Юнкун, 27.11.2024, 05:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем

ПОЭТ ЮБИЛЕЙНЕ ПĔРЛЕ ТĂВАР
Кӑҫалхи Чӑваш календарӗ те паллӑ юбилейсемпе пуян. Вӗсенчен пӗри — пирĕн чаплӑ ентеш Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарни. Вӑл чӑваш ҫыравҫисен пӗрлёхӗн йышне хамӑр Красноармейски районĕнчен кӗнӗ пӗрремӗш ҫын пулнӑ, чӑвашсен чи ҫепӗҫ лирикӗ шутланнӑ.
Нестер Кириллович Ефимов-Янкас 1909 ҫулхи февралӗн 20-мӗшӗнче хӑйне ӗмӗрлӗхех ырă хушамат парса хӑварнӑ Янкас ялӗнче, хальхилле каласан, ӗҫчен ҫынсен кил-йышĕнче ҫуралнӑ. Янкасри пуҫламӑш, Упири 6 класлӑ Ҫӗрпӳри 2 сыпӑклӑ шкулсенче вӗреннӗ. 1926-1928 ҫулсенче Шупашкарти типографи ҫумӗнчи ФЗО шкулӗнче пӗлӳ илнӗ те наборщикра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1930 ҫулта ӑна "Сунтал" (каярахпа—"Ялав") журнал редакцине чӗнсе илнӗ. 1932 ҫулта Самара хулине куҫса кайнӑ, унта темиҫе ҫул хушши типографи-ре кĕнекесем калăплакан редактор пупнă. 1934ҫулта вӑл СССР Писателĕсен Союзне кӗнӗ. Ăна "Сунтал" журналӑн яваплӑ секретарьне лартнă Ҫак ӗҫре мӗн синкерлĕ самана ҫитичченех вăй хунă Хайӗн кӗнеки-сене кӑларассишĕн ҫеҫ мар, ытти ҫыравҫӑсене кӑпарса парассишĕн те тăрăшнă. Анчах та ун ĕмĕрĕ çав тери кĕске пулнă: юлташĕсем сутнипе, сăлтавсăр айăпланисен шутне кĕртсе, ăна тĕрмене хупнă. Анат Тагил хулинче лагерьте асапланнă хыççăн 1942 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ун чухне вӑл 34 ҫул та тултарайман.
Тӗпрен илсен, ҫапла ҫеҫ асӑнса иртме пулать поэтӑн йĕрсĕр ҫухалман пархатарлӑ пурнӑҫ хроникине. Ку йĕркесене эпир "Чăваш писателĕсем'' справочниксенче те вуласа пӗлме пултаратпӑр.
Нестер Янкас пирӗншĕн чӑннипех те поэт-патриот пулнипе хаклӑ тетпӗр пулсан, мĕншӗн асăнса  иртес мар-ха унӑн пултарулӑх еткерне? Ялти шкулта ӑс пухма тапратнӑ вӑхӑтсенчех унӑн сӑввисем стена хаҫачĕсенче кун ҫути курнӑ-ҫке. Сӑмах май каласан, унӑн юбилейӗ Янкас шкулӗ 100 ҫул тултарнипе пӗр килчӗ. Кун-тан вӗренсе тухнисем хушшинче вӑл малти вырӑна лартмалли паллӑ ҫын.
Малтанхи хайлавӗсене Нестер Кириллович "Вируй" хушаматпа кӑларнӑ. Ӑна вӑл тăван енри ҫав ятлӑ уй-хире юратса панӑ. Каярахпа, ҫуралнӑ вырӑнсенчен инҫетерех ӗҫлесе пурăннӑ ҫулсенче, тен, ӑна Янкас ячӗ ҫывăх пулса тыткӑнланӑран, чӑваш литературинче унӑн ячӗ çавӑн пекех янравлӑн кӗрсе вырнаҫнӑ.
Тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хулинче Нестер Янкас творчествӑри пултарулӑх ҫулӗ ҫине ҫирӗп тӑнӑ. Кунтах вӑл Ҫемен Элкерпе, ИЛле Тукташпа, Микихвер Ваҫанккапа, Митта Ваҫлейӗпе, Вихтӑр Рзайпа ҫывӑхланнӑ. 20 ҫулхи Нестер сӑввисене Хумма Ҫеменӗ те асӑрхамасӑр хӑварман. Уйӑп Мишши 21 ҫулта чухне тин сӑвӑсем ҫырма тытӑннӑ пулсан, Нестер Янкас 21 ҫулта пӗрремӗш сӑвӑ кӗнеки кӑларнӑ. 1931 ҫулта "Сӑвӑсем" ятпа тухнӑ кӗнеке хыҫҫӑн поэт талантӗнчен тӗлӗнсе кӗвӗҫекен пӗчӗк тӑшмансем ӑна такӑнтарма та пӑхнӑ. Ҫук, пуҫа усман, парӑнман пирĕн сăвӑҫ. Пурӑннӑ 33 ҫул хушшинче 9 кӗнеке кӑларса юлма ӗлкӗрнӗ.

Мӗн ҫинчен ҫырма тарӑшнӑ-ха Нестер Янкас? Тӳрех асăнмалла: ӑна пуринчен малтан ҫуг ҫанталӑк илемӗ илĕртнĕ ытларах лирикăллă сăвăсем ҫырнӑ. Ахальтен мар ăна поэт-лирик тетпĕр. Пурнăç çĕнелни, революципе граждан вӑрҫи хыççăнхи самана шӑпи кӑсӑклантарнӑ ӑна. Поэт сӑввисене яланах лирикӑлла тӗп геройпа ӗҫчен ҫынпа ҫыхӑнтарнӑ. Ялпа хула пурнӑҫне сӑнлакан хайлавсем те сахал мар Янкасӑн.

Нестер Янкас сӑвӑҫ ҫеҫ мар, прозаик та, очеркист та шутланнӑ. Телейлӗ ҫул", "Катя" калавӗсене чылайӑшӗ аса илсе юлнах ӗнтӗ. Вӑлах куҫару ӗҫне анлӑн хутшӑннӑ: А. Пушкин, Т. Шевченко, В. ; Маяковский, М. Лермонтов, Д. Джабаев произведенийӗсене чӑвашла куҫарса пичетленӗ.

Нумай енлӗ талант вĕресе тӑнӑ Янкас чун-чӗринче. Тӗрӗссипе: ҫынна хаклакан, ҫĕр-шыва чунтан парĕннӑ ҫын пулнӑ. Каварлӑ элеке пула хур тӳснӗскер, хӑҫан та лулин чӑнлӑх суяпа ултава ҫӗнтерессе ҫирӗп шаннӑ. Ҫав тӗрӗслӗх ҫӗнтерчӗ-ҫĕнтерчех. 1956 ҫулта Сталин репрессине сирсе, пĕр айăпсăррисен таса ятне каялла тавӑрасси пирки Постановлени тухнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Нестер Янкас ячӗ те тепӗр хуг тивӗҫлӗ вырӑна ларнӑ. Ҫакна ӗнентерекен ху тунӑн тӑван шӑллӗнче — кӗҫех 90 ҫул тултаракан Г. К. Кирилловра халӗ те упранать. Григорий Кириллович—Кирилл Ефимов хресченӗн паян та пурӑнакан пӗртен-пӗр ывӑлӗ. Ӗмӗрне халӑх сывлӑхӗшӗн тӑрăшса иргтернӗ — фельдшер пулнӑ.

Патриотсем хӑйсем хыҫҫан яланах ырӑ йӗр хӑвараҫҫӗ, историне кӗрсе юлаҫҫĕ. Нестер Янкас та ҫаплах. Чăваш халăхӗ, Чӑваш писателӗсен союзӗ унӑн вилӗмсӗр произведенийӗсене, ӑна реабилитациленӗ хыҫҫӑн, тепӗр хут ҫутта кӑларма тытӑнчӗ. Шупашкарти кӗнеке издательствинчё "Катя" (1958), "Лирика" (1961), Телейлӗ ҫул" (1985) кӗнекисем тухрӗҫ. Уйрӑм ҫьн кульчӗ вӑхӑтӗнче шар курнӑ писательсен еткерлӗх комиссине йĕркеленӗ, Нестер Янкас еткерлӗхне пухакан ятарлӑ комисси те тунӑ. Хальлӗхе вара вӗсем мӗнле ӗҫсем туса ирттерни пирки вулакансем пӗлсех каймаҫҫӗ. Апла пулсан, Нестер Янкасӑн мĕн пур ҫырнисен пуххине, ун пултарупӑхне тĕпчесе ҫырнă статьясен пуххине кăларма тахçанах вăхăт çитнĕ. Шанас килет, ку ĕçе гуманитари институчĕ хăй çине илетех пуле. Эпир пĕлнĕ тăрăх, ку енӗпе хамӑр ентешех—чӑваш поэчӗ тата тӗпчевҫи Геннадий Юмарт нумай материалсем пухса ҫитернӗ ӗнтӗ. Вӗсенчен чы-лайӑшӗ Нестер Янкасӑн 90 ҫупхи юбилейĕ умĕн, вунă ҫул каяллах райхаҫатра та пичетленчӗҫ. Кăҫал та вӑл хăй сӑмахне калӗ-ха.

Нестер Янкасӑн ҫуралнӑ кӗтесĕнче те — Трак енре — мухтавлӑ ентешӗмӗре манмаҫҫӗ — кашни 5 ҫултах унӑн юбилейӗсене палпӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна сума сӑвасси уйрӑмах ҫирӗм ҫул каялла вӑйланчӗ —-1989 ҫулхи раштав уйӑхӗнче районти ҫыравҫӑсене, ӳнерҫӗсене, композиторсене пĕрлештерекен литературӑпа искусство тата культура общесгви чӑмӑртанчӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫĕнче ҫак пӗрлӗх юбилейне те паллă тумалла. Унччен унӑн 20 ҫул хушшинчи хронологилле ӗҫӗсен кӗнекине тата Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗсен справочникне хатӗрлесе кӑлармалла.

Нестер Янкас ячĕллӗ пӗрлӗх районти мӗн пур культурӑплӑ-массаллӑ мероприятисене хутшшăнать, чыпайӑшне хӑй пуҫарăвӗпе йӗркелет. Ҫулленех, Нестер Янкас ҫуралнӑ кун, унӑн ячӗллӗ премийĕн ҫӗнӗ лауреачӗсене чысласси йӑлана кӗнӗ. Ку таранччен уйрӑм талантсемпе пултурулӑх ушкӑнӗсем савăнӑҫлă лару-тӑрура лауреат ята 42-ĕн илнӗ. "Ҫавалпа Шетмӗ кӗввисем" фестивале кăҫалхипе 13-мӗш хут иртте-реҫҫӗ. Районти "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат ҫумӗнче Нестер Янкасӑн икӗ кӗнекине пичетлесе кӑларнӑ: 'Улӑх кĕвви" (1991) тата "Халал"(1999).

Поэт ҫуралнӑ япта та, ун ятне ӗмӗр-ӗмӗр асӑнса пурӑнас тӗллевпе, хӑш-пӗр пулӑмсем пулса иртрӗҫ: культура ҫуртӗнче вунӑ ҫул каяллах Нестер Янкас музей-пулӗмне уҫрӑмăр. Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине (халӗ унта фельдшер пулĕмӗ ёҫлет) Асăну хӑми вырнаҫтартӑмӑр. Ялти пӗр урама Нестер Янкас ятне патамӑр. Шел пупин те, культура ҫуртĕнч юсав ӗҫĕсене туса ирттериччен, муэейри экспонатсене тĕслĕх библиотека ҫуртне куҫарма тивет. Халӗ шӑпах ҫав енӗпе ёҫлетпӗр. Поэтӑн 100 ҫулхи юбилейне паллă тумалли каҫчен ӑна йӗркене кӗртесшĕн. Халӗ районти пур шкулсемпе бибшотекăсенче те Нестер Янкас юбилейĕпе ҫыхăаннӑ мероприятисене хатӗрленеҫҫĕ. Сӑмахран, район центрĕнчи 2-мӗш вăтам шкулта ку енёпе пысăк программа-проект тунă. Кунта ĕçлекен Виталий Михайловпа Зинаида Михайлова мăшăрсем чăн-чан янкасçăсем. Вĕсем тăрăшнипе тата пуçарнипе районти шкулсенче те тĕрлĕ конкурссем иртĕç. Республика шайĕнче те вĕсем йĕркеленипе тата  Интернет тытăм пулăшнипе Нестер Янкас пултарулăхне халалланă викторина иртĕ. Поэт вĕренсе тухнă Упири шкулта вара Нестер Янкас музейĕн филиалне уçас енĕпе тăрăшаççĕ. Шкул-гимназири, тӗп библиотекӑри педагогсемпе библиотекарьсем те поэт еткерлӗхӗпе ҫыханнă материалсем тӑрӑх презентацисем ирттересшӗн. Кӗскен каласан, ентеш-сăвӑҫа халалласа чыслава хатӗрлекенсем йышлӑн. Ҫавна май Нестер Янкас музейне, Янкасри поэт шӑллӗ — Григорий Кириллов патне куллен тенӗ пекех ӗҫлӗ ҫынсем килсех тӑраҫҫӗ. Май пур таран пулӑшатпăр вĕсене. Ҫавӑнпа та мӗн пур документсене йӗркене кӗртсе ҫитерсе, ксерокописем туса, вӗсене чӑваш чĕлхипе литератури вӗрентекенсем, библиотека ӗҫченӗсем патне ҫитересшӗн. Григорий Кириллович килӗнчех интервьюсем панине, пиччӗшӗ ҫинчен каласа панине видеокамерӑпа ӳкерсе илтӗмӗр. Ҫакна Упири вӑтам шкулти Светлана Валерьяновна Петрова педагог пурнӑҫларӗ. Тавах ӑна уншӑн.

Н., ЕРШОВ. Н. Янкас музейӗн обществӑлла канашӗн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ертÿçин çумĕ


Категори: Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Кам хушнă: mixaj_58 (27.12.2009)
Миçе çын вуланă: 788 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz