Кĕçнерникун, 28.03.2024, 23:03
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Нарăс » 18 » Чаплă поэтсемпе юнашар. Нестĕр Янкас çуралнăранпа 105 çул çитрĕ
Чаплă поэтсемпе юнашар. Нестĕр Янкас çуралнăранпа 105 çул çитрĕ
21:31
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш литературинче СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ Нестер Кириллович Ефимов-Янкас тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Анчах та унăн пурнăçĕ çав тери кĕске пулнă — 33 çул тултарсанах, синкер самана серепине лексе, Анат Тагил тĕрминче вилнĕ.
Нестер Янкас 1909 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Янкас ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ вăтам хресченсем пулнă.
Пулас поэт малтан ялти пуçламăш, унтан Упири ултă çул вĕренмелли, каярахпа икĕ çул хушши Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулсенче пĕлÿ илнĕ. 1926 çулта вăл Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ те унтан 1928 çулта вĕренсе тухнă. Вара типографире наборщик пулса ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта Н. Янкаса "Сунтал" журнал редакцине ĕçлеме илнĕ. Тепĕр икĕ çултан вăл Самара хулине куçса кайнă, унти типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă "Колхозник" хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. Çавăнтанпа поэт Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор, "Сунтал" журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă. 1934 çулта ăна Писательсен союзне илнĕ.
Хăй пурăннă вăхăтра Нестер Янкас умлă-хыçлах 9 кĕнеке кăларса хăварма ĕлкĕрнĕ. Вĕсенчи сăвăсенче вăл çĕнелсе пыракан пурнăçа мухтанă. Поэт калавсемпе очерксем те çырнă. Вырăс классикĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă.
1930 — 1940 çулсенче тăван литература аталанăвĕ çĕнĕ шая çĕкленет. Поэзире çĕнĕ ятсем курăнма пуçлаççĕ. Çав шутра Н. Янкас сасси те çирĕппĕн янăрама тытăнать. Ăна ытларах çепĕç лирик пулнипе пĕлеççĕ. 1938 çулта вăл чăваш поэзийĕн антологине кĕрсе юлать. Çапла вара Н. Янкасăн литература еткерĕ чăннипех чухăн мар.
Н. Янкас поэзине хăвăрт вирхĕнсе кĕрет те — çăлтăр пек çуталать. Кунта, паллах, çут çанталăк пÿрнĕ ăс-кăмăл чи малта тăнă. Тараватлă чун пурнăçпа хăй пĕччен кăна киленесшĕн мар, çак телее ыттисене те пиллесшĕн. Н. Янкасăн малтанхи сăввисенчех çакна аван туйса илме пулать. Вăл тăван тавралăх илемне, çĕнелнĕ уй-хире сăнлама тăрăшать, çав вăхăтрах хулари ĕç çыннисен хастарлăхне кăтартма та пикенет. Ку тапхăрти поэт, хăй профессионал мар пулнине пăхмасăр, ят илнĕ сăвăçсемпе ăмăртса ĕçлет, вĕсенчен юлмасăр вăй хума тăрăшать. Вăл хăй вăйне поэзи жанрĕн тĕрлĕ калăпĕсемпе çырса та тĕрĕслет. Унăн ача-пăча валли çырнă сăвăсем те пур.
Н. Янкасăн ăсĕпе кăмăлĕ кăна мар, чĕлхи те пуян, тирпейлĕ. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни, халăх юррисене вĕренни унăн поэзине чĕрĕлĕх сĕткенĕ кÿрсе тăрать. Çавăнпа унăн сăввисем çепĕç кĕвĕллĕ.
Каларăмăр ĕнтĕ, Н. Янкасăн кун-çулĕ Сталин вăхăтĕнчи синкерлĕ саманапа çыхăннă. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, çав шутра паллă сăвăçсем те, вăл питĕ хăвăрт чап илесрен кĕвĕçме пуçланă, мĕнле те пулин "шăйрăк" тупса, ăна тĕп тума шутланă. Элексене пула, ăна "халăх тăшманĕ" тесе айăпланă. Ун çумнех вăл "кулак ачи" пулнине те çыпăçтарнă. Çапла вара ăна 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче арестлеççĕ — тăватă уйăх хушши тăтăшах тĕпчеççĕ, юлашкинчен суд туса вунă çула хупса лартма йышăну тăваççĕ. Пĕр вăхăт Н. Янкас Улатăр тĕрминче ларать, кĕçех Анат Тагила лекет. 1942 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ татăлать.
Шупашкарта поэтăн çемйине те тапăнаççĕ: хĕл çывхарнине пăхмасăрах виçĕ ачипе арăмне хваттертен кăларса яраççĕ. Вĕсем сивĕ витере выçăллă-тутăллă асапланса пурăннă. Кĕçех ачисем пĕрин хыççăн тепри чирлесе ÿкнĕ — больницăна лекнĕ, унта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ар çулне те çитмен ачасене йĕркеллĕ пытарма та май килмен. Унсăр пуçне "халăх тăшманĕн арăмĕ" тесе мăшăрне ĕçрен хăваланă. Çав ятран тасалма унăн упăшкинчен судпах уйрăлма тивнĕ.
Çапла, хăй те, ачисем те пĕтнĕ. Кун пек пин-пин шăпа халăх хăвачĕпе культурине мĕн тери шар кÿнине шутласа та кăларас çук.
Çул хыççăн çул иртнĕ. Н. Янкас хайлавĕсем çынсен умне тек тухман. Вĕсене пичетлеме чарнă. Ахăр самана лăпланма пуçласан тин тĕнчене тĕрĕслĕх килнĕ темелле: Н. Янкаса та, айăпĕ çук, вăл халăх тăшманĕ пулман тесе, унăн таса ятне 1957 çулта тавăрнă. Ун хыççăн тин Н. Янкас сăввисене тепĕр хут çутта кăларма ирĕк панă. Çавăнтанпа унăн Чăваш кĕнеке издательствинче "Катя" ятпа калавсен кĕнеки (1958), "Лирика" ятпа сăвăсен кĕнеки (1961), "Телейлĕ çул" (сăвăсемпе калавсем) кун çути курчĕç.
Пирĕн талантлă поэтăмăр, ырă чун-чĕреллĕ çыннăмăр, тăван халăхăн шанчăклă ывăлĕ Нестер Янкас вăхăтсăр çĕре кĕни — мĕн пур чăваш чĕринче хурлăхлă йĕр хăварнă, кĕске ĕмĕрĕнче çырăнса юлнă сăвви-юррисем, прозăлла хайлавĕсем пур пĕр халăх асăнчен нихăçан тухас çук шанчăк та панă.
Чăнах та çапла. Хальтерех кăна Чăваш кĕнеке издательствинче "Синкерлĕ çулсенче" ятпа репрессине лекнĕ чăваш писателĕсен, журналисчĕсен тата ăсчахĕсен асаплă та тертлĕ кун-çулне асăнакан кĕнеке кун çути курчĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн Нестер Янкас та пур. Унти материалсене вуласан çав вун-вун çыннăн чун çирĕплĕхĕ, тасалăхĕ, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешни, этем сăнне вараламанни яр уççăн тухать куç умне. Апла пулсан, ку кĕнеке тоталитаризм тапхăрĕнче хур курнă ентешĕмĕрсен ячĕпе лартнă палăк вырăннех шутланать.
Трак енре хăйсен мухтавлă ывăлне манмаççĕ, нихăçан та асран ан тухтăр тесе тăрăшаççĕ. 1989 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче районти çыравçăсене, ÿнерçĕсене, музыкçăсене, юрăçсене пĕрлештерекен литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ туса хутăмăр. Ăна Нестер Янкас ятне патăмăр. Çав хушăра вăл çĕршер пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттерчĕ. Асăннă пĕрлĕхе эпĕ вун пĕр çул çурă ертсе пытăм. Халĕ — унăн хисеплĕ ертÿçи.
Çулленех поэт çуралнă кун тĕлне чи пултаруллă ентеш-поэтсене, композиторсене, ÿнерçĕсене, юрăçсене тата хорсемпе ансамбльсене палăртса Н. Янкас ячĕллĕ премипе чыслатпăр. Ку таранччен 56 çынна тата 15 пултарулăх ушкăнне лауреат ятне панă.
Н. Янкас манăн тăван ялăмра çуралнăран эпĕ унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, литературăри пултарулăхĕ çинчен чылай материалсем пухрăм, вĕсемпе вун-вун çамрăк литератора, студента усă курма пулăшрăм. Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх пуçарăвĕпе, Н. Янкас еткерлĕхне туллин уçса парас тĕллевпе ятарлă сумлă кĕнеке хатĕрлесе кăлартăмăр.
Ăна хисеплесе хăй çуралнă ялта вара — Янкасра — пушшех нумай ĕç тунă. Ялти пĕр урам ун ячĕпе хисепленет. Вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çапнă. Пуринчен те кирли — кунта Н. Янкасăн музейне уçни. Вунă çул хушшинче вăл чылай экспонатсемпе пуянланчĕ. Çав шутра вырăнти скульпторсемпе ÿнерçĕсем ăсталанă бюстсемпе портретсемпе те. Музее мĕн уçнăранпах йĕркелÿ ĕçĕсене туса пыма мана шанчĕç, обществăлла канаш председателĕ те эпĕ.
Пĕрлĕх тăрăшнипе поэт юбилейĕсене кашни пилĕк çулта паллă туса пыратпăр. Райхаçат çумĕнче Н. Янкасăн суйласа илнĕ сăввисем "Улăх кĕвви", "Халал" ятсемпе тухрĕç. Поэтăн 100 çулхи юбилейне районта та, республикăра та анлăн паллă турĕç: шкулсемпе библиотекăсенче Н. Янкас вулавĕсем, презентацисемпе куравсем, поэт сăввисемпе ун çинчен çырнă сăвăсене пăхмасăр вулассипе конкурссем пулчĕç, районти "Ял пурнăçĕ" хаçат урлă "Асран кайми юрăç" викторина йĕркелерĕç.
Н. Янкас талантне аслă ăрури çыравçăсем — Н. Полоруссов-Шелепи, Çемен Элкер, Хумма Çеменĕ тата ыттисем пысăка хурса хакланă. Тантăшĕсем — Петĕр Хусанкай, Илле Тукташ, Иван Ивник сума сунă.
Янкас сăвă çырать темеççи?
Çĕр-шывра ун сасси ян кайсан,
Паянах манăн лавр çулçи
Татăлса тирĕнтĕр Янкаса! —
çавăн пек çырнă Петĕр Хусанкай 1936 çултах "Шелепи шерепи" поэминче. Çакă вăл Хусанкай хăйĕн çав вăхăтри чысĕпе мухтавне Янкаспа çурмалла пайлама хатĕррине çирĕплетет.
Н. Янкасăн 105 çулхи юбилейĕ тĕлне тата ытти парнесем те тупăнса пычĕç тăван литература каçалăкĕнче. Вĕсенчен чи сумли — "Чăваш поэзийĕн çĕнĕ антологине" пичетлесе кăларни. Унта Н. Янкаса малти вырăнсенчен пĕрне панă, чи лайăх сăввисене суйласа илнĕ. Сăмах май, ку кĕнекере пирĕн районтан тухнă 20 поэтăн хайлавĕсем пур.
Унсăр пуçне Чăваш наци библиотеки çулленех кăларса пыракан "Çулталăк кĕнеки -2014" календарьте Н. Янкаспа кĕскен паллаштарнă. "Тăван Атăл" журнал ун юбилейне палăртса сăн ÿкерчĕкĕпе биографине çырса кăтартнă.
Поэтăн кĕвве хывнă юрăсем те чылай. Вĕсем халăх çаврин юррипе питĕ çывăх тăраççĕ. Ахальтен мар чăвашсен чаплă композиторĕсем — Ф. Лукин, Г. Хирбю, Г. Максимов, Ю. Кудаков — ун сăмахĕсемпе хавхаланнă. Н. Янкасăн "Эсĕ сар хĕвел пулсан" ятлă юрри вара чăн-чăн юрату гимнĕ пек халĕ те пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсене кĕрет.
Н. Янкас ячĕ, вилĕмсĕр сăввисем нихăçан та манăçмĕç, çамрăк ăру чăваш литературин кĕнекисене кĕртнĕ поэта ĕмĕр-ĕмĕр астуса пурăнĕ.
Н. Ершов-Янгер
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 394 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz