Эрнекун, 19.04.2024, 06:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2020 » Кăрлач » 25 » Иван Шашков - çĕршывăн космос аталанăвне чĕрĕлĕх кĕртекенсенчен пĕри
Иван Шашков - çĕршывăн космос аталанăвне чĕрĕлĕх кĕртекенсенчен пĕри
16:00
Сăн ÿкерчĕк

Трак енрен паллă çынсем чылайăн тухнă. Вĕсенчен пĕри — Иван Ефимович Шашков. ... Вăл 1909 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче хамăр тăрăхри Пайсупин ялĕнче çуралнă. Упири пуçламăш, Çĕрпỹри икĕ сыпăклă шкулсенчен, 1935 çулта Ленинградри патшалăх университечĕн математикăпа механика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1936-1938 çулсенче 224-мĕш номерлĕ заводра инженер-расчетчикра ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă, аманнă. Ленинград хулине хỹтĕлес тата ăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче пулнă. 25840-мĕш номерлĕ çар чаçĕнче службăра тăрса 1946-1959 çулсенче стратеги тĕлĕ-шĕнчен пысăк пĕлте-рĕшлĕ ракетăсем туса кăларакан ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. 1959-1963 çулсенче кунти лаборатори, 1963-1966 çулсенче ăслăлăх ĕçĕн, 1966-1969 çулсенче ятарлă вĕçев аппарачĕсен пайĕн пуçлăхĕсенче вăй хунă. Ăслăлăхăн 9 кандидачĕпе 2 докторне хатĕрленĕ. С.П. Королевпа пĕрле Р-7 ракетăсене ха-тĕрлесе кăларма тата тĕпчев ĕçĕсем ирттерме тỹрремĕнех хутшăннă. Ку никĕс çинчи ракетăпа Ю. Гагарин, Г. Титов, хамăр ентеш — А. Николаев, П. Попович космонавтсем тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ. И. Шашков 338 ăслăлăх ĕçĕ, 3 монографи çырнă. Инженер-полковник. РСФСР ăслăлăхпа техникăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Иван Ефимовича 1944 тата 1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш, 1985 — пĕр-ремĕш (степеньлĕ, çавăн пекех Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав (1971) орденĕсемпе, чылай медальпе наградăланă. Вăл 1947 тата 1948 çулсенче СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Министерствин артиллери ăслăлăхĕсен Академийĕн премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Чăн та, маларахри çулсенче ун пирки çырсах кайман, çакна вăрттăнлăхра упранă. Юлашки çулсенче вара пичетре И.Е. Шашков çинчен материалсем те курăнма пуçларĕç. Иван Ефимович ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕ хăш-пĕр тавра пĕлỹçĕне те интереслентерме тытăнчĕ. Вăл çуралнăранпа 100, стратеги тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлте-рĕшлĕ Ракета çарĕсене туса хунăранпа 60 çул çитнĕ май, пĕлтĕр Шупашкарти "Çĕнĕ Вăхăт" издательствăра Владимир Константиновпа Виктор Даниловăн "Был веку нужен и Иван Шашков" кĕнеки вырăсла кун çути курчĕ. Унта пурĕ 100 страница, сăн ỹкерчĕксенчен те пуян. Кĕнеке ум сăмахпа пĕрле 10 пайран тăрать. Вĕсенче И. Шашковăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем çинчен каласа паракан аса илỹсемпе паллашма пулать. Пĕр сăмахпа, вуламалли-пĕлмелли çав тери нумай, интереслĕ те вĕсем. И.Е. Шашков 1999 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Ăна юлашки çула ăсатма Мускавра Шупашкарпа Канашри, Киевпа Челябинск-ри тăванĕсем пухăннă. Тупăк патĕнче хисеплĕ хурал тăнă. Инженер-полковник вил тăпри çывăхĕнче виçĕ хутчен пăшал пенĕ. Ара, хăйĕн ĕç ушкăнĕнче пирĕн ентеше питĕ те хисепленĕ, сума сунă. Вăл Королев хулин юбилейлă мероприятийĕсене активлă хутшăннипе те палăрса тăнă. Халĕ вара космос аталанăвĕн малтанхи ретĕнче тăнă Иван Ефимович Шашков çинчен тăван республикăпа районта та чылай пĕлеççĕ. Профессор çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май республикăри Наци музейĕнче ятарлă экспозици йĕркеленĕ. 100 çулхи юбилейĕ тĕлне вара (2009 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче) Пайсупин ялĕнче ун ячĕпе Асăну хăми уçнă. Унта Шупашкартан килнĕ артистсем уяв концерчĕпе те савăнтарнă. Пĕлтĕрхи августра та пайсупинсем И.Е. Шашковăн 110 çулхине чыслăн паллă турĕç. Трак ен çыннисем хамăрăн мухтавлă ентешпе чăннипех те тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Сумлă профессор пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе интересленекен вулакансене вара çакна та пĕлтерес тетĕп: "Был веку нужен и Иван Шашков" кĕнекене районти тĕп вулавăшра 150 тенкĕпе туянма пулать.

В. Тавкил.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 222 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz