Ытларикун, 07.05.2024, 18:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Чÿк » 1 » Нестер Янкас пĕрлĕх хăйĕн орденне никĕсленĕ
Нестер Янкас пĕрлĕх хăйĕн орденне никĕсленĕ
17:50
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче паянхи кун татса памалли ыйтусене пăхса тухнăччĕ. Пĕрремĕшĕ: пĕрлĕхĕн 30 çулхи юбилей каçне раштавăн 24-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Ăна 2019 çулшăн паракан Преми лауреачĕсене чыслассипе пĕрлештерме тĕв тунă. Унччен Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне тивĕçлĕ кандидатсемшĕн ыйтса çырнисене ятарлă комиссине çитермелле. Иккĕмĕшĕ: чăваш çыравçисен пĕртен-пĕр журналĕпе – «Тăван Атăл» альманахпа çыхăнăва çирĕплетме, çак журнала пĕрлĕх пайташĕсене çырăнма тата халăх хушшинче сармашкăн тăрăшма чĕнсе каларĕç. Унпа пĕрлех район хаçатне – «Ял пурнăçне» çырăнмаллине те аса илтерчĕç. Виççĕмĕшĕ: пĕрлĕх пайташĕсем сĕннипе пултаруллă тата уйрăмах талантлă ентешсене хавхалантарма «Чăваш культурине тата искусствипе литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орден никĕслеме шутланă. Пĕрлĕх правленийĕн пайташĕсем Александр Казаков художник дизайнер тăратнă вариансенчен орден эскизне тата пайташ паллине (значокне) çирĕплетнĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 213 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (01.11.2019 17:51) [Материал]
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче, тунтикун, районти тĕп вулавăшăн вулав залĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ăна асăннă пĕрлĕх председателĕ И. Прокопьев йĕркелесе пычĕ. Кăçалхи раштав уйă-хĕн 22-мĕшĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне туса хунăранпа 30 çул çитет. Çавна май правлени членĕсем ку юбилее раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче, ытларикун 18 сехет те 30 минутра районти Культура çуртĕнче ирттерме калаçса килĕшрĕç. Уявăн сумлăхне ỹстерес, мăнаçлăхне хăпартас тĕллевпе Н. Янкас ячĕллĕ премин çĕнĕ лауреачĕсене чыслассине те çак мероприяти вăхăтĕнчех йĕркелеме пăхаççĕ, çавăнпах вĕсем пирки калакан материалсене чỹк уйă-хĕн 24-мĕшĕнчен кая юлмасăр йĕркелỹ комитетне тăратма ыйтаççĕ. Ларура Н. Янкас ячĕл-лĕ пĕрлĕхĕн значокĕн (паллин) эскизĕсене пăхса тухса кăмăла кайнине суйласа илчĕç. Çак ыйтупа пĕрлĕх председателĕ И. Прокопьев тата унăн çумĕ, Красноармейскинчи вăтам шкул учителĕ В. Михайлов тухса калаçрĕç. Янкасçăсем çавăн пе-кех хаçат-журнала 2020 çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтарас тапхăра пурне те активлăраххăн хутшăнма, республикăри литературăпа культурăн тата искусствăн “Тăван Атăл” журналне (кăçалхи 8-мĕш номерте унта районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх членĕсене сăмах панă), çавăн пекех районти “Ял пурнăçĕ” хаçата çырăнса илме чĕнсе каларĕç. Ларура кунпа пĕрлех хăш-пĕр ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.В. Данилов.



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz