29.06.2009
"Хыпар"
Роза ВЛАСОВА
Предприяти е хуçалăх епле аталанасси пуçлăх çаврăнăçулăхĕнчен, хавхаланăвĕнчен нумай килет. Сăмахăм хальхинче хуçалăх ертÿçи пирки мар-ха, ялти культура “вучахĕн” хуçи пирки. Ял пурнăçĕ клуб ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă. Вăл çук е ĕçлемест тĕк çамрăксем те тăван тăрăхра тытăнса тăмаççĕ. Ку енчен эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче çитĕннĕ ăру, телейлĕччĕ. Красноармейски районĕнчи Шупуç ялĕнче культура пурнăçĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Клуб заведующийĕ Радомир Репин пуçарнипе спектакльсем, концертсем лартаттăмăр. Таврари ялсене те çитеттĕмĕр. Утă, вырма вăхăчĕсенче агитбригада йĕркелесе хире концерт лартма çÿреттĕмĕр. Ферма пÿртне пухăннă дояркăсене те хамăр пултарулăхпа пĕрре кăна мар савăнтарнă. Клубра ташă каçĕсем пулатчĕç. Дискотекăна тÿлевсĕрех кĕртнĕ. Вăл вăхăтра палăрнă артистсен юрри-кĕвви пурте тенĕ пекех пурччĕ. Ку йăлтах Радомир Васильевич тăрăшнипе пулнă. Вăл пуçарнипех Шупуçĕнче “комсомол туйĕсем” те /эрех-сăра ĕçмесĕр, клубра хăйне евĕр çырăннине çапла калатчĕç/ иртетчĕç.
Пуринчен ытла асра юлни вара - клубра кинофильм курни. Чи çĕннисене илсе килме тăрăшатчĕ Радомир Репин. Инди фильмĕсене нумай кăтартатчĕ. Ялти 4-5 вырăна /ял хапхи, юпасем çине/ мĕнле фильм пулассине çырса çапатчĕ. Çав пĕлтерÿсем ял çыннин кăмăлне яланах çĕкленĕ. Кинона йÿнĕпех кĕреттĕмĕр. Ял-йыша пулăшас тĕллевпе Радомир Васильевич хăйне евĕр меслет шухăшласа кăларнăччĕ: укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех пурăнакансене пушă кĕленчесем илсе килме калатчĕ. Вĕсене кайран хăйех вырнаçтаратчĕ.
Радомир Репин тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн ялта кино кăтартма пăрахрĕç. Çамрăксем кĕвĕпе ташлакалатчĕç... Ялти культура “вучахне” чĕртме темиçен те хăтланса пăхрĕç. Анчах хĕмленни-туни палăрмарĕ. Юлашкинчен клуб та хупăнчĕ.
Кино тенĕрен, ăна халь пирĕн тăрăхра кăна мар, ытти çĕрте те кăтартмаççĕ. Хуласенчи кинотеатрсем те пĕр тапхăр ĕçлеме пăрахнăччĕ. Шĕкĕр Турра, вĕсенче фильм кăтартасси çĕнĕ вăй илчĕ. Шел, ялсене çитеймерĕ-ха ку хăват. Хăш-пĕри, тен, мĕн тума кирлĕ вăл, халĕ DVD дисксемпе, видео-кассеттăсемпе те темĕн чухлĕ фильм курма пулать тесе хирĕçлĕ мана. Анчах та кинофильма пысăк экран çинче пăхни пачах урăхла япала. Тата клуба пухăнниех хăйне евĕр уяв, мероприяти. Туслăх, килĕшÿ, тăванлăх туйăмĕсем чĕрĕлеççĕ.
Вăрманкасра видеофильмсем ÿкерекен Галина Никифорова пирки хаçатра çырнăччĕ. Ĕлĕкхи улах, вăйă карти, “Нарспи” поэма тăрăх фильмсем ÿкернĕччĕ сатур хĕрарăм. Вĕсене пысăк пахалăхлă теме çук ĕнтĕ. Апла пулин те ял çыннисемшĕн вăл - асра юлмалли пулăм. Клуб ĕçлеменрен Галина Петровна вĕсене уйрăм çынсен килĕсенче кăтартать. Кассипех пухăнаççĕ видеофильмсене курма.
Пĕтĕмлетсе çакна калам: кинофильмсем кăтартма тытăнасса ял çынни чăтăмсăррăн кĕтет.