В
целях взаимовыгодного сотрудничества и информационно-культурных связей между чувашскими диаспорами Совет Чувашской национально-культурной автономии Санкт-Петербурга
предлагает Вам обмен ссылками на наших сайтах.
Наша
ссылка имеется на официальном портале органов власти Чувашской республики http://www.cap.ru/ на
странице Диаспора. Чувашский
мир, на
межрегиональном российском портале «Элита Чувашии» http://www.ilemle.ru/
и др.
Предлагаю
поместить ссылку на главной странице по левой колонке или в нижней части
страницы. Ссылки представляют картинки размером 25х70 мм.
Заранее
благодарю, Председатель Совета ЧНКА СПб В.Живов
Ю. Борисов Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ. Çавна май халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ.
Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн фойинче халăх хĕвĕшет кăна. Пурте палланă сăнсем — культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне ертсе пынисем, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсем. Кунтах çак тапхăрти пĕрлĕх ĕç-хĕлне кăтартакан тĕрлĕ çулсенчи сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕрен стендсемпе уйрăм экспонатсем, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсен альбомĕсем... Сценăна та илемлетнĕ: Нестер Янкас портречĕ тата "Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе — 20 çул” тесе çырни аякранах курăнать.
Палăртнă вăхăт çитет. Уява районти тĕп библиотекăн краеведени пайĕн заведующийĕ С . Гурьева уçса ертсе пырать. Светлана Аверкиевна асăннă пĕрлĕхе тĕрлĕ çулсенче ертсе пынисене — А. Раськина (1990—1992), В. Михайлова (1992—1994), В. Константинова (1994—1996), Н. Ершова (1996—2007), пĕрлĕхĕн хальхи ертÿçине Г. Ефимова, Нестер Янкасăн шăллĕн — Г. К. Кирилловăн — аслă ывăлне Валерий Кириллова, Шупашкар хăнисене — "Трак ен” ентешлĕх ертÿçине А. Львова, яваплă секретарьне О. Алексеева (Ăсан Уçăпне), Çĕньял Упире çуралнă, халĕ тĕп хулари "Дорисс” пĕрлешÿн нумай тиражлă "Механизатор” хаçат редакторĕнче ĕçлекен А. Яковлев журналиста, Çирĕклĕре кун çути курнă, республикăри "Хыпар” хаçатăн патшалăх, обществăпа политика пайĕн редакторне Ю. Степанов-Листопада, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумне Н. Антонова, райадминистрацин культура, спорт, çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхне А. Лебедева сцена çине йыхравлать.
Пысăк салам! Благодарим за приглашение. Поздравляем 20-летним юбилеем общества имени Нестера Янгаса, желаем Вам дальнейших успехов в Вашем нелегком, но столь необходимом труде, здоровья и терпения! Спасибо, что посетили наш сайт. Г.Храмов, председатель чувашского землячества В Красноярком крае.
Çур ĕмĕр ытла çынсен сывлăхĕн хуралĕнче тăнă ĕçпе вăрçă ветеранĕ Григорий Кириллович Кириллов 90 çул тултарчĕ. Унăн сумлă юбилейĕ хăйĕн чаплă пиччĕшĕн - Нестер Янкас поэтăн çуралнă кунĕпе пĕр вăхăтра тиврĕ. Иртнĕ çул эпир чăвашсен паллă лирикĕн 100 çулхи юбилейне пĕтĕм йышпа уявланăччĕ.Ҫапла, Григорий Кирилловича халӑх ытларах Нестер Янкас шӑллӗ
пулнипе пӗлет. Синкер самана серепине лексе, айӑпсар айӑпланнӑ поэтӑн таса ятне
тавӑрас тӗлӗшпе шӑпах вӑл тӑрӑшнӑ-ҫке. Унӑн еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн те
пайтах тимленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документсене, сӑн ÿкерчӗксене, ҫырусене, хаҫат-журналсенчен
касса илнӗ материалсене пухас тӗлӗшпе куллен ӗҫленӗ. Нестер Янкаспа ҫыхӑну тытнӑ,
тӗрмере пӗрле пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, аса илусем илсе юлнӑ. Хӑй те "асран
кайми Нестер пичче", "3254-мӗш ӗҫ" аса илӳсен ярӑмӗсене ҫырса пичетленӗ.
Унсӑр пуҫне хӑйсен йӑх-несӗл тымарӗсем, Янкас ялӗн историйӗ ҫинчен ал ҫырусем хатӗрленӗ.
Тӗрӗссипе, Григорий Кириллович каланӑ тӑрӑх, унӑн биографийӗн пурнăç пуçламăшĕнче
икӗ дата тӗл пулать: пӗрин ҫинче — вӑл 1919 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче ҫуралнӑ пек
курӑнать. Ӑна ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗсенчен илтсе ӑша хывса хӑварнӑ. Ӗҫӗ акӑ мӗнле сӑлтавланнӑ: анчахрах
кун ҫути курнӑ ачана, Ҫӗньял Карайри кукамӑшӗ патне вӑхӑтлӑх кайсан, Карай чиркӗвӗнче
шыва кӗртсе ят хума шутланӑ. 'Турӑ шывӗнче" чӑпӑл тунӑшӑн укҫа тÿлемелле пулнӑ.
Килтисен ҫумра кирлӗ чухлӗ укҫа пулайман. Пачӑшкӑ вара ача ятне хурса хут ҫине ҫырмасӑрах
кӑларса янӑ. Пурӑнсан-пурӑнсан — 1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗш кунӗнче "ятсӑр
ачана" Упи чиркӗвне шыва кӗртме илсе кайнӑ. "Вӑхӑтра ҫырмалла пулнӑ —
пире куншӑн айӑплама пултараҫҫӗ", — тенӗ кунти пачӑшкӑ. Ҫапах та килӗшнӗ...
Чăваш литературинче СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ Нестер Кириллович Ефимов – Янкас тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Анчах та унăн пурнăçĕ çав тери кĕске пулнă – 33 çул тултарсанах, синкер самана серепине лексе, Анат Тагил тĕрминче вилнĕ. Нестер Янкас 1909 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Янкас ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ вăтам хресченсем пулнă. Пулас поэт малтан – ялти пуçламăш, унтан – Упири ултă çул вĕренмелли, каярахпа – 2 çул хушши Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулсенче пĕлÿ илнĕ. 1926 çулта вăл Шупашкарти типографии çумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ те 1928 çулта вĕренсе тухнă. Вара типографире наборщик пулса ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта Н. Янкаса «Сунтал» журнал редакцине ĕçлеме илнĕ. 1932 çулта вăл Самара хулине куçса кайнă, унти типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. Çавăнтанпа поэт Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор, «Сунтал» журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă. 1934 çулта ăна Писательсен Союзне илнĕ. Хăй пурăннă вăхăтра Нестер Янкас умлă-хыçлах 9 кĕнеке кăларса хăварма ĕлкĕрнĕ. Вĕсенчи сăвăсенче çĕнелсе пыракан пурнăçа мухтанă. Поэт калавсемпе очерксем те çырнă. Вырăс классикĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă.