Вырсарникун, 12.01.2025, 00:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем

Çамрăксен юрри, 1938
Çӳл ту çинче, ай, мĕн пур?
Йăрăс тополь, хурăн пур,
Ту илемне кӳреççĕ, —
Çӳллĕ ӳсĕр! тееççĕ.
 
Пирĕн ялта, ай, кам пур?
Каччă трактористсем пур,
Хир илемне кӳреççĕ, —
Çĕршыв пирĕн! тееççĕ.
 
Сад пахчинче, ай, мĕн пур?
Улми те пур, çырли пур,
Сад илемне кӳреççĕ, —
Татăр, çийĕр! тееççĕ.
 
Пирĕн ялта, ай, кам пур?
Стахановка хĕрсем пур.
Ĕç илемне кӳреççĕ, —
Суйлăр, савăр, тееççĕ.
 
Çаран çинче, ай, мĕн-пур?
Тимĕр кăвак утсем пур,
Пуçа ухса çӳреççĕ, —
Йĕнер кирлĕ! тееççĕ.
 
Пирĕн ялта, ай, кам пур?
Кавалеристсем те пур.
Орден çакса çӳреççĕ, —
Çĕршыв сыхă! тееççĕ.

Категори: Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Кам хушнă: mixaj_58 (24.05.2009)
Миçе çын вуланă: 417 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz