Кĕçнерникун, 25.04.2024, 11:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Нарăс » 12 » ЧНК уйрăмĕн ларăвĕ
ЧНК уйрăмĕн ларăвĕ
20:59
Сăн ÿкерчĕк

Нарăсăн 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕн тĕп библиотекин вулав пÿлĕмĕнче Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ хăйĕн ларăвне ирттерчĕ. Чи малтанах ларăвăн тĕллевĕпе тата ларура пăхса тухмалли ыйтусемпе уйрăм ертÿçи З.Михайлова паллаштарчĕ. Унтан правлени членне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ертÿçин çумне, Николай Ершова сăмах пачĕ. Николай Гаврилович Чăваш наци конгресĕн историйĕпе паллаштарчĕ, 21 çул каялла  конгресăн пĕрремĕш съездне хутшăннине аса илчĕ. Сăмах май каласан, Николай Ершов е делегат, е хисеплĕ хăна пулса ЧНКан пур съездне те хутшăннă иккен. ЧНКан пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан материалсем те чылай унăн. ЧНК историйĕ çинчен тата кашни съезд йышăнăвĕ хыççăн Трак енре мĕнле ырă ĕçсем туса ирттерни çинчен çитес вăхăтра «Ял пурнăçĕ» хаçатра çутатса пама шантарчĕ. Ун хыççăн Зинаида Петровна правлени членĕсене Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕн йышăнăвĕсемпе  паллаштарчĕ. Çак йышăну тăрăх 2014 çулта Трак енре туса ирттермелли ĕçсене палăртмалли çинчен каларĕ. Красноармейскинчи «Ял пурнăçĕ» хаçатăн патшалăх, обществăпа политика пайĕн редакторĕ Ю.Борисов, районти историпе краеведени музейĕн организаторĕ В.Тихонова, район библиотекин тĕп библиотекарĕ С.Гурьева, ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕн аслă методисчĕ Л. Игнатьева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе паллаштарчĕç. Правлени членĕсем харпăр хăй ĕç вырăнĕнче чăвашлăха упрас тата аталантарас тесе, Культура çулталăкне тухăçлă палăртас тесе мĕнлерех ĕçсем туса ирттерме май пуррине палăртрĕç, çитес вăхăтра мĕн-мĕн туса ирттермеллине, кам-кам яваплă пулнине çирĕплетсе хăварчĕç. Лару кăмăллă иртрĕ. Правлени членĕсем уйăхра пĕрре пухăнса, калаçса-канашласа, палăртнă ĕçсене йĕркелесе пыма йышăнчĕç. ЧНК уйрăмĕ хăйĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн ирттерсе пыракан ĕçсене массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çутатса тăма калаçса татăлчĕç.    

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 458 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz