Эрнекун, 26.04.2024, 21:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2020 » Кăрлач » 25 » Вун тăваттăмĕш лауреат — Виктор Данилов
Вун тăваттăмĕш лауреат — Виктор Данилов
16:10
Сăн ÿкерчĕк

Николай Ершов писатель çулленех хăйĕн ячĕллĕ литература конкурсне йĕркелесе ирттерет. Çакă кăçалхипе вун тăваттăмĕш хут пулчĕ. Хальхинче лауреат Дипломне Виктор Данилов тивĕçрĕ. Ăна çыравçă пичет ĕçĕн ветеранне районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра 2019 çулта пичетленнĕ чи лайăх статьясемшĕн пама йышăнчĕ. В.М. Данилов 1957 çулта хамăр районти Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан, партин Чулхулари аслă шкулĕнчен тата патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тĕрлĕ çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра корреспондентра, радиоорганизаторта, радиоинформаци пайĕн заведующийĕнче, район администрацийĕн радиоинформаци тата общественноçпа çыхăну тытакан пайĕн заведующийĕнче, организаципе тĕрĕслев тата информатизаци управленийĕн начальникĕн çумĕнче, вырăнти хăй тытăмлăх тата территорири общество хăй тытăмлăхĕн секторĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 2011-2018 çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн ял хуçалăх, промышленность, строительство пайĕн редакторĕ. 2018 çулхи çу уйăхренпе — тивĕçлĕ канура. Вăл — Раççей журналисчĕсен Пĕрлĕхĕн членĕ, "Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕ" регионти общество организацийĕн районти уйрăмĕн секретарĕ. "Мăнаçланатпăр санпа, Кĕçĕн Чуллă!", "Пурăн, Еншик Чуллă, пурăн!" кĕнекесен авторĕ. Чăваш халăх академикĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. В.М. Данилова "Раççей патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюзне 90 çул", Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхĕн "Туслăхпа шанчăклăхшăн", Н. Янкас пĕрлĕхĕн "Чăваш культурине аталантарнăшăн" медальсемпе, тĕрлĕ паллăсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысланă. Вăл — районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Н. Янгер.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 221 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz