Вырсарникун, 19.05.2024, 12:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, унта кун йӗркине кӗртнӗ пилӗк ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Тӗп тӗллев ҫак уйӑхра асӑннӑ пӗрлӗх чӑмӑртанни 25 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май уява хатӗрленсе ирттерес тӗлӗшпе тумалли ӗҫсене палӑртрӗҫ. Юбилей каҫне 2015 ҫулхи февралĕн 20-мӗшӗнче — Нестер Янкас ҫуралнӑ кун паллӑ тума килӗшрӗҫ, йӗркелӳҫӗсен йышне палӑртрӗҫ. Ку ыйтупа правлени председателĕ Г. Ефимов кӑтартусем пачӗ.

Правлени членĕ С. Гурьева пӗрлӗх пирки хатӗрленӗ электронлӑ презентаципе паллаштарасси пирки тухса калаҫрӗ. Светлана Аверкиевна пӗрлӗхӗн ҫитес ҫулта хамӑрӑн паллӑ ентешсен юбилейӗсене палӑртнӑ ятарлӑ календарьпе паллаштарчӗ.

Ларура 2014 ҫулшӑн Н. Янкас ячӗллӗ премине парас енӗпе ӗҫлекен комисси йыш­не Н. Ершова, В. Тихоновăна, К. Васильевăна суйларӗҫ.

... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 366 | Хăçан хушнă: 23.12.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Çапла çирĕппĕн те уçăмлăн калама, хамăр сассăма пама сăлтавĕ те пур пирĕн. Чĕрĕк ĕмĕр пурăнатпăр, тăрăшатпăр, малалла утатпăр вĕт эпир. 1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ. Çак кун Трак тăрăхĕнчи пултарулăх лаççинче вăй хуракансемшĕн, сỹнми çăлтăр евĕр, нихăçан манăçми кун пулса юлчĕ. Тĕрĕссипе, историн анлă çул-йĕрĕнче Красноармейски районĕнче Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) ячĕпе хисепленекен культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ чăмăртанни тăван республикăра — Чăваш Енре ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ тесшĕн эпĕ. Чăн малтанах ăна йĕркелеме, пĕрремĕш утăма çирĕппĕн ярса пусма ăс-хакăл, вăй-хал тата, çиччĕ виç те пĕрре кас тенешкел, анлă шухăш-пуçарăва çутта кăларма çине тăнă ентешĕмсене ят-хушаматранах асăнассăм килет. Çав хастар йышра пĕрремĕш ретре халĕ Красноармейскинчи вăтам шкулта çамрăк ăрăва чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлỹ паракан, Çырмапуç Карайра çуралса ỹснĕ, мĕн ачаранах фольклор тĕнчине парăннă патвар шăмшаклă, çирĕп утăмлă, чă ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 392 | Хăçан хушнă: 23.12.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски шкулĕнче  Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Унта Красноармейски районĕн шкулĕсенчи 7-10 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Тăхăр шкултан пуçтарăннă 24 вĕренекен хăйсен сăвă вулас ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Юратнă поэтăмăра чысласа ирттерекен уява районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ И.М.Федорова уçрĕ. Вăл ачасене уяв ячĕпе саламларĕ, конкурсăн тĕллевĕпе, кун йĕркипе паллаштарчĕ. Кун йĕрки вара чăннипех те пуян пулчĕ. Чи малтанах асăннă шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова «Çеçпĕл Мишши ачалăхĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ» ятлă мультимедилле презентаципе паллаштарчĕ, сăвăç ачалăхĕнчи хăш-пĕр интереслĕ самантсем çинчен каласа кăта ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 594 | Хăçан хушнă: 20.11.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Художественному руководителю ансамбля народной музыки «Раштав» и детского фольклорного ансамбля «Шурăмпуç» из села Красноармейское Андрею Тюмерову присуждено звание лауреата в номинации «Народное пение» премии Правительства РФ «Душа России» за 2014 год.
Андрей Тюмеров удостоен столь высокого звания не случайно, сообщает Минкультуры республики. Достижение выпускника Саратовской государственной консерватории им. Л.В. Собинова в сфере народного творчества подтверждают его звания и награды – заслуженный работник культуры Чувашской Республики, лауреат первой степени III Всероссийского фестиваля-­конкурса исполнителей народной песни имени Лидии Руслановой (Саратов), мастер колокольного звона России.
Ансамбли, руководимые Андреем Леонидовичем, хорошо знакомы и любимы не только в республике, но и за ее пределами. Они – лауреаты многих конкурсов и фестивалей фольклорного и народно-­пе ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 936 | Хăçан хушнă: 14.11.2014 | Рейтинг: 5.0/5 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăвашсем ĕлĕк хăйсен йăли-йĕркине тытса пынă. Кĕркунне ĕçсем вĕçленсен халăх Кĕр сăрине уявланă. Шел те, ку уява халĕ чылайăшĕ аса илмест.

Красноармейски районĕнчи Алманчри культура аталанăвĕн центрĕнче вара ăна театрализацилесе кăтартнă. Кĕр сăрине курмашкăн ваттисем те, çамрăккисем те пухăннă.

Сцена çинче культура çурчĕн, вулавăш ĕçченĕсем, «Мерчен» тата «Алманч кукамайĕсем» фольклор пĕрлешĕвĕсем тухнă.

Уява чăвашсен авалхи «Алран кайми аки-сухи» юрăпа пуçланă. Кĕр сăрине сцена çинче кăтартнă, ун хыççăн артистсем халăх патне аннă. Çапла майпа сăра тата çĕнĕ тыр-пул уявне халăх та хутшăнма пултарнă.

Тĕплĕнрех

Миçе çын пăхнă: 624 | Хăçан хушнă: 15.10.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхе чăвашсен паллă çыравçисенчен пĕри Валентина Элпи уйрăлса кайрĕ. Вăл чи ватă çыравçă шутланатчĕ — çитес кăрлачăн 31-мĕшĕнче 102 çул тултармаллаччĕ.

Элпи Валентина Андреевна (чăн хушамачĕ Андреева) Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкассинче 1913 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе — кăрлачăн 31-мĕшĕ) çуралнă. Тăван ялти пуçламăш шкулта,Кавалти сакăр çул вĕрентекен шкулта пĕлӳ пухнă. 1930 çулта Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах унта пĕлӳ илме май пулман. Тĕрлĕ хаçат редакцисенче ĕçленĕ, 30 çул хушши — 1938–1968 çулсенче — Радиокăларăмпа телевидени комитетĕнче ачасем валли хатĕрлекен кăларăмсен редакторĕ пулнă.

Литературăри пултарулăха 1946 çулта пуçланă. Малтанхи хайлавĕсем «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чăваш Ен» хаçатсенче кун çути ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 774 | Хăçан хушнă: 30.09.2014 | Рейтинг: 3.5/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕ ЧНК историне кĕрсе юлчĕ. Çак кун Шупашкар хулин администрацийĕн пысăк залĕнче хулара пурăнакан хастарсем: вĕрентÿ, ăслăлăх, культурăпа ÿнер, производство тата ытти енĕпе тăрăшакансем пуçтарăнчĕç.Кунта Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов, унăн пĕрремĕш çумĕ тата ĕç тăвакан комитет пуçлăхĕ Валерий Клементьев, Президиум пайташĕ тата ЧНК Президенчĕн çумĕ Петр Ивантаев тата ытти хастарсем пулчĕç. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕп хулара пулса иртекен ырă ĕçсемпе паллаштарчĕ, кашни отрасль çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ, хулана аталантарас енĕпе малаллахи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Май пулнипе усă курса пухăннисем Леонид Черкесова хула пурнăçĕнчи хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтусене пачĕç. Шупашкар хулин пуçлăхĕ кашни ыйту çине татăклă хуравларĕ. ЧНК Президенчĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ çынни Николай Угаслов хулана аталантарас ĕçре конгрес хастарĕсем яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ.Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн çумĕ Петр ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 427 | Хăçан хушнă: 29.09.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Çĕньял Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Васильевич Захаров скульптор (вăл, 1949 çулта çуралнăскер, хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне пĕтернĕ) чăвашсен паллă поэчĕ, халăха хÿтĕлеме кар тăнă, Степан Разин çарĕнче паттăррăн çапăçнă Искей Пайтулĕ çар паттăрĕн (полковникăн) палăкĕн проект эскизне хатĕрленĕ. Ăна ку проекта хатĕрлеме Чăваш халăх писателĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Юхма Мишши çыравçă хавхалантарнă. Сăмах май, Пайтул çуралнăранпа кăçал 343 çул çитрĕ. Поэтăн 340 çулхине Трак тăрăхне кĕрекен Сурăмхĕрри ялĕнче (хăш-пĕр историксем каланă тăрăх вăл çак ялта çуралса ÿснĕ) анлăн паллă турăччĕ, ăна асăнса йывăç юпа та лартса хăварнăччĕ (кунта пăхăр). 

Çак палăка поэт тата çар пуçĕ çуралнăранпа 350 çул çитнĕ тĕле вырнаçтарса лартсан п ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 661 | Хăçан хушнă: 02.07.2014 | Рейтинг: 5.0/4 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци вулавăшĕнче Чăваш наци конгресĕн черетсĕр IX Аслă пухăвĕ иртнĕ. 

Аслă Пухура икĕ ыйту сӳтсе явнă — çĕнĕ Устава йышăнассине тата «Чăваш халăхĕшĕн тунă тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале çирĕплетессине. «Хыпар» хаçат пĕлтернĕ тăрăх Раççейĕн 22 тăрăхĕнчен тата чикĕ леш енчи патшалăхсенчен пурĕ 53 делегат хутшăнмалла пулнă. Çавăн пекех республикăн кашни районĕ 3-шер делегата яма тивĕçнĕ. Пирĕн районтан унта ЧНКан районти уйрăмĕн ертÿçи, Красноармейски шкулĕн вĕрентекенĕ З.П.Михайлова, Н.К.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ерÿçин çумĕ Н.Г.Ершов çыравçă тата "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕн ответлă секретарĕ Ю.З.Борисов журналист хутшăнма мандат илнĕ.

Уставне Николай Лукианов хатĕрленĕ. Мĕншĕн çĕнетме тивни пирки, мĕн улшăнни пирки вăл халăх умне тухса доклад каланă. Хăй сăмахĕнче вăл пурнăç улшăнни пирки пĕлтернĕ — экономикăра ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 453 | Хăçан хушнă: 27.06.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Çу 24-мĕшĕнче, Чăваш наци вулавăшĕнче «Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ. Ку кĕнеке ытти кĕнекесенчен унăн авторĕсем шкул ачисем вĕрентекенсем пулнипе уйрăлса тăрать.

Chuvash.Org пĕрлĕх чăваш ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче 2008 çултанпа литература ăмăртăвĕсем ирттерет. Маларах «Асамлăх çулĕ» (2010), «Урхамахсем тăраç тапăртатса» (2011) кĕнекесем кăларнăччĕ — вĕсенче чи пирвайхи фантастика конкурсне тата «Халап хапха тăрринче...», «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмăртăвĕсене хутшăннă хайлавсем пичетленчĕç. Ку кĕнекене вара 2011 çулхи «Ĕмĕтсен çăлк ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 527 | Хăçан хушнă: 01.06.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 19 20 21 22 23 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz