|
Пайра миçе материал: 95 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 71-75 | Страницăсем: « 1 2 ... 13 14 15 16 17 18 19 » |
Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ (.ppt)
Уçласа ил
|
|
Ешĕр, хаваслăх, Ăшшăн çу, Чун çумăрĕ — Таса куççуль! Йĕрес килет. Куççуль тухмасть. Пĕлетĕп: кирлĕ мар йĕме. Халь нимĕн те пусараймасть Тулса капланнă чĕреме. Каятăп эп инçе-инçе... Ан ман... Упран инкексенчен; Кам юратать-ши — çав нумайччен Кăвар усрать хăй чĕринче!
|
|
Кĕр калчи кашма пек. Тӳперен Кашласа иртеççĕ тăрнасем. Янăрарĕ сывлăш, — кӳлĕре Сӳс чӳхеççĕ шавлăн инкесем. Пăрăнатăп çул çинчен: калча Шăп та шай ура сыппи таран! Сăрт çинчи вăрманĕ улача, Сар хĕрсем çӳреççĕ кăмпара. Кĕр çĕртми чуста пек кăпăшка, — Тулĕ тепĕр кĕр каллех пӳлме! Пыл пек тутлă ĕмĕт-шухăшпа Харсăр пуç тулать, хуйха пĕлмес! Чун тӳлек. Çанталăк та тӳлек. Вăйăма ниçта хума та çук, — Их! — чупса пăхатăп... Тен, кун пек Ĕрĕхсе чупман-тăр пĕчĕк чух! Кепкăна кăшт чалăшрах лартса, Таврăнатăп канлĕн эп яла. Кӳршĕ хĕрĕ, ăшшăн йыхăрса, Хăналать мана сим пылпала.
|
|
Чечек çеçке çурать, ăна Тăпра парать хăй сĕткенне. Çаплах çĕршыв та халь сана Сĕнет ыр пурнăç шерпетне. Ĕçех ăна! Юрат мана... Анчах çĕршыв тивĕçĕнчен Ан тух нихçан та. Яланах Таса пул халăх йышĕнче!
|
|
|
| Ыйту | |
| Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|