Эрнекун, 19.04.2024, 23:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Пуш » 22 » Упа - паттăрлăх, пиçиххи - мăнаçлăх
Упа - паттăрлăх, пиçиххи - мăнаçлăх
16:24
Сăн ÿкерчĕк

Видеорепортаж

Фоторепортаж

Красноармейски вăтам шкулĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн пултарулăх выставки уçăлчĕ. Ăна уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Шестаков тата вĕрентÿпе çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ М.Д.Голубев хутшăнчĕç. Выставкăна шкул директорĕ С.М.Гаврилова уçрĕ. Художник вĕрентÿçĕ  пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен Нестер Янкас правлени членĕ В.М.Михайлов каласа пачĕ.  Ăна сăмах хушса Николай Янгер поэт тухса калаçрĕ.

Сăпайлăскер хăйĕн пирки каласа пама питех кăмăлламасть вăл. Ÿнер тавра сăмах пуçарсан вара куçĕсем хĕм сапма пуçлаççĕ. Акă мĕн çунатлантарать унăн чун-чĕрине! Çак хĕлхем ăна çитĕнÿ çул-йĕрĕ çине тăратнă та. Пуçламăшĕ аван, малашлăх тата та лайăх пулассăн туйăнать. Сăмахăм - Красноармейскинчи вăтам шкулта ачасене ÿнер искусствипе технологие, информатика предмечĕсене вĕрентекен Александр Иванов пирки.

Александр Михайлович нумаях пулмасть Нестер Янкас премине тивĕçнĕ. Çирĕм улттăри йĕкĕт Красноармейски районĕн символикин талисманне шухăшласа кăларнă. Вăл Етĕрне районĕнчи Элешкушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ. Саша мĕн ачаран ÿкерме юратнă. Çак ăсталăх ăна ашшĕнчен Михаил Федоровичран куçнă. Ашшĕ халĕ Етĕрнери Асламас ячĕллĕ ÿнер шкулĕнче çамрăк ăрăва пĕлÿ парать. Александр Иванов шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Сăмах май, унăн шăллĕ Андрей та асăннă факультетра ăсталăхне ÿстернĕ. Халĕ Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ачасене ÿкерÿ ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене тупма пулăшать. Александр педуниверситет хыççăн çарта пулнă. «Хĕсметрен раштав уйăхĕнче килтĕм те пĕр хушă «биржăра» тăтăм, вĕренÿ çулĕн варринче шкула каяймастăн-çке. Каярах Çĕнĕ Шупашкарти пĕр шкулта тата Красноармейскинче ĕç пуррине пĕлтерчĕç. Эпĕ пĕр иккĕленмесĕрех: «Трак тăрăхне каятăп»,- терĕм. Чунăм ялах туртăнчĕ. Асăннă хутлăх маншăн ютах та мар. Манăн анне Эмилия Марковна Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Красноармейскинчи пĕлÿ çуртĕнче виççĕмĕш çул ĕçлетĕп ĕнтĕ», - пĕлтерет çамрăк ÿнерçĕ.

Çамрăк вĕрентекене вĕренекенсем хапăл йышăннă. Хăй те вĕсемпе тÿрех пĕр чĕлхе тупнă-мĕн. Тĕрĕссипе ăна, яштака та çÿллĕ кĕлеткеллĕскерне, 11-мĕш класра вĕренекенсенчен уйăрса илеймĕн.

Александр шкулта вĕреннĕ чухнех çитĕнÿ патне çул хывнă. Ÿкерес енĕпе республика, Раççей шайĕнче йĕркеленĕ тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. Сăмахран, Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ÿнер конкурсĕнче малти вырăна тухнă. «Çăлтăрсем патне çул хыватпăр» ятлинче ăна çитекенни пулман. Пултаруллă çамрăк Раççей шайĕнчи ăмăртăва та кайма тивĕçнĕ.

«Талисман пĕтĕмĕшлĕ районăн символĕсенчен тăрать. Тимĕр калпак /шлем/ - Упи паттăр шлемĕ. Упа - паттăрлăха пĕлтерет. Унăн кĕпи - чăваш ялавĕ пĕлтерĕшлĕ. Пиçиххи - мăнаçлăх, пуянлăх палли. Талисман халĕ кубоксене илемлетет. Райпо хутаçĕсем çинче те вырăн тупнă вăл. Район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Шестаковăн ĕç пÿлĕмне те капăрлатать. Уявсенче усă курма пукане те хатĕрленĕ»,- паллаштарать Александр Михайлович.

Çамрăк учитель шкулти общество пурнăçне те хастар хутшăнать. Уявсене, тĕрлĕ мероприятие хатĕрленнĕ чухне унăн ĕç пÿлĕмĕнче çутă çĕрлечченех сÿнмест. Пуçаруллăскер çитес вăхăтра пĕлÿ çуртĕнче авиамоделировани кружокне йĕркелесшĕн. Ĕç урокĕнче арçын ачасене йывăçа эрешлесе касма, тимĕртен тем те пĕр ăсталама хăнăхтарать. «Паян çамрăк ăру компьютерпа кăна интересленет тесе каламăттăм. Çĕнĕ меслетсемпе усă курса вĕсене кăсăклантарма кăна пĕлмелле. Шкулта пултаруллă ача чылай»,- шухăшне палăртрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. Вăл шăпине вĕрентекен ĕç-хĕлĕпе çыхăнтарнăшăн сĕре хĕпĕртет. Пĕлтĕр Александр Иванов пĕрремĕш категориллĕ учитель пулса тăнă. Нумаях пулмасть вара çамрăк специалиста район администрацийĕпе шкул ертÿлĕхĕ хваттер туянма пулăшнă. Красноармейскисем ăста ÿнерçе хăйсен патĕнчех хăварасшăн. «Эпĕ килте те ÿкеретĕп. Хваттер пултарулăх лаççине çаврăннă тесен те юрать-тĕр. Ытларах графикăна кăмăллатăп, çав вăхăтрах живопиç те ют мар. Натюрморт та, сюжетлă композицисем те пур. Ĕçĕмсене юлташăмсене, ĕçтешĕмсене парнелетĕп. Çумра хавхалантаракан пуррине курас килет, çемье çавăрма ĕмĕтленетĕп»,- йăл кулчĕ Александр Михайлович.

Унăн питĕ лайăх киленĕç пур тата - хаçат-журнал çырăнса илме, вулама кăмăллать. Вĕсен йышĕнче «Хыпар» та пур. Маттур! Пăнчă лартиччен çакна та калам: шкул ертÿлĕхĕ çамрăк специалистшăн çул уçсах пырать. Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Александр Ивановăн çуралнă кунĕнче, пĕлÿ çуртĕнче унăн ĕçĕсен куравне йĕркелеме палăртнă.

РОЗА Власова 

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 439 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz