|
Тен, ахаль мар | Сăвă | 1939
Хумхантарать йĕкĕтсене Тӳп-тӳрĕ пӳ, тăп-тăпăл пӳ... Тен, ахаль мар хапха умне Çурта пек хурăн лартрăн пуль, Юратнă тусăм? Çырла питсем! Вĕсем çине Ӳкеççĕ ют куçсем ялан... Тен, ахаль мар крыльца умне Лартса ӳстертĕн пуль палан, Юратнă тусăм? Кăвак куçсем! Çамрăк чĕрем Хăрать вĕсем тĕс тăкасран... Тен, ахаль мар кăвак сирень Ӳстертĕн пулĕ пахчара, Юратнă тусăм? Кăчкă çӳçсем! Вĕсем çине Хăратăп эп юр çăвасран... Тен, ахаль мар сад варрине Сар хӳшĕ аврăн хăваран, Юратнă тусăм?
| Категори: Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Кам хушнă: mixaj_58 (14.06.2009)
| Миçе çын вуланă: 439
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|