Юнкун, 27.11.2024, 02:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем

Канăç | Сăвă | 1940 |
Кĕр калчи кашма пек. Тӳперен
Кашласа иртеççĕ тăрнасем.
Янăрарĕ сывлăш, — кӳлĕре
Сӳс чӳхеççĕ шавлăн инкесем.
Пăрăнатăп çул çинчен: калча
Шăп та шай ура сыппи таран!
Сăрт çинчи вăрманĕ улача,
Сар хĕрсем çӳреççĕ кăмпара.
Кĕр çĕртми чуста пек кăпăшка, —
Тулĕ тепĕр кĕр каллех пӳлме!
Пыл пек тутлă ĕмĕт-шухăшпа
Харсăр пуç тулать, хуйха пĕлмес!
Чун тӳлек. Çанталăк та тӳлек.
Вăйăма ниçта хума та çук, —
Их! — чупса пăхатăп... Тен, кун пек
Ĕрĕхсе чупман-тăр пĕчĕк чух!
Кепкăна кăшт чалăшрах лартса,
Таврăнатăп канлĕн эп яла.
Кӳршĕ хĕрĕ, ăшшăн йыхăрса,
Хăналать мана сим пылпала.

Категори: Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Кам хушнă: mixaj_58 (14.06.2009)
Миçе çын вуланă: 453 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz