Тĕп страница » Материалсен архивĕ
![Сăн ÿкерчĕк]() Муром кнеçĕ Петр пĕррехинче питĕ хытă чирлесе ӳкет, ăна ахаль хресчен хĕрĕ Феврония сиплесе вилĕмрен çăлса хăварать. Юратса пăрахать çак хĕре кнеç. Унсăр пурăнайманнине ăнланса илсен, кнеçсен хресчен хĕрне качча илме юрамасан та, авланма шутлать. Анчах боярсем çакна хирĕç пулаççĕ. Петр кнеçе мăшăрĕпе власть хушшинче суйлав тума ыйтаççĕ. Петр трон пăрахса арăмĕпе урăх çĕре пурăнма тухса каять. Çак кунран Муром облаçĕнче пăлхавсем пуçланаççĕ. Турă ирĕкĕпе пуль, часах Муром боярĕсем Петра каялла таврăнма тархаслаççĕ. Петрпа Феврония пĕр-пĕрне мĕн ватăличчен юратса, Турă ирĕкĕнчен тухмасăр пурăнаççĕ, пĕр кунрах – июлĕн 8-мĕшĕнче вилеççĕ. Виличчен вĕсем хăйсене пĕр тупăкра пытарма каласа хăвараççĕ. Анчах та кнеçсен халалне итлемесĕр вĕсене уйрăм тупăксенче тĕрлĕ çĕрте пытарма шутлаççĕ. Мĕн тери тĕлĕннĕ вĕсем иккĕшĕ пĕрле пĕр тупăкра выртнине курсан, темл
...
Малалла вула
|
![Сăн ÿкерчĕк]() Нурлат районĕнче кăçал виççĕмĕш хут чăвашсен «Уявĕ» иртет. Халăхсен культура аталанăвĕшĕн вăл питĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура ăна тахçанах республика статусне панă. Халĕ çак праçнике чăвашĕ те, тутарĕ те, вырăсĕ те юратса кĕтеççĕ. Мĕншĕн-ха ăна çынсем çав тери кăмăллаççĕ? Кун пирки Эпир Нурлат районĕн ĕçтăвкомăн социаллă ыйтусен ертӳçин çумĕпе Рамзия Сунгатуллинăпа курса калаçрăмăр. – Кама тăрăхĕнчи районсенче мĕн ĕлĕк-авалран чăвашсем уяв ирттернĕ. Ăна пирĕн Сабантуй пекех чаплăн ирттерес килетчĕ. Тăрăшни харама каймарĕ, «Уяв» район чиккисенчен тухса Раççей шайнех çитрĕ. Тавтапуç Константин Яковлева, Аркадий Клементьевпа Юрий Терентьева, Фатих Сибагатуллина тата ыттисене те. Кăçал уяв ирттерме республика грантне çĕнсе илтĕмĕр, вăл пилĕк çĕр пин тенкĕпе танлашать. Ку питĕ пысăк пулăшу. Уява йĕркелеме, хатĕрленме питĕ çăмăл. Кашни хаваспах пулăшма хатĕр. Юрă-ташă, фольклор ансамблĕсем хăйсемех сценари хатĕрлеççĕ. Йĕркелӳ комитечĕ те питĕ туслă ĕçлет.
...
Малалла вула
|
![Сăн ÿкерчĕк]() Лапра ларакан Патраклă çыннисем ял çумĕнчи чи çӳллĕ вырăна улăхса ак ĕнтĕ виççĕмĕш хут республика шайĕнче Учӳк ирттереççĕ. Çак, хăнасене пурне те килĕшекен, ытти халăх çыннисене тĕлĕнтерекен, пĕтĕм ял халăхĕпе пухăнса туслăн ирттерекен авалхи йăла Элмет районĕнчи чăвашсене çӳллĕ шая хăпартать, уйрăмах тĕне кĕменнисене. Ун пек пулмасан кашни ирттермессерен Учӳка курма килекенсен шучĕ ӳсмен пулĕччĕ. Хăна-вĕрле Кăçал йышлă хăнасен хушшинче ТР Президенчĕн Аппаратĕнчи халăхсен хутшăнăвĕсемпе ĕçлекен уйрăм ĕçченне В.А.Никифорова, ТР ЧНКА Канашĕн пуçлăхне К.Г.Яковлева, ТР Халăхсен ассамблейин Председателĕн çумне С.К.Джаксыбаева, Элмет муниципаллă район пуçлăхĕн çумне В.И.Самойлова, РФ тава тивĕçлĕ судйине В.И.Федорова, А.П.Молоствов генерал-майора, чăвашлăхшăн çунса тăракан Р.Н.Чентаевăна, Мускаври чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн хастарне А.Н.Васильева, районсенчи ЧНКЦсен пуçлăхĕсене – В.Н.Козлов
...
Малалла вула
|
![Сăн ÿкерчĕк]() Чăваш халăхĕ çак черчен те хитре чечексен асамлă вăйне пĕлсе тăнă, шаннă. Ватăсем каласа панă тăрăх Хăят каçĕ ирччен вăйă каласа çамрăксем Чӳк кӳлли патне çитсе ун йĕри-тавра тăрса юрланă. Юлашкинчен хăят чечекĕнчен явнă кăшăлĕсене, аллисенчи çыххисене кӳлле пăрахнă. Унтан çав кӳлĕри шывпа пичĕ-куçĕсене çуса тин килĕсене саланнă. Тахçан авалтан ирттерекен çак уяв паян кун та хăйĕн илемĕпе, чăн-чăн чăвашлăх уявĕ пек пулнипе илĕртсе тăрать. Хăят иртсен ялсенче каçсерен юрлакан вăйă юрри илтĕнмен. Çурхи Микуларан пуçласа Хăятчен – хĕрĕх кун, каннă халăх çак кунтан ĕçе пикеннĕ: выльăх апачĕ хатĕрленĕ, тыр-пул пуçтаракан хатĕрсене юсанă. Хăят (гвоздика полевая) нумайччен чечекре ларать. Çĕр чăмăрĕ çинче çамрăк хĕр илемĕпе танлаштараççĕ ăна. Çак чечеке Европăна Тунисран илсе килнĕ, Италие те, ытти çĕршывсене те вăл çавăнтан куçнă. Суха кĕмен Тăхăрьял хирĕсене тел
...
Малалла вула
|
![Сăн ÿкерчĕк]() 29.06.2009 "Хыпар"  Роза ВЛАСОВА Предприяти е хуçалăх епле аталанасси пуçлăх çаврăнăçулăхĕнчен, хавхаланăвĕнчен нумай килет. Сăмахăм хальхинче хуçалăх ертÿçи пирки мар-ха, ялти культура “вучахĕн” хуçи пирки. Ял пурнăçĕ клуб ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă. Вăл çук е ĕçлемест тĕк çамрăксем те тăван тăрăхра тытăнса тăмаççĕ. Ку енчен эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче çитĕннĕ ăру, телейлĕччĕ. Красноармейски районĕнчи Шупуç ялĕнче культура пурнăçĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Клуб заведующийĕ Радомир Репин пуçарнипе спектакльсем, концертсем лартаттăмăр. Таврари ялсене те çитеттĕмĕр. Утă, вырма вăхăчĕсенче агитбригада йĕркелесе хире концерт лартма çÿреттĕмĕр. Ферма пÿртне пухăннă дояркăсене те хамăр пултарулăхпа пĕрре кăна мар савăнтарнă. Клубра ташă каçĕсем пулатчĕç. Дискотекăна тÿлевсĕрех кĕртнĕ. Вăл вăхăтра палăрнă артистсен юрри-кĕвви пурте тенĕ пекех пурччĕ. Ку йă
...
Малалла вула
|
![Сăн ÿкерчĕк]() Çакă паллă, 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Совнаркомпа çĕр-шывăн Тĕп ĕçтăвкомĕ "Автономиллĕ Чăваш облаçĕ çинчен" Декрет йышăннă. Халĕ çеç йĕркеленнĕ область территорийĕнчи влаçа Революци комитетне панă, унăн председателĕ пулма патшалăх тата обществăпа политика деятельне Д. С. Эльмене çирĕплетнĕ. 2009 çулта 'Чăваш Республикинчи Патшалăхăн пичет архивĕ" РПУн фончĕ "Д. С. Эльмень (Семенов). Чăваш наци тытăмĕ йĕркепеннĕ тата аталаннă çĕрти унăн пĕлтерĕшĕ" ятлă кĕнекепе пуянланчĕ. Вăл Чăваш Енĕн халăх хуçалăхне ура çине тăратма тата тăван халăхăмăрăн культурине аталантарнă çĕрте Данил Семено
...
Малалла вула
|
![Сăн ÿкерчĕк]() Красноармейски ялĕнче çуралса ÿснĕ Леонид Антонов сăвăçа пирĕн районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Эпĕ те ун сăввисене час-часах вуласа тăратăп. Ман шутпа, вĕсем чун-чĕрене пырса тивекен, паянхи кун таппипе тан пыракан çепĕç сăвăсем.
Поэт 1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски (Малти Трак) ялĕнче çуралнă. Эсир сăвă çырма хăçан пуçланă тесен Леонид Илларионович çапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сăвăç. Çак ырă туйăма малалла аталант
...
Малалла вула
|
![Сăн ÿкерчĕк]() Акатуй — весенний праздник чувашей, посвященный земледелию. Этот праздник объединяет ряд обрядов и торжественных ритуалов. В старом чувашском быту акатуй начинался перед выходом на весенние полевые работы и завершался после окончания сева яровых. Название акатуй сейчас известно чувашам повсеместно. Однако сравнительно недавно верховые чуваши этот праздник называли сухат. (суха "пахота" + туйĕ "праздник, свадьба"), а низовые - сапан туйĕ или сапан (из татарского сабан "плуг"). После великого дня (мăнкун) чуваши начинали готов
...
Малалла вула
|
![Сăн ÿкерчĕк]()  Николай Матвеевич Матвеев (литература псевдонимĕ – Николай Унгай), Чатукасси ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Выççăлкă ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси шкулĕнче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Трактористра, завхозра, бригадирта, агрономра, "Паттăр" ("Герой") коллективлă хуçалăх пуçлăхĕн çумĕнче, çак хуçалăхăн правлени председателĕнче вăй хунă. Халĕ - пенсире. 1997 çултанпа паллă чăваш композиторĕн Ф.М.Лукинăн Чатукассинче уçнă музейĕн директорĕ. "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Патшалăх унăн ĕç-хĕлне Ĕçлĕх Хĕрл
...
Малалла вула
|
![Сăн ÿкерчĕк]() Паян - Çимĕк. Мăнкун иртсен çиччĕмĕш эрнере чăвашсем Çимĕк кунне уявлаççĕ. Вăл вилнĕ тăвансене, хурăнташсене асăнмалли кун. Христиансен Троица ятлă уявĕпе пĕр килет.
Çимĕк ыран тенĕ чухне хĕрарăмсем вăрмана кайса эмел курăкĕсемпе йывăç тураттисене пуçтарса килнĕ. Чÿрече умне, алăк, хапха патне тирсе тухнă. Ытларах пилеш тураттипе усă курнă. Мĕншĕн тесен ĕлĕкех çапла каланă: пилеш усал вăйсене сирсе ярать, пÿрт-çурт патĕнчен хăвалать тенĕ. Чăвашсем ку йăлана пăхăннине паян та курма пулать. Çимĕк кунĕсенче пилеш тураттисемпе илемлетнĕ ялти çуртсене асăрханах ĕнтĕ эсир.
Тĕрлĕ йывăç пуххинчен хатĕрленĕ милĕкпе чун каниччен çапăнса, эмел курăкĕсен шывĕпе тасалса çăвăннă хыççăн, шап-шур çĕн кĕпе тăхăнса кĕтсе илеççĕ Çимĕк уявне чăвашсем. Вилнисене асăнмалли кунра: юхтармалли икерчĕ, кукăль-пÿремеч тата ытти тутлă çимĕç пĕçерсе хатĕрлеççĕ.
...
Малалла вула
|
« 1 2 ... 58 59 60 61 62 » |