Ытларикун, 26.11.2024, 20:06
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Асаилÿсем

Категорире миçе материал: 2
Миçе материал кăтартнă: 1-2

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Çапла çирĕппĕн те уçăмлăн калама, хамăр сассăма пама сăлтавĕ те пур пирĕн. Чĕрĕк ĕмĕр пурăнатпăр, тăрăшатпăр, малалла утатпăр вĕт эпир. 1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ. Çак кун Трак тăрăхĕнчи пултарулăх лаççинче вăй хуракансемшĕн, сỹнми çăлтăр евĕр, нихăçан манăçми кун пулса юлчĕ. Тĕрĕссипе, историн анлă çул-йĕрĕнче Красноармейски районĕнче Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) ячĕпе хисепленекен культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ чăмăртанни тăван республикăра — Чăваш Енре ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ тесшĕн эпĕ. Чăн малтанах ăна йĕркелеме, пĕрремĕш утăма çирĕппĕн ярса пусма ăс-хакăл, вăй-хал тата, çиччĕ виç те пĕрре кас тенешкел, анлă шухăш-пуçарăва çутта кăларма çине тăнă ентешĕмсене ят-хушаматранах асăнассăм килет. Çав хастар йышра пĕрремĕш ретре халĕ Красноармейскинчи вăтам шкулта çамрăк ăрăва чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлỹ паракан, Çырмапуç Карайра çуралса ỹснĕ, мĕн ачаранах фольклор тĕнчине парăннă патвар шăмшаклă, çирĕп утăмлă, чăн-чăн чăвашлăхшăн чун-чĕре уççипе çунакан Виталий Михайлович Михайлова палăртасшăн. 1989 çул... Çĕршывăн ун чухне çĕнетỹ тапхăрĕн — перестройкăн хĕрỹ вăхăчĕ. Ентешĕм çав тапхăрта парти райкомĕн идеологи пайĕн инструкторĕччĕ. Паллах, Мăн Çавалпа Шетмĕ тăрăхĕнчи культура пурнăçĕн малашлахĕшĕн, аталанăвĕшĕн яваплă çынччĕ вăл. Муркаш тăрăхĕнчи тури чăвашсем, чăваш маттурĕсем "Вирьял" юхăм йĕркелеме шут тытнă та форума Трак енсене те çитсе курма йыхрав янă-мĕн. Фольклор уявне Трак тăрăхĕнчи юрăпа ташă ăстисен пĕр ушкăнĕ хутшăннă ун чух. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ванюшкасси каччи Ю. Миронов баянпа выляса чăваш халăх юррине В. Михайлов шăрантарнă. Пăр вырăнтан тапраннă. Район ертỹçисем те вырăнти çыравçăсене, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсене, ỹнерçĕсене, таврапĕлỹçĕсене, юрăçсене пĕр чăмăра пĕрлешме, пĕр ĕмĕт-шухăшпа вăл е ку творчество лаççинче тар кăларма ирĕк пани савăнтарать пире. Паллах, пĕрлĕхе Нестер Янкас ятне пани те унăн пĕлтерĕшне татах хăпартрĕ, Мăн Çавал юхан шывĕ хĕрринчи пĕчĕк мар Янкас ялĕнчен тухнă, чăвашри чи малтанхи мухтавлă çыравçă ячĕ çуталчĕ, халăх умне тепĕр хут таврăнчĕ тесшĕн эпĕ. Асăннă пĕрлĕхĕн (обществăн) Уставне тата Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен премин положенине те пăхса тухса хушăмсем кĕртсе çирĕплетнĕ.

Асаилÿсем | Миçе çын пăхнă: 338 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.02.2015 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Çапла, 1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ Красноармейски районĕнчи пултарулăх лаççинче вăй хуракансемшĕн нихçан манми кун пулса юлчĕ. Трак тăрăхĕнчи писательсемпе поэтсем, хăй тĕллен вĕреннĕ композиторсем, художниксем, таврапĕлÿçĕсем пĕр чăмăра пĕрлешрĕç çавăн чухнехи пухура. Ку пире, пĕр енчен илсен,  питĕ савăнтарчĕ, тепĕр енчен илсен,  халăх умĕнчи яваплăха ÿстерчĕ. Тинех эпир общество вырăнĕнче тивĕçлĕ вырăна лартăмăр. Район ертÿçисем пире пĕр вăя чăмăртанса хамăр тĕллĕн аталанма ирĕк пани чуна çĕклерĕ. Пĕрлĕхе Нестер Янкас ятне пани те унăн пĕлтерĕшне хăпартрĕ, мĕншĕн тесен ку ĕç вăл районтан тухнă чи малтанхи профессилĕ çыравçă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ, унăн таса ятне, нумай çул иртсен пулин те,  каялла туллин тавăрчĕ.
Эпĕ те, Трак енĕн ытти пултаруллă çыннисемпе пĕрлех, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе çав кун кĕтĕм. Пурте ятарлă ведомоçа член укçи пухни çинчен алă пусрăмăр. Ку хут халĕ те упранать. Пирвайхи ертÿçĕ Анатолий Раськин поэт, вăлах музыкант тата врач, çак ĕçе хастаррăн кÿлĕнни ырă тĕслĕхчĕ. Йывăр лава тапса туртни куллен сисĕнетчĕ. Вăл тăрăшнипе тата çине тăнипе Илья Степанов культура ĕçченĕ тата композитор çырнă юрăсен пысăк пуххине хатĕрлесе кăларма мехел çитерчĕç янкасçăсем. Çакăнта манăн та тÿпе пур тесшĕн эпĕ.
Асаилÿсем | Миçе çын пăхнă: 475 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 17.12.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz