Шăматкун, 18.05.2024, 20:37
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Çак кунсенче вулакан патне Красноармейски ялĕнче пурăнакан Валентина Рудниковăн типографи сăрĕн шăрши те кайса пĕтмен “Вут-çулăм витĕр тухнисем” ятлă кĕнеки çитрĕ. Шучĕпе авторăн вун çиччĕмĕш кĕнеки пулчĕ вăл. “Ял пурнăçĕ” хаçат вулаканне В. Рудниковăпа паллаштарма кирлех те мар пулĕ. Валентина Васильевна — район хыпарçин чи активлă общество корреспонденчĕсенчен пĕри. Творчество ĕçне тивĕçлĕ канăва тухсан çанă тавăрсах тытăннă вăл. Унччен чылай маларах вара И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет-авт.) биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă вăл. Учитель-биолог. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальсен лауреачĕ. Асăннă фестивале кашнинчех 3-5 юрă тăратса хутшăнать, хăй хайланă юрăсемпе концертсем, творчество каçĕсем йĕркеле ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 243 | Хăçан хушнă: 06.06.2019 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ умĕн пултăм эпĕ районти тĕп вулавăшра. Алла хĕрлĕрех хуплашкаллă “Чун ăшши” кĕнеке лекрĕ. Чунри кăмăл-сипетпе, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă йĕркесемпе вулакана çывăх кĕнеке пулчĕ вăл. Пĕрре ларсах вуласа тухрăм. Авторĕ — Зинаида Михайлова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Творчество пултарулăхĕ З. Михайловăн иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче аталанма, вăй илме тытăннă. Чи малтанхи сăввисем районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра пичетленнĕ. Сăнама, шырама пĕлекен сăвăçсен йышне кĕнĕ вăл. Хăй профессипе вĕрентекенĕн лавне туртнă май, ытларах воспитани темине хускатать, çынлăх, чăвашлăх, туслăхпа юрату ытамĕсенче пулать, кашни пулăма, сăнара лирик чĕлхипе танлаштарса çутта кăларать. — Çын ĕçпе илемлĕ, — тет Зинаида Петровна. — Ĕç çĕклет çỹлтен çỹле... Сăмахран, “Çын ĕçпе илемлĕ” сă ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 261 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.

Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ.

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑр бюстне уҫассипе Владимир Ярухин хастар таврапӗлӳҫӗ, Петр Ухваркин тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин нумай тӑрӑшнӑ. Бюста вӗсем ҫӗртмен 2-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Тĕплĕнрех: http://drogganoye.tatarstan.ru/rus/index.htm/news/1486366.htm 

Миçе çын пăхнă: 234 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас (Н.К. Ефимов) çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă туса ирттернĕ «Асран кайми юрăç пулам-и?» инçет викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетÿ протоколĕ

Нестер Янкас ăçта тата хăçан çуралнă? Янкас сăмах (псевдоним) мĕне пĕлтерет? Поэт-çыравçăн ытти псевдонимĕсене калăр.

Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) 1919 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕн Упи вулăсĕн Янкас ялĕнче (халĕ – Чăваш Республикин Красноармейски районне кĕрет) вăтам хресчен çемйинче çуралнă.

Янкас сăмах Н.И. Ашмарин словарĕнче «юмахри сăнара» е «йăх ятне» пĕлтерет тесе çырнă. Тĕрĕк чĕлхине илес пулсан, термин «çĕнĕ ял», çĕнĕ касă» тенине çывăх тăрать.

... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 229 | Хăçан хушнă: 16.05.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

РФ Журналистсен Союзĕн членĕ, Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивальсен лауреачĕ, нумай очерксен, калавсен, сăвăсен, юрăсен, брошюрăсемпе кĕнекесен авторĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Иван Афанасьевич Прокопьев çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Вăл 1949 çулта Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Янкасри 8 çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Шкул çулĕсенче Çĕньял Упи ялĕнчи библиотекăра вăл вуламан кĕнеке те хăварман пулĕ. Районпа республика хаçачĕсен редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсен страницисенче тăтăшах вăл çырнă информациллĕ заметкăсем, корреспонденцисем, тĕрленчĕксем кун çути курнă. Вăл вăтам шкул пĕтернĕ çул (1966) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăспа чăваш уйрăмĕнче пуçласа журналистсем хатĕрлеме пуçланă. Район çĕнĕрен йĕркеленсен, “Ял п ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 248 | Хăçан хушнă: 16.05.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри “Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке” фестиваль-конкурс шучĕпе Трак енре “Юрий Сементере вулатпăр” литература акцийĕ старт илчĕ. Литература конкурсне ентеш-сăвăçăн “Ỹнер ĕшни” тата “Огнецвет” кĕнекисем хутшăнаççĕ. Акци тĕллевĕ — Ю.С. Семенов-Сементер творчествине кĕçĕн çулхисем, яш-кĕрĕм тата аслисем хушшинче сарасси. Юрий Сементер — чăваш халăх поэчĕ, куçаруçă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трак енĕн хисеплĕ гражданинĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ. Вăл сăвăсемпе поэмăсен 50 ытла кĕнекисен авторĕ. Унăн хайлавĕсене тĕнчери çирĕм ытла чĕлхене куçарнă. Эпир ăна поэт-юрăçă пулнипе те аван пĕлетпĕр. Шывпуçĕнчи ялти вулавăш асăннă акцине хутшăнать. Кунта вĕренекенсем унăн сăввисене вулама пуçларĕç, поэт кĕнекисен куравĕ ĕçлет, унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем янăраççĕ.

Миçе çын пăхнă: 254 | Хăçан хушнă: 09.04.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленчĕ. Хĕл кунĕсенче юр самаях çурĕ пулсан та, вăл пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ирĕлсех пырать — нумай та юлмарĕ темелле. Çуркуннепе пĕрле пĕтĕм тĕнче савăнать. Чунра вара юрă-кĕвĕ вăранать: юрлас та юрлас килет савăк ку вăхăтра. Çакна тĕпе хурсах пуль, пуш уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче районти Культура çуртĕнче композитор, юрăпа поэзи тата халăх юррин пултарулăхĕн республикăри “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальне йĕркелерĕç. Çулленех иртет вăл. Хальхинче 21-мĕш хут пухăнчĕç унта. “Ирĕк парсамăр пурне те паянхи çут çанталăкăн ытарайми илемлĕ, хаваслă çурхи уçă сывлăшлă, çăлтăрлă та янкăр тỹпеллĕ кунпа саламлама. Кĕмĕл уйăх пек çутă ăшă кăмăл, ырă ĕмĕт-туйăм, хавас кулă, иксĕлми телей сунатăп”, — терĕ ăна уçнă май Н. Филиппова конферансье. Халăх юрри-кĕввине юратакансен сумлă уявĕпе залра ларакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ыр сунчĕ, “сирĕн çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу тата юрат ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 312 | Хăçан хушнă: 09.04.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Трак енре чăвашлăха аталантармашкăн йĕркелесе ирттернĕ сумлă ĕçсемшĕн, пултарулăх ĕçĕнче хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн тата çуралнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа Нестер Янкас ячĕллĕ культура, искусство тата литература пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комиссийĕ (председателĕ - Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ В.М. Михайлов) Районти культура çурчĕн ĕçченне, Нестер Янкас ячĕллĕ премийĕн лауреатне, районти Культура çурчĕн ертсе пыракан менеджерне Надежда Андреевна Филипповăна «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Миçе çын пăхнă: 223 | Хăçан хушнă: 09.04.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Раççей шайĕнчи ХХ юбилейлă “Кĕмĕл сасă” конкурс-фестиваль иртрĕ. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче чаплă лару-тăрура пулчĕ. Çак кашни çул ирттерекен конкурс-фестивале Раççейĕн 6 регионĕнчен, хамăр республикăри 8 районтан пурĕ 30 çамрăк хутшăнчĕ. Конкурс кăнтăрла 11 сехетре пуçланчĕ. Пултаруллă яш-кĕрĕме ăнăçу сунса Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, ЧНК вице-президенчĕ, конкурсăн жюри председателĕ Валерий Клементьев саламларĕç. Жюри пайташĕсем хушшинче анлă музыка пĕлĕвĕ илнĕ специалистсем пулчĕç, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Станислав Кондратьев, &ld ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 253 | Хăçан хушнă: 09.04.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта наци вулавăшĕнче Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн çулталăкри пухăвĕ иртнĕ. Пуху Шăмăршă тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи, Канаш хулинчи тата Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕнчи уйрăмсен 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, таврапĕлÿ юхăмĕн татса памалли ыйтăвĕсене çĕкленĕ, историпе тата краеведенипе çырнă кĕнекесене хак панă, çак ĕçре палăрнă таврапĕлÿçĕсене хисеплĕ ятсем панă. Кунсăр пуçне таврапĕлÿ енĕпе кăларнă чи лайăх кĕнекесен авторĕсене дипломсемпе хавхалантарнă. Красноармейски шкулĕн вĕрентекенне, район энциклопедин тĕп редакторне Виталий Михайлова «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» («Заслуженный деятель этнокультуры») хисеплĕ ят парса чысланă. Саламлатпăр!

И. Прокопьев, Н.К. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ

Тĕплĕнрех: http://s ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 243 | Хăçан хушнă: 16.03.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 8 9 10 11 12 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz