Шăматкун, 21.12.2024, 10:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çĕртме » 23 » Республика кунĕ
Республика кунĕ
15:11
Сăн ÿкерчĕк
Çакă паллă, 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Совнаркомпа çĕр-шывăн Тĕп ĕçтăвкомĕ "Автономиллĕ Чăваш облаçĕ çинчен" Декрет йышăннă. Халĕ çеç йĕркеленнĕ область территорийĕнчи влаçа Революци комитетне панă, унăн председателĕ пулма патшалăх тата обществăпа политика деятельне Д. С. Эльмене çирĕплетнĕ. 2009 çулта 'Чăваш Республикинчи Патшалăхăн пичет архивĕ" РПУн фончĕ "Д. С. Эльмень (Семенов). Чăваш наци тытăмĕ йĕркепеннĕ тата аталаннă çĕрти унăн пĕлтерĕшĕ" ятлă кĕнекепе пуянланчĕ. Вăл Чăваш Енĕн халăх хуçалăхне ура çине тăратма тата тăван халăхăмăрăн культурине аталантарнă çĕрте Данил Семеновичăн ĕç-хĕлне тĕплĕн çутатать. "Çак кунсенче Д.С. Эльмене пур çĕрте те курма пулать: рабочисем, хресченсем хушшинче те, -— вулатпăр кĕнеке страницисенче,—... вăл çамрăк поэтсемпе, художниксемпе тата литературăпа искусствăн ытти çыннисемпе тĕл пулма вăхăт тупнă. Д. С. Эльмень çакна çирĕп шаннă: Чăваш автономи облаçне йĕркелени тăван халăха наукăпа культурăна аталантарма çул уçса парать".
Д. Эльмень пуçарăвĕпе "Канаш" тата "РСФСРти Автономиллĕ Чăваш облаçĕнчи революци комитечĕн хыпарĕсем" ятлă хаçатсем кăларма тъггăннă. Вĕсен экземплярĕсем Чăваш Енти Патшалăх пичет архивĕн çÿпçинче паян кун та типтерлĕн упранаççĕ. 'Чăвашăн мĕн ĕлĕк-авалтан пыракан ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕчĕç, — вулатпăр "Хыпарăн" пĕрремĕш номерĕнче (1920 çулхи июлĕн 11-мĕшĕ).— Халĕ чăваш халăхĕ умне хăйĕн телейĕпе çĕнĕ пурнăçне йĕркелеме анлă çул уçăлчĕ. Эпир хамăра автономи илтĕмĕр, халĕ тăван культурăпа искусствăна аталантарма, çĕнĕ пурнăç йĕркелеме май пур".
Чăваш автономи облаçĕ çуралнин хыпарне мĕн пур ялсемпе хуласенче пысăк савăнăçпа кĕтсе илнĕ. Çавна май вĕсенче савăнăçлă пухусемпе митингсем иртнĕ. Вăл кунсенче тăван халăх умĕнче Д. С. Эльмень тăтăшах вырăсла тата чăвашла тухса калаçнă.
Çапла май çамрăк Чăваш автономи облаçĕ умĕнче экономикăпа культурăна малалла аталантарас тĕлĕшпе яваплă задачăсем тухса тăнă.
1921 çулхи сентябрьте Чăваш автономи облаçĕн территорийĕ кăштах анлăланнă. Çавăнпа та 1925 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче автономи облаçĕнчен Чăваш Автономиллĕ Советлă Социализмлă Республика туса хунă.
1992 çулта Чăваш Ен патшалăх аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрне тухрĕ, вăл Раççей Федерацийĕн йышĕнче Чăваш Республики пулса тăчĕ. Паянхи Чăваш Республики вăл — мĕн пур пуянлăхăн тата пирĕн нумай ĕмĕрсем хушшинчи тата мухтавлă историн нихçан пĕтми сăнлăхĕ. Мĕн авалтанпах тăван халăхăмăр хушшинче иртнипе хальхин çиппи нихăçан та татăлмĕ. Çавăнпа та ЧР 2000 çулхи майăн 4-мĕшĕнчи 'Чăваш Республикин Патшалăх уявĕ çинчен" саккунпа килĕшуллĕн Республика кунĕ ятлă патшалăх уявĕ çирĕплетнĕ. Вăл — Чăваш енте пурăнакан мĕн пур халăхăн чăн-чăн уявĕ.



Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 650 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz