Ытларикун, 07.05.2024, 01:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Видеорепортаж

Фоторепортаж

Красноармейски вăтам шкулĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн пултарулăх выставки уçăлчĕ. Ăна уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Шестаков тата вĕрентÿпе çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ М.Д.Голубев хутшăнчĕç. Выставкăна шкул директорĕ С.М.Гаврилова уçрĕ. Художник вĕрентÿçĕ  пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен Нестер Янкас правлени членĕ В.М.Михайлов каласа пачĕ.  Ăна сăмах хушса Николай Янгер поэт тухса калаçрĕ.

Сăпайлăскер хăйĕн пирки каласа пама питех кăмăлламасть вăл. Ÿнер тавра сăмах пуçарсан вара куçĕсем хĕм сапма пуçлаççĕ. Акă мĕн çунатлантарать унăн чун-чĕрине! Çак хĕлхем ăна çитĕнÿ çул-йĕрĕ çине тăратнă та. Пуçламăшĕ аван, малаш ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 440 | Хăçан хушнă: 22.03.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн тăван Трак енĕ çут çанталăк пуянлăхĕпе çав тери пуянах мар пулин те, хăйĕн авалхи историйĕпе кăсăклă. Кунсăр пуçне вăл хăйĕн ĕçчен çыннисемпе, вĕсен район тăрăхĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă талантлă ĕçĕ-хĕлĕпе мухтавлă. Вĕсен ячĕ Чăваш енре кăна мар, Раççĕйĕпе те, тĕнчипе те паллă. Халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче тăрăшса ĕçлесе вĕсем çĕршыв сумне çĕкленĕ. Çак çынсемпе пирĕн хавхаланмалла, вĕсен ырă тĕслĕхĕпе хальхи çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, уншăн çине тăма вĕрентмелле. Вара пирĕн тăван тăрăх малалла чечекленĕ, унăн сумĕ тата çÿле çĕкленĕ. Çакăн çинчен материал пухса сумлă кĕнеке кăларма тинех вăхăт çитрĕ пулмалла. Чăваш енри ытти районсем çакнашкал кĕнеке кăларма мехел çитерчĕç пулсан, эпир вара мĕнрен кая? Кун йышши икĕ кĕнеке кăларнă-ха эпир («Трак ен», 2000; «Люди и судьбы», 2005). Вĕсен тытăмĕ урăхларах пулнă. Эпир вара хамăр район историйĕпе культури, унăн çыннисем çинчен мĕн пĕлетпĕр, çавна пĕр кĕн ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 506 | Хăçан хушнă: 11.03.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
    Нарăсăн 20-мĕшĕнче Нестĕр Янкас поэт çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çавна май Трак енри ял тăрăхĕсем хушшинчи Информаципе кану центрĕнче сумлă поэта тата Чăваш Республикинчи Культура çулталăкне халалласа литературăпа пултарулăх каçĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ – районти Нестĕр Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Шестаков та хутшăнчĕ.
   Литература каçне пĕрлĕх п ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 552 | Хăçан хушнă: 20.02.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш литературинче СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ Нестер Кириллович Ефимов-Янкас тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Анчах та унăн пурнăçĕ çав тери кĕске пулнă — 33 çул тултарсанах, синкер самана серепине лексе, Анат Тагил тĕрминче вилнĕ.
Нестер Янкас 1909 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Янкас ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ вăтам хресченсем пулнă.
Пулас поэт малтан ялти пуçламăш, унтан Упири ултă çул вĕренмелли, каярахпа икĕ çул хушши Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулсенче пĕлÿ илнĕ. 1926 çулта вăл Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ те унтан 1928 çулта вĕренсе тухнă. Вара типографире наборщик пулса ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта Н. Янкаса "Сунтал" журнал редакцине ĕçлеме илнĕ. Тепĕр икĕ çултан вăл Самара хулине куçса кайнă, унти типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕçленĕ. Вăтам А ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 399 | Хăçан хушнă: 18.02.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нарăсăн 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕн тĕп библиотекин вулав пÿлĕмĕнче Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ хăйĕн ларăвне ирттерчĕ. Чи малтанах ларăвăн тĕллевĕпе тата ларура пăхса тухмалли ыйтусемпе уйрăм ертÿçи З.Михайлова паллаштарчĕ. Унтан правлени членне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ертÿçин çумне, Николай Ершова сăмах пачĕ. Николай Гаврилович Чăваш наци конгресĕн историйĕпе паллаштарчĕ, 21 çул каялла  конгресăн пĕрремĕш съездне хутшăннине аса илчĕ. Сăмах май каласан, Николай Ершов е делегат, е хисеплĕ хăна пулса ЧНКан пур съездне те хутшăннă иккен. ЧНКан пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан материалсем те чылай унăн. ЧНК историйĕ çинчен тата кашни съезд йышăнăвĕ хыççăн Трак енре мĕнле ырă ĕçсем туса ирттерни çинчен çитес вăхăтра «Ял пурнăçĕ» хаçатра çутатса пама шантарчĕ. Ун хыççăн Зинаида Петровна правлени членĕсене Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕн йышăнăвĕс ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 460 | Хăçан хушнă: 12.02.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш наци конгресĕ çĕнĕ медаль ăсталасшăн иккен — «Чăваш халăхĕшĕн тунă тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ятлине. Ятарласа конкурс та пуçарнă.
Ăмăртăва тĕрлĕ ӳнерçĕсем, геральдистсемпе ювелирсем кăна мар, ахаль халăх та хутшăнайрать — медаль эскизне нарăcăн 24-мĕшĕччен хатĕрлесе çитермелле те конкурс комиссине кăтартмалла. Пушăн 1-мĕшĕ тĕлне камăн ĕçĕ çĕнтернине палăртмалла.
Ăмăрту йĕркипе туллин ЧНК сайтĕнче паллашма пулать.
Миçе çын пăхнă: 420 | Хăçан хушнă: 29.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Кушкă ялĕнче пурăнакан И. Степанов композитор черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Çавна май Чăвашрадио ентеш юррисене эфира кăларчĕ.
Ирхи концертра Илья Романович Р. Волкова, А. Хум, Г. Яковлева тата И. Ахрат сăввисемпе кĕвĕленĕ "Çавра сĕтел йĕри-тавра”, "Çул хĕрринчи юман”, "Тăвансемпе пĕрле тĕл пулсан”, "Тăванăм” тата "Çул юхать, юхать” юрăсем янăрарĕç. Вĕсене Т. Гурьевапа З. Лисицина, В. Раймов, З. Лисицина, О. Терентьева, А. Акăшпипе В. Клементьев шăрантарчĕç.
Миçе çын пăхнă: 469 | Хăçан хушнă: 28.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Раççей Писателĕсен тата Журналисчĕсен союзĕсен членĕ, ЧР хисеплĕ тавра пĕлÿçи, халăх ăсчахĕ, 17 кĕнеке авторĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ К. Шачкин çуралнăранпа кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче 80 çул çитрĕ. Вăл — пирĕн ентеш, Именкасси çынни. Çак кунсенче вара ялта пурăнакан çыравçăна ял-йыш чысларĕ. Çав ятпа тăван шкулта савăнăçлă тĕл пулу иртрĕ.
Юбилей уявне Именкассинчи тĕп библиотекарь И. Егорова уçса йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах сăмах шкул директорне — О. Арманована пачĕç. Вăл экран çине черетленсе тухса пыракан электронлă курав умĕнче прозаикăн, поэтăн, çĕр ĕçченĕн, çут çанталăк тусĕн, спортсменăн нумай енлĕ таланчĕ пирки каласа кăтартрĕ. Константин Филипповича ахальтен мар иртнĕ çул Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕн ячĕпе чысларĕç. Юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков алă пуснă Тав çырăвне, шкул дирекцийĕн хисеп хутне, парне пач ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 402 | Хăçан хушнă: 24.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов Наци телерадиокомпанийĕн тин çеç суйланнă çĕнĕ пуçлăхĕпе Александр Магаринпа тĕл пулса ăна конкурс витĕр тухса çĕнтернĕ ятпа саламланă, малашнехи ĕçре ăнăçу суннă. Ертÿçĕсем Наци конгресĕпе Наци телерадиокомпанийĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртнă, телевиденипе те, радиопа та Конгресс ĕç-хĕлне тăтăшах çутатса тăмалли çинчен калаçса татăлнă.
Наци телерадиокомпанине икĕ радио тата пĕр телеканал кĕрет: "Наци радиовĕ", "Тăван радио", "Наци телевиденийĕ". Компани çулталăка яхăн яваплă пуçлăхсăр ĕçлерĕ. Халĕ вара Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви иккĕмĕш хут конкурс ирттерсе ыйтăва татса пачĕ, Чăваш Республикин Наци телерадиокомпанине ертсе пыма Наци библиотекин "Кĕнеке палати" пайĕн пуçлăхне Александр Магарина суйларĕç. Конкурс комиссине хальхинче общес ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 385 | Хăçан хушнă: 19.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министерстви хыпарланă тăрăх культура çулталăкĕн элемне суйланă. Унăн авторĕ — Красноармейскинчи тăрăхсен пĕрлехи информаципе культура центрĕнче тăрăшакан Александр Анатольевич Казаков эрешлевçĕ-художник.
Пурĕ çак конкурса çиччĕн хутшăннă иккен, вĕсем республикăн тĕрлĕ тăрăхĕсенче пулнă. 15 тĕсрен пĕрине вара суйланă. Ăсталаканĕ унта 2014 çула чăваш эрешĕсемпе йĕркеленĕ. Пурĕ 3 тĕспе усă курнă: хĕрли шухăш ирĕклĕхне, йăла-йĕркепе халăхăн хăйнеевĕрлĕхĕн управлăхне пĕлтерет, сарри — пĕтĕм тĕнчене ăшăтса çутатакан Хĕвеле, ылтăн тĕс — пуянлăхпа ă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 439 | Хăçан хушнă: 14.01.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 21 22 23 24 25 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz