|
Çĕршыв хĕрĕ, 1938
Курсаттăм эп Карелире Шап-шурă çурçĕр хурăнне — Çурта пек тӳрĕ ӳснине. Çав хурăнран илемлĕрех Сан кĕлеткӳ, савниçĕм. Курсаттăм эп Ливадире Илемлĕ роза чечекне — Кăвар пек çунаканнине. Çав розăран чипертерех Сан сăн-питӳ, савниçĕм. Курсаттăм эпĕ Тухăçра Казах пуш хирĕн кăлканне — Сап-сарă пурçăн пеккине. Çав кăлканран та сарăрах Санăн çӳçӳ, савниçĕм. Курсаттăм эпĕ тайгара Çурçĕр çĕмĕрчĕн çырлине — Агат пек çиçекеннине. Çав çырларан та хурарах Санăн куçу, савниçĕм. Хура çунатсене авса, Чĕкеç вĕçет ак улăхра; Чĕкеç вĕçмест-мĕн улăхра — Чĕкеç çуначĕ пек-мĕн сан Куç харшисем, савниçĕм. Пăхап та эпĕ сан çине — Курап çĕршывăн илемне, Курап çĕршывăн телейне, Курап çĕршыв пуласлăхне, Ман тантăшăм, савниçĕм!
| Категори: Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Кам хушнă: mixaj_58 (24.05.2009)
| Миçе çын вуланă: 465
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|