Эрнекун, 26.04.2024, 17:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Раштав » 15 » Эпир - вăтăр çулта!
Эпир - вăтăр çулта!
21:40
Сăн ÿкерчĕк

Ку çул Янкас пĕрлĕхĕшĕн юбилейлă. Ăна йĕркеленĕренпе раштавăн 22-мĕшĕнче 30 çул çитет. Тĕллев — уява (ăна раштавăн 24-мĕшĕнче йĕркелеме шутлатпăр, унта кашниех çитессе шанатăп, правлени членĕсен, унчченхи тата хальхи мĕнпур лауреатсен ятарласа чĕнмесĕрех çитмелле) тĕплĕн хатĕрленсе ăнăçлă ирттересси. Ку чухне пĕрлĕх 25 çул тултарнă тапхăрти опытпа анлăн усă курмалла, çав ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Хамăр ĕçе пуянлатса пынă май вĕсем пулаççех. Тĕслĕхрен, пĕрлĕхĕн тĕрлĕ тапхăрти ертỹçисене уявра калаçтармаллах пуль кĕскен, вĕсене пĕрлĕх членĕн билечĕсемпе тивĕçтермелле, значокĕсене çакмалла. Билетсемпе значоксем парасси те вăл çĕнĕлĕхсенчен пĕриех. Билетпа значок хамăр ĕçе ячĕшĕн мар, формализмсăр, тивĕçлĕ шайра туса пыни. Уявра çавна кăтартни кирлех. Лауреатсене медальсем, дипломсем пани йăлана кĕнĕ йĕрке. Халĕ ку ĕçре те çĕннине кĕртетпĕр. Кандидатсене тăратакан организацисене хамăрăн коллективлă членсен йышне, вĕсенчен взнос (500 тенкĕ) илетпĕр, çавна çирĕплетекен свидетельствăсем паратпăр. Çапла майпа пĕрлĕх вăйĕ, авторитечĕ, унăн тусĕсен йышĕ ỹсет. Лауреатсене те малтан пĕрлĕх членне (çулталăкри взнос 100 тенкĕ) илетпĕр. Çав укçапа тĕрлĕ кирлĕ ĕçсем тума май пур. Юлашки тапхăрта акă "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медальпе "Культурăри çи-тĕнỹсемшĕн" ордена ĕçе кĕртни те тăвакан çав пысăк ĕçсен шутĕнчех. Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе пĕрле ирттерекен "Янкас вулавĕсем" ăслăлăхпа тавра пĕлỹ конференцийĕ çĕнĕлĕхрен йăлана кĕнĕ çирĕп йĕркене куçрĕ, ăна 3 хутчен пухса Нестер Янкас çуралнă куна чыслăн паллă турăмăр. Районăн паллă çыннисем _ юбилярсем çинчен калакан докладсен пуххи уйрăм брошюрăра пичетленет. Вĕсем район хаçатĕнче кун çути кураççĕ. Çĕнĕ лауреатсене раштавăн 24-мĕшĕнче чысланă май çитес конференцие татах тĕплĕрех (чейлĕ тăхтавсемпе, юбилярсемпе çыхăннă чаплă юрăсемпе, ытти номерсемпе) йĕркелесе ирттерме май пур. "Янкас вулавĕсене" çитес çул Нестер Янкас çуралнă кун 2020 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче ирттерме палăртатпăр. "Шетмĕпе Çавал кĕввисен" 22-мĕш фестивальне пуш уйăхĕн (мартăн) 28-мĕшĕнче йĕркелесшĕн. Унчченхи вунă кунлăхра районта фестивалĕн малтанхи тапхăрне вырăнсенче ял тăрăхĕсенчи кану центрĕсемпе çурчĕсенче ирттермелле. Чи лайăх номерсене суйласа фестивалĕн пĕтĕмлетỹ пайне кăлармалла. Унта ытти районсенчи пултарулăх йышĕсем те пулаççĕ, хăйсен сăвăçисемпе композиторĕсен çĕнĕ юррисемпе паллаштараççĕ. Пĕрлĕх ĕçне пуш сăмах çаптарни мар, конкретлă ĕç чыс кỹрет. Районти паллă уйрăм çынсем — Кивĕ Йĕкĕтри Б. Романов, Янкасри В. Кондратьев (Пехил) сăвăçсем, Г. Прокопьев, Кушкăри И. Степанов музыкçăсем-композиторсем пурăннă çуртсем çине асăну хăмисем вырнаçтарма пултарни те çавнах, сăмаха ĕç çине куçарнине çирĕплетет. Ку кирлĕ пархатарлă ĕç вĕçленмен пулĕ тесе шутлатăп. Сăмах май, çавăнтан уйрăм янкасçăсем (Пайсупинри Г. Ефимов, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен ертỹçи, Тусайри Р. Деменцова, Чăваш наци радиовĕн ĕçченĕ) те тĕслĕх илчĕç, хăйсен çывăх хаклă çыннисене асра тытса асăннă ялсенчи вĕсем пурăннă çуртсем çине асăну хăмисем вырнаçтарчĕç. Тĕрлĕ сăлтавсене пула унччен хамăрăн литература япалисене те "Тăван Атăл" журналта пичетлеме май килмен. Кăçал эпир çак утăма та турăмăр. Кăçалхи авăн уйăхĕнчи номерĕнче юбилей çитнĕ май журнал ертỹçисемпе пĕр чĕлхе тупса пĕрлĕхре тăракан 9 авторăн (Леонид Антонов, Татьяна Борисова, Николай Ершов, Клавдия Васильева, Гурий Дубров, Зинаида Михайлова, Иван Прокопьев, Геннадий Сергеев, Юрий Борисов) сăввисемпе калавĕсем, чỹк уйăхĕн 11-мĕш номерĕнче Иван Чуралĕн калавĕсем Чăваш сатирăпа кулăш антологийĕнче кун çути курчĕç. Журнала компьютерпа наборламан материалсене йышăнмаççĕ. Кашни хăйне хисеплекен чăвашăн "Тăван Атăла" çырăнмалла. Ан тив, унăн номерĕсем килти архивра упранччăр, пулас йăх-ăрусем валли те пуян паха материал, вăл номерсене вуласа киленччĕр! Чăваш чĕлхине упрасси вăл хăй тĕллĕнех килмест. Кунта та, ытти çĕрти пекех, сăмах кăна çаптарса ĕç пулмасть. Конкретлă ĕç тумалла — журнала çырăнмалла. Çавна шута илсе пĕрлĕх "Тăван Атăла" хăй урлă йỹнĕрех хакпа çырăнтарассине йĕркелерĕ. Ăна паян та çак мелпе çырăнма май пур. Сăмах май каласан, Васнарти 88 çулхи ватă Клавдия Иванова çитес çур çулшăн ăна, Раççейĕн 2018 çулхи чи лайăх изданине — 210 тенкĕпе пĕрлĕх урлă çырăнма кăмăл турĕ. Халĕ пирĕн нумай кĕнекесен авторĕсем Николай Ершов, Владимир Константинов, Гурий Дубров Чăваш писателĕсен Союзĕн, Иван Прокопьев-Чураль вара Чăваш профессионал писательсен Союзĕн членĕсем пулса тăчĕç. Николай Никоноров ертсе пыракан халăх хорĕ (сăмах май ун йышĕнче пĕрлĕх правленийĕн членĕсем Анатолий Алексеев, Иван Прокопьев та пулчĕç, хамăрăн пĕрлĕхĕн Мухтав юррине — сăмахĕсем Николай Ершовăн, кĕвви Иван Прокопьевăн — "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" кăçалхи фестивальте Виталий Михайлов, Иван Прокопьев, Владимир Серафимов, Николай Никоноров пуçласа пĕрремĕш хут янраттарчĕç) кăçал та сумлă уявсенче — Республика кунĕнче тата ытти çĕрте пĕрремĕш вырăнта пулчĕç. А.Никонорова ертсе пыракан "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕ те республикăра чи çỹллĕ шайра. Районти Николай Никоноров, Валентина Рудникова, Иван Прокопьев Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн активлă членĕсем, вĕсем кĕвĕленĕ юрăсем - Чăваш радио - Раççей радиовĕн, Чăваш наци радиовĕн репертуарĕнче. Районти композиторсен юррисене кăларасси — ăна эпир пысăк усă курма меллĕ форматпа кăларасшăн — пурте хăйсен хайлавĕсене вăхăтра парса çитермен тата ытти ĕçсем нумай пулнă пирки тытăнса тăрать. Çакăнта та пирĕн хамăрăн пĕтĕмлетỹллĕ, татăклă сăмаха каламаллах. ЧР Профессионал писательсен Союзĕн членĕ пулнă май мана кăçал вăл йĕркеленĕ икĕ ăру тĕлпулăвне хутшăнма, унта сăмах калама та тỹр килчĕ. Çеçпĕл Мишши 120 çул тултарнине халалланă Шупашкарти савăнăçлă уява та кăмăлпа хутшăнтăм. Чирлекен правлени членĕсем патĕнче май килнĕ таран пулма тăрăшатпăр. Ку ĕçе эпĕ ытларах хам çине илнĕ. Н. Ершовăн 77 çулхи каçĕнче унăн Янкасри килне çитсе хамăрăн пĕчĕк йышпа (Н. Никоноров, Н. Филиппова, В. Данилов, И. Прокопьев) саламларăмăр. Леонид Антонова та 80 çул тултарнă май пĕрлĕхĕн Хисеп хутне çитернĕ. Пĕрлĕхĕн халĕ хăйĕн пичечĕ пур. Активăн чи тивĕçлĕ çыннисене хамăрăн Хисеп хучĕсем, Дипломсем, Тав çырăвĕсем парса хавхалантаратпăр. Тăвакан ĕçсемшĕн правлени членĕсене — хамăн çумсене Виталий Михайлова (пур ĕçре те пулăшать тата вăл пĕрлĕх сайтне тытса пыниех хăй мĕне тăрать!), Николай Никонорова (музыка секцийĕн ĕçĕ яланах çỹллĕ шайра), Анатолий Алексеева ( вăл ертсе пыракан нумай коллективсем тата хăй пĕрлĕх премийĕн лауреачĕсем), Светлана Гурьевăна (нумай ĕçсен пуçаруçи тата пурнăçа кĕртекенĕ, компьютерпа кĕнеке калăплаканĕ), Александр Казакова (пĕрлĕхĕн ỹнер секцийĕн ертỹçи, орденпа медальсен эскизĕсен тата ытти нумай ỹнер ĕçĕсен авторĕ), Виктор Данилова (хамăрăн ĕçе райхаçатра ывăнми çутатаканĕ) уйрăмах пысăк тав!

И. Прокопьев, правлени председателĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 218 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz