Шăматкун, 21.12.2024, 10:46
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Утă » 3 » ТУТАР ЧĂВАШĔСЕМ ПАТĔНЧЕ: МĔНПЕ ХИТРЕ ЧĂВАШ УЯВĔ?
ТУТАР ЧĂВАШĔСЕМ ПАТĔНЧЕ: МĔНПЕ ХИТРЕ ЧĂВАШ УЯВĔ?
22:33
Сăн ÿкерчĕк
Нурлат районĕнче кăçал виççĕмĕш хут чăвашсен «Уявĕ» иртет. Халăхсен культура аталанăвĕшĕн вăл питĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура ăна тахçанах республика статусне панă. Халĕ çак праçнике чăвашĕ те, тутарĕ те, вырăсĕ те юратса кĕтеççĕ. Мĕншĕн-ха ăна çынсем çав тери кăмăллаççĕ? Кун пирки Эпир Нурлат районĕн ĕçтăвкомăн социаллă ыйтусен ертӳçин çумĕпе Рамзия Сунгатуллинăпа курса калаçрăмăр.
– Кама тăрăхĕнчи районсенче мĕн ĕлĕк-авалран чăвашсем уяв ирттернĕ. Ăна пирĕн Сабантуй пекех чаплăн ирттерес килетчĕ. Тăрăшни харама каймарĕ, «Уяв» район чиккисенчен тухса Раççей шайнех çитрĕ. Тавтапуç Константин Яковлева, Аркадий Клементьевпа Юрий Терентьева, Фатих Сибагатуллина тата ыттисене те. Кăçал уяв ирттерме республика грантне çĕнсе илтĕмĕр, вăл пилĕк çĕр пин тенкĕпе танлашать. Ку питĕ пысăк пулăшу.
Уява йĕркелеме, хатĕрленме питĕ çăмăл. Кашни хаваспах пулăшма хатĕр. Юрă-ташă, фольклор ансамблĕсем хăйсемех сценари хатĕрлеççĕ. Йĕркелӳ комитечĕ те питĕ туслă ĕçлет. 
«Уяв» ирхине 9.30 сехетре чаплă хăнасене уяв хапхи умĕнче кĕтсе илнипе пуçланать. Унтан вĕсем пĕр сехет хушшинче тематикăлла «ялсене» пăхса çаврăнаççĕ. Çакăн хыççăн конкурссем пуçланаççĕ. 
Тĕп фольклор конкурсĕ республика шайĕнче йĕркеленет. Ăна мĕнлерех ирттересси пирки эпир ТР Культура министерстви çумĕнчи Халăх пултарулăхĕн тата культурăпа çутĕçĕн республикăри наукăпа методика центрĕн уйрăм ертӳçипе Галиябану Осиповăпа пĕрре мар калаçнă. Кашни районтанах хутшăнакансем пулаççĕ. Кăçал тематикăлла «ялсем» пурĕ пиллĕк, пĕлтĕр виççĕ кăначчĕ. Пĕрремĕшĕ чăваш çурчĕпе, кил-хуçалăхĕпе паллаштарать; иккĕмĕшĕ – чăвашсен йăли-йĕркисемпе, ĕç-хĕлĕпе; виççĕмĕшĕ – чăваш туйĕпе; тăваттăмĕшĕ – ачана амăшĕ мĕнлерех пăхса ӳстернипе, ачаллă çемьен çурт ăш-чиккипе; пиллĕкмĕшĕ – утарпа.
Кăçал уяв анлăрах, интереслĕрех иртмелле. Çынсем ятарласа сăра вĕретеççĕ, кашнин хăйĕн рецепт. Чи тутлă сăра вĕретекене парне паратпăр. Тепĕр чи юратнă конкурс – «Уяв пики». Хĕрсем халĕ пикенсех хатĕрленеççĕ, – терĕ Рамзия Сунгатуллина хыпарсемпе паллаштарса. 
Паллах, нурлатсене Сабантуй хыççăн тӳрех тепĕр пысăк уяв ирттерме çăмăл мар. Анчах вĕсем ӳпкелешме шутламаççĕ те. Пурне те килĕшет уяв, мĕншĕн тесен вăл чуна çывăх, унăн халăхсене пĕрлештерме пултаракан вăйĕ пысăк. Çакăнтан та хаклăраххи мĕн пултăр тата? Кризис вăхăчĕ тесе организацисен пуçлăхĕсем те турткалашса тăмаççĕ, вăйĕ çитнĕ таран укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. 
«Уяв» программи
7.00 – 9.00 хутшăнакансене регистрацилесси.
9.30 Уяв хапхи умĕнче чаплă хăнасене кĕтсе илни.
Куравсемпе паллашни:
– «Пурăнма кăмăллă хула» – тăван ен историйĕпе çыхăннă курав;
– ал-ĕç ăстисен пултарулăхĕн куравĕ;
– апат-çимĕçпе кил-çурт хăтлăхĕн куравĕ.
10.00 «Уяв» уçăлать. 
10.30-13.30 Тутарстан, Раççей, СНГ фольклор ушкăнĕсен, искусство ĕçченĕсен концерчĕ (икĕ сцена çинче).
12.00-14.00 Уяв кĕреки.
13.00-14.00 «Уяв пики» конкурс.
15.00 Уяв хупăнать.


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 684 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz