Шăматкун, 27.06.2026, 01:10
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ

Пайра миçе материал: 97
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 66-70
Страницăсем: « 1 2 ... 12 13 14 15 16 ... 19 20 »

Çур ĕмĕр ытла çынсен сывлăхĕн хуралĕнче тăнă ĕçпе вăрçă ветеранĕ Григорий Кириллович Кириллов 90 çул тултарчĕ. Унăн сумлă юбилейĕ хăйĕн чаплă пиччĕшĕн - Нестер Янкас поэтăн çуралнă кунĕпе пĕр вăхăтра тиврĕ. Иртнĕ çул эпир чăвашсен паллă лирикĕн 100 çулхи юбилейне пĕтĕм йышпа уявланăччĕ.Ҫапла, Григорий Кирилловича халӑх ытларах Нестер Янкас шӑллӗ пулнипе пӗлет. Синкер самана серепине лексе, айӑпсар айӑпланнӑ поэтӑн таса ятне тавӑрас тӗлӗшпе шӑпах вӑл тӑрӑшнӑ-ҫке. Унӑн еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн те пайтах тимленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документсене, сӑн ÿкерчӗксене, ҫырусене, хаҫат-журналсенчен касса илнӗ материалсене пухас тӗлӗшпе куллен ӗҫленӗ. Нестер Янкаспа ҫыхӑну тытнӑ, тӗрмере пӗрле пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, аса илусем илсе юлнӑ. Хӑй те "асран кайми Нестер пичче", "3254-мӗш ӗҫ" аса илӳсен ярӑмӗсене ҫырса пичетленӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен йӑх-несӗл тымарӗсем, Янкас ялӗн историйӗ ҫинчен ал ҫырусем хатӗрленӗ.

Тӗрӗссипе, Григорий Кириллович каланӑ тӑрӑх, унӑн биографийӗн пурнăç пуçламăшĕнче икӗ дата тӗл пулать: пӗрин ҫинче — вӑл 1919 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче ҫуралнӑ пек курӑнать. Ӑна ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗсенчен илтсе ӑша хывса хӑварнӑ. Ӗҫӗ акӑ мӗнле сӑлтавланнӑ: анчахрах кун ҫути курнӑ ачана, Ҫӗньял Карайри кукамӑшӗ патне вӑхӑтлӑх кайсан, Карай чиркӗвӗнче шыва кӗртсе ят хума шутланӑ. 'Турӑ шывӗнче" чӑпӑл тунӑшӑн укҫа тÿлемелле пулнӑ. Килтисен ҫумра кирлӗ чухлӗ укҫа пулайман. Пачӑшкӑ вара ача ятне хурса хут ҫине ҫырмасӑрах кӑларса янӑ. Пурӑнсан-пурӑнсан — 1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗш кунӗнче "ятсӑр ачана" Упи чиркӗвне шыва кӗртме илсе кайнӑ. "Вӑхӑтра ҫырмалла пулнӑ — пире куншӑн айӑплама пултараҫҫӗ", — тенӗ кунти пачӑшкӑ. Ҫапах та килӗшнӗ...

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 713 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чăваш литературинче СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ Нестер Кириллович Ефимов – Янкас тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Анчах та унăн пурнăçĕ çав тери кĕске пулнă – 33 çул тултарсанах, синкер самана серепине лексе, Анат Тагил тĕрминче вилнĕ. 
Нестер Янкас 1909 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Янкас ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ вăтам хресченсем пулнă.
Пулас поэт малтан – ялти пуçламăш, унтан – Упири ултă çул вĕренмелли, каярахпа – 2 çул хушши Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулсенче пĕлÿ илнĕ. 1926 çулта вăл Шупашкарти типографии çумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ те 1928 çулта вĕренсе тухнă. Вара типографире наборщик пулса ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта Н. Янкаса «Сунтал» журнал редакцине ĕçлеме илнĕ. 1932 çулта вăл Самара хулине куçса кайнă, унти типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. Çавăнтанпа поэт Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор, «Сунтал» журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă. 1934 çулта ăна Писательсен Союзне илнĕ.
Хăй пурăннă вăхăтра Нестер Янкас умлă-хыçлах 9 кĕнеке кăларса хăварма ĕлкĕрнĕ. Вĕсенчи сăвăсенче çĕнелсе пыракан пурнăçа мухтанă. Поэт калавсемпе очерксем те çырнă. Вырăс классикĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă.
Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 502 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 28.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кӑҫалхи Чӑваш календарӗ те паллӑ юбилейсемпе пуян. Вӗсенчен пӗри — пирĕн чаплӑ ентеш Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарни. Вӑл чӑваш ҫыравҫисен пӗрлёхӗн йышне хамӑр Красноармейски районĕнчен кӗнӗ пӗрремӗш ҫын пулнӑ, чӑвашсен чи ҫепӗҫ лирикӗ шутланнӑ.
Нестер Кириллович Ефимов-Янкас 1909 ҫулхи февралӗн 20-мӗшӗнче хӑйне ӗмӗрлӗхех ырă хушамат парса хӑварнӑ Янкас ялӗнче, хальхилле каласан, ӗҫчен ҫынсен кил-йышĕнче ҫуралнӑ. Янкасри пуҫламӑш, Упири 6 класлӑ Ҫӗрпӳри 2 сыпӑклӑ шкулсенче вӗреннӗ. 1926-1928 ҫулсенче Шупашкарти типографи ҫумӗнчи ФЗО шкулӗнче пӗлӳ илнӗ те наборщикра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1930 ҫулта ӑна "Сунтал" (каярахпа—"Ялав") журнал редакцине чӗнсе илнӗ. 1932 ҫулта Самара хулине куҫса кайнӑ, унта темиҫе ҫул хушши типографи-ре кĕнекесем калăплакан редактор пупнă. 1934ҫулта вӑл СССР Писателĕсен Союзне кӗнӗ. Ăна "Сунтал" журналӑн яваплӑ секретарьне лартнă Ҫак ӗҫре мӗн синкерлĕ самана ҫитичченех вăй хунă Хайӗн кӗнеки-сене кӑларассишĕн ҫеҫ мар, ытти ҫыравҫӑсене кӑпарса парассишĕн те тăрăшнă. Анчах та ун ĕмĕрĕ çав тери кĕске пулнă: юлташĕсем сутнипе, сăлтавсăр айăпланисен шутне кĕртсе, ăна тĕрмене хупнă. Анат Тагил хулинче лагерьте асапланнă хыççăн 1942 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ун чухне вӑл 34 ҫул та тултарайман.
Тӗпрен илсен, ҫапла ҫеҫ асӑнса иртме пулать поэтӑн йĕрсĕр ҫухалман пархатарлӑ пурнӑҫ хроникине. Ку йĕркесене эпир "Чăваш писателĕсем'' справочниксенче те вуласа пӗлме пултаратпӑр.
Нестер Янкас пирӗншĕн чӑннипех те поэт-патриот пулнипе хаклӑ тетпӗр пулсан, мĕншӗн асăнса  иртес мар-ха унӑн пултарулӑх еткерне? Ялти шкулта ӑс пухма тапратнӑ вӑхӑтсенчех унӑн сӑввисем стена хаҫачĕсенче кун ҫути курнӑ-ҫке. Сӑмах май каласан, унӑн юбилейӗ Янкас шкулӗ 100 ҫул тултарнипе пӗр килчӗ. Кун-тан вӗренсе тухнисем хушшинче вӑл малти вырӑна лартмалли паллӑ ҫын.
Малтанхи хайлавӗсене Нестер Кириллович "Вируй" хушаматпа кӑларнӑ. Ӑна вӑл тăван енри ҫав ятлӑ уй-хире юратса панӑ. Каярахпа, ҫуралнӑ вырӑнсенчен инҫетерех ӗҫлесе пурăннӑ ҫулсенче, тен, ӑна Янкас ячӗ ҫывăх пулса тыткӑнланӑран, чӑваш литературинче унӑн ячӗ çавӑн пекех янравлӑн кӗрсе вырнаҫнӑ.
Тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хулинче Нестер Янкас творчествӑри пултарулӑх ҫулӗ ҫине ҫирӗп тӑнӑ. Кунтах вӑл Ҫемен Элкерпе, ИЛле Тукташпа, Микихвер Ваҫанккапа, Митта Ваҫлейӗпе, Вихтӑр Рзайпа ҫывӑхланнӑ. 20 ҫулхи Нестер сӑввисене Хумма Ҫеменӗ те асӑрхамасӑр хӑварман. Уйӑп Мишши 21 ҫулта чухне тин сӑвӑсем ҫырма тытӑннӑ пулсан, Нестер Янкас 21 ҫулта пӗрремӗш сӑвӑ кӗнеки кӑларнӑ. 1931 ҫулта "Сӑвӑсем" ятпа тухнӑ кӗнеке хыҫҫӑн поэт талантӗнчен тӗлӗнсе кӗвӗҫекен пӗчӗк тӑшмансем ӑна такӑнтарма та пӑхнӑ. Ҫук, пуҫа усман, парӑнман пирĕн сăвӑҫ. Пурӑннӑ 33 ҫул хушшинче 9 кӗнеке кӑларса юлма ӗлкӗрнӗ.
Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 827 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 27.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хисеплĕ Виталий, малтанхи йĕркеренех хуравлама май тупнăшăн тав тăватăп. Халь кăштах ыйту пирки. Çывăх вăхăтра Çĕнĕ çула кĕретпĕр. Эпир - Питĕрте пурăнакан чăваш çамрăкĕсен пĕчĕк ушкăнĕ - кивĕ çула вĕçлесе "Питĕр чăвашĕсем" хаçатăн юлашки номерне кăларса ярасшăн. 
Кăçал Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине эпир паллă тăваймарăмăр. Тĕрĕссипе каласан, çул вĕçĕнче Янкаспа Çеçпĕлĕн çуралнă кунĕсене пĕрлештерсе пĕр культура каçне ирттересшĕнччĕ. Анчах йывăрлăхсене пула ниепле те пухăнаймарăмăр. Халь çула вĕçличчен "ПЧ" страници çине Янкаспа çыхăннă чăвашла пĕр статья пичетлесе поэта асăнса хăварасшăн. Шухăшăма кура поэтăн кунĕ-çулĕ çинчен Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх членĕсенчен тата аванрах никам та çырас çук. Май пулсан январĕн 1-шĕччен пирĕн Янкас çинчен шухăша палăртакан чăвашла заметка илме пулмасть-ши? Заметка, энциклопедилле информацинчен ытларах "Янкасăн шăпи тата паянхи кун" евĕрлĕ темăпа пулсан тата та вырăнлă пулать. Мĕншĕн тесен поэтăмăр çинчен энциклопедире вуласа пĕлме май пур, анчах, Янкасăн чăваш поэчĕсем хушшинчи вырăнĕ; вăл тапхăрти чăваш илемлĕ çырулăхне упраса хăварма тăрăшакан вуншар чăваш интеллигентне тĕрмене лартни, ссылкăна яни; çав тапхăрти асап тÿснĕ çынсене пула эпир çак чĕлхемĕрпе калаçса савăнни тата çав сăлтавпах атте-аннен чĕлхине упраса хăварма кирли; кăçал Чăваш Енре е тулайра Янкаса асăнса ирттернĕ мероприятисем çинчен информаци тата ытти самантсем пулсан аван пулать. Унсăр пуçне Янкасăн Интернетри стандартлă сăн ÿкерчĕкĕсĕр пуçне сирте урăх сăн ÿкерчĕк пур пулсан ăна та ярса пама хистетĕп.
Янкас пĕрлешĕвĕн çак ĕçе пурнăçлама май пур-ши? Енчен те май пур пулсан хаçатăн пĕр экземплярне почтăпа ярса парăп.

--
С уважением,
Геннадий КУДРЯШОВ
Главный редактор газеты
"Петербургские чуваши"
http://peterchuvash.googlepages.com
Çырусем тата пирĕн наградăсем | Миçе çын пăхнă: 395 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 27.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çапла, 1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ Красноармейски районĕнчи пултарулăх лаççинче вăй хуракансемшĕн нихçан манми кун пулса юлчĕ. Трак тăрăхĕнчи писательсемпе поэтсем, хăй тĕллен вĕреннĕ композиторсем, художниксем, таврапĕлÿçĕсем пĕр чăмăра пĕрлешрĕç çавăн чухнехи пухура. Ку пире, пĕр енчен илсен,  питĕ савăнтарчĕ, тепĕр енчен илсен,  халăх умĕнчи яваплăха ÿстерчĕ. Тинех эпир общество вырăнĕнче тивĕçлĕ вырăна лартăмăр. Район ертÿçисем пире пĕр вăя чăмăртанса хамăр тĕллĕн аталанма ирĕк пани чуна çĕклерĕ. Пĕрлĕхе Нестер Янкас ятне пани те унăн пĕлтерĕшне хăпартрĕ, мĕншĕн тесен ку ĕç вăл районтан тухнă чи малтанхи профессилĕ çыравçă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ, унăн таса ятне, нумай çул иртсен пулин те,  каялла туллин тавăрчĕ.
Эпĕ те, Трак енĕн ытти пултаруллă çыннисемпе пĕрлех, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе çав кун кĕтĕм. Пурте ятарлă ведомоçа член укçи пухни çинчен алă пусрăмăр. Ку хут халĕ те упранать. Пирвайхи ертÿçĕ Анатолий Раськин поэт, вăлах музыкант тата врач, çак ĕçе хастаррăн кÿлĕнни ырă тĕслĕхчĕ. Йывăр лава тапса туртни куллен сисĕнетчĕ. Вăл тăрăшнипе тата çине тăнипе Илья Степанов культура ĕçченĕ тата композитор çырнă юрăсен пысăк пуххине хатĕрлесе кăларма мехел çитерчĕç янкасçăсем. Çакăнта манăн та тÿпе пур тесшĕн эпĕ.
Асаилÿсем | Миçе çын пăхнă: 511 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 17.12.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2026Сделать бесплатный сайт с uCoz