри, Упири, Карайри, Пикшикри кану центрĕсем çумĕнчи юрă-ташă ăстисем пултарулăх кăтартаççĕ.
Акă, «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕ пĕлтĕр — 15, ветерансен хорĕ 10 çул тултарчĕç. Сăмах май, «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕ 2007 çулта Чул хула облаçĕнчи Городец хулине кайма тивĕçрĕ.
Фольклор енĕпе илсен, халь районта тăватă коллектив чăмăртаннă. Çавсенчен — «Трак ен», «Кăйкăр» ( Шывпуç Чуракасси), «Телей» (Чатукасси) тата ачасен «Çавал хумĕсем» (Упи). Кăçалччен фольклористсен районти икĕ фестивальне йĕркеленĕ.
Юлашки çулсенче акă, районти çамрăк вокалистсен хамăр ентеш — РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Петров ячĕллĕ конкурс йĕркелесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Унта районти шкулсенчи тата Красноармейскинчи искусство шкулĕнчи ачасем хăйсен талантне, хăйсен пултарулăхне кăтартнă. 
Районти искусство шкулĕ пирки пĕр –виç сăмах. Вăл 1968 çултанпа ĕçлет. Унтанпа çак «лаçран» çĕршер талант вĕренсе тухнă. Çав йышра баянисчĕ те, вокалисчĕ те, ÿнерçи те, ташăçи те пур.
Асăннă йышăн çулленех халăх умĕнче, харпăр хăй пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та — апрелĕн 16-мĕшĕнче çамрăк талантсем районти халăх пултарулăх çурчĕн сцени çине тухрĕç. Пĕр сехет ытла пуль тăсăлчĕ концерт.
Искусство шкулĕ пултаруллă ачасенче ÿнер вăрттăнлăхне уçса парассипе те чылай ĕçлет. Тĕслĕхрен, апрелĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Мĕн пур сăрăсем хурисĕр пуçне…» конкурса Лина Егорова,Наташа Васильева, Анастасия Николаева тата Оксана Данилова çĕнтерÿçĕсене тивĕçнĕ.
Ачасемпе çитĕннисен пултарулăхне аталантарассипе «Заволжски» клубĕ çумĕнчи ансамблсем чылай тÿпе хываççĕ. 23 кружок йĕркеленĕ. Акă, хĕрарăмсен «Каприз» вокал анамбльнех илер. Чăвашла та вырăсла шăрантараççĕ солисткăсем. Ушкăнра Люба Григорьева.Валя Петрова, Татьяна Рассказова, Светва Селедкина.
«Капризăн» илемлĕх ертÿçинче Михаил Дмитриев — 25 çул ĕнтĕ. Клуб çумĕнчи «Раштав» ансамбль те (ертÿçи А.Тюмеров), ачасен «Юность» ташă ушкăнĕ «ертÿçи Татьяна Ефремова хореограф) çынсен — савăнăçĕ.
Кăçалхи апрелĕн 9-мĕшĕнче отчетлă концерта, юрлама,ташлама тата тĕрлĕрен инструментсем çинче выляма, сцена çине 147 çын тухрĕ. Маттур!
Творчество çыннисен юбилейĕсене тата çуралнă кунĕсене пĕрле пухăнса уявласси те çирĕп йăлара пирĕн. Кăçал районти мĕн пур шкулсенче те, библиотекăсенче те Н.Янкас поэт-лирик 100 çул тултарнипе çыхăннă мероприятисем активлă иртрĕç. Сăмахран, Красноармейскинчи 2-мĕш , Упири, Кĕçĕн Шетмĕри шкулсенче вĕсене Н.Ершов, Шетмĕ Михали, Г.Дубров,Г. Тусли çыравçĕсем хутшăнчĕç.
Кăçал Н.Янкас юбилейĕпе çыхăнса Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта литературăпа пултарулăх фестивалĕ массăллă пулчĕ. Пухăннисем унта З.Михайлова вĕрентекен-çыравçă тăрăшнипе йĕркеленĕ «Асран кайми юрăç пулам-и?» презентацие пăхрĕç.
Ăçта чăннипех те халăх творчествине аталантарасси çине тимлĕх уйăраççĕ, унта чăннипех те ăнăçусем, çамрăк талантсем палăраççĕ.
Творчество çыннисен лаççи — «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ. Халь кашни уйăхрах тухакан литстраницăсенче Л.Антонов, Н.Карай, В.Рудникова,Л. Николаев (Савран), З.Михайлова, Г.Дубров, Н.Петров, Г.Тусли, И.Чураль, Р.Репин, М.Прохоров, К.Шачкин, Ф.Степанова ят-хушамачĕсене асăрхама пулать.
Анчахрах Н.Карай «Ураллă купăс» кĕнеке пичетлесе кăларма пултарчĕ. Вăл ача-пăча тематикипе çыхăннă.
Ача-пăча пултарулăхне аталантарассипе Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти «Кăмăл» литкружок ырă ĕç тăвать. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зинаида Михайлова йĕркелесе пырать. «Кăмăл» ятлă ку кружок.
Кăçал кăна асăннă кружокри Полина Андрианова, Оксана Журавлева, Елена Степанова çамрăксен сăввисем «Ял пурнăçĕ» хаçатра кун çути курнă.
Композиторсем пирки чарăнсассăн, юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче Н.Филимоновпа Г.Алексеев иккĕшĕ те 70 çул тултарчĕç. Вĕсен юбилейĕсене библиотекăра пухăнса паллă тунă.
«Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль 2008 çулхи март уйăхĕнче, шучĕпе Х1-мĕшĕ Упире пулнă.Праçнике Красноармейскинчи, Карайри, Упири, Кĕçĕн Шетмĕри, Шывпуçĕнчи юрă-ташă ушкăнĕсем хутшăннă. Уйрăм юрăçсем те тупăшнă фестивальте. Пухăннисем Н.Филимонов, В.Рудникова, И.Прокопьев, Ю.Романов, Ю. Шепилов , Н.Никоноров композиторсем кĕвĕленĕ юрăсене хапăхлласах йышăннă.
Çамрăк композиторсенчен Карайри Юрий Романов анлă утăмсем тăвать. Юррине те кĕвĕлет, сăввине те çырать вăл.
2009 çул çыравçăсемшĕн, районтисемшĕн юбилейсемпе çыхăннă. Акă, сентябрь уйăхĕнче, чăвашла авăн уйăхĕ тетпĕр, Леонид Антонов— çитмĕл, Кĕрекаçри Филипп Андреев 90 çул тултараççĕ. Чÿк уйăхĕнче вара Пайсупинра çуралнă, Вăрнарта пурăннă Порфирий Егоров 90 çул тултарать.
Хам сăмаха вĕçленĕ май çапла каласшăн: пĕрлĕхре яланах вăй пулнă, апла пулсан Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн вăйĕ çав йышра вăй хуракан пултаруллă та талантлă çынсенчен, вĕсен творчеситвăлла шухăшлавĕнчен чылай килет те. Пĕччен хулă хуçăлать, йышпа кар тăрса вăй хурсан, малашлăха пăхсан йывăрлăха çĕнме пулатех. Чăваш Республикинчи пĕртен-пĕр литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ яланах ура çинче çирĕп тăтăр.
 2009 çулхи майăн 26-мĕшĕ.



Нестер Янкас (Нестер Кириллович Ефимов) 1909 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Янкасра вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан пуçламăш шкулта, унтан Упири ултă çул вĕренмелли шкулта, каярахпа Çĕрпӳри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1928 çулта Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулĕнчен вĕренсе тухнă, типографире наборщикре ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта «Сунтал» журнал редакцине куçнă. 1932 çулта вăл Самар хулине куçса кайнă, унта типографире кĕнеке калăплакан редакторта ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. 1934 çултанпа поэт Чăваш АССР кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор пулнă, унтан «Сунтал» журнал редакцийĕн ответлă секретарĕнче ĕçленĕ.

Сăвăçăн кун-çулĕ 1942 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Анат Тагилта татăлнă.

Н.Янкас литература ĕçне 1928 çулта хастарлăн кӳлĕннĕ. Вăл калавсемпе очерксем те çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Ăна 1934 çулта СССР Писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Ирхи йĕрсем» (1931), «Сăвăсем» (1935, 1939), «Парне» (1940), «Иккĕмĕш парне» (1941), «Катя» (1958), «Лирика»(1961).

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 449 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çӳл ту çинче, ай, мĕн пур?
Йăрăс тополь, хурăн пур,
Ту илемне кӳреççĕ, —
Çӳллĕ ӳсĕр! тееççĕ.
 
Пирĕн ялта, ай, кам пур?
Каччă трактористсем пур,
Хир илемне кӳреççĕ, —
Çĕршыв пирĕн! тееççĕ.
 
Сад пахчинче, ай, мĕн пур?
Улми те пур, çырли пур,
Сад илемне кӳреççĕ, —
Татăр, çийĕр! тееççĕ.
 
Пирĕн ялта, ай, кам пур?
Стахановка хĕрсем пур.
Ĕç илемне кӳреççĕ, —
Суйлăр, савăр, тееççĕ.
 
Çаран çинче, ай, мĕн-пур?
Тимĕр кăвак утсем пур,
Пуçа ухса çӳреççĕ, —
Йĕнер кирлĕ! тееççĕ.
 
Пирĕн ялта, ай, кам пур?
Кавалеристсем те пур.
Орден çакса çӳреççĕ, —
Çĕршыв сыхă! тееççĕ.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 414 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Çап-çут сенкер кăвак ирпе
Эп Шетмĕ хĕррине тухам-и —
Хавас яш-кĕрĕм ячĕпе
Чи хӳхĕм юррăма пуçлам-и?
 
Хĕвелĕн ылтăн шевлине
Савни пек ытама илем-и?
Илемлĕ çĕрĕ-шыв сăнне
Татах илемлĕн эрешлем-и?
 
Ирхи сар кайăк кĕввине
Чĕрем валли илтсе юлам-и?
Хаваслă пурнăç юррине
Хам та сар кайăк пек юрлам-и?
 
Кĕмĕл пек янракан юрра
Татах та уççăн янратам-и —
Телейлĕ, тулăх çĕршывра
Асран кайми юрăç пулам-и!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 400 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz