
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Надежда Александрова (хĕр чухнехи - Кудряшова) пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ. Çуралнă ялĕ - Красноармейски тăрăхĕнчи Пикшик ялĕ, унти вăтам шкула пĕтернĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ чух, ял корреспонденчĕ пулнă май, вырăнти шкул ачисенчен пуринчен малтан Трак тăрăхĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн пайташне кĕнĕ.
Надежда ҫемье йӑлине малалла тӑснӑ – унӑн кукашшӗ Михаил Прокопьевич Ижеев «Хӗрлӗ Чӑваш Ен» тата «Советская Чувашия» хаҫатсенче 27 ҫул ӗҫленӗ. Надежда И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра диплом илсен «Чӑваш Ен» ПТРКра ӗҫлеме пуҫланӑ.
Надежда Александровӑпа утӑн 4-мӗшӗнче, Етӗрне округӗнчи Элешкушкӑнь ялӗнче сывпуллашнă. Йывăр тăпри çăмăл пултăр! Эсĕ яланлăхах пирĕн асра!.