Вырсарникун, 05.05.2024, 17:49
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Раштав » 15 » Ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр, тĕллевсене палăртрăмăр
Ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр, тĕллевсене палăртрăмăр
21:34
Сăн ÿкерчĕк

 Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕн ларăвĕ пулчĕ. Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн унта ку пĕрлĕх председателĕ И. Прокопьев правленин 2019 çулхи ĕçĕсем çинчен отчет туса пачĕ. Иван Афанасьевич çак тапхăрта ирттернĕ мероприятисем пирки туллин чарăнса тăчĕ. Иртекен çулталăкри финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăру çинчен председатель çумĕ В. Михайлов пĕлтерчĕ. Кăçал районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 30 çул çитет. Çавна май раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче, ытларикун районти Культура çуртĕнче савăнăçлă каç пулать. Унта районти Н. Янкас премийĕн çĕнĕ лауреачĕсене чыслаççĕ, лауреатсен пултарулăхĕн концерчĕ иртет. 18 сехет те 30 минутра пуçланать. Çỹлерех асăннă ыйтусемпе ларура В. Константинов, А. Алексеев, С. Гурьева, Н. Никоноров тата çак йĕркесен авторĕ тухса калаçрĕç. Ларура "Кедр тăрăхĕ — Трак ен" проект ертỹçине С. Мефодьевăна районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн членне илчĕç (Светлана Матвеевна хурав сăмахĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ парк уçма сĕнчĕ). Правлени членĕсем çавăн пекех организациллĕ ытти ыйтусене те тишкерчĕç, тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Ларура кунпа пĕрлех районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн çитес çулхи ĕç планне пăхса тухса çирĕплетрĕç.

В. Данилов, янкасçă.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 186 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz