Николай Матвеевич Матвеев (литература псевдонимĕ – Николай Унгай), Чатукасси ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Выççăлкă ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси шкулĕнче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Трактористра, завхозра, бригадирта, агрономра, "Паттăр" ("Герой") коллективлă хуçалăх пуçлăхĕн çумĕнче, çак хуçалăхăн правлени председателĕнче вăй хунă. Халĕ - пенсире. 1997 çултанпа паллă чăваш композиторĕн Ф.М.Лукинăн Чатукассинче уçнă музейĕн директорĕ. "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Патшалăх унăн ĕç-хĕлне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе хакланă.
Нумаях пулмасть Николай Матвеевич хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак паллă куна халалласа автор черетлĕ çĕнĕ кĕнекине кăларма май тупрĕ. Кĕнекене хăйĕн çуралнă ялне халалларĕ. Мĕншĕн тесен 2010 çулта Ункă юхан шыв хĕрринче сарăлса ларакан Çĕнĕ Выççăлкă ялĕ 120 çул тултарать.