Шăматкун, 21.12.2024, 11:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Утă » 3 » ТУТАР ЧĂВАШĔСЕМ ПАТĔНЧЕ: ЛАПРИСЕН САВĂНĂÇĔ СĂРТРА
ТУТАР ЧĂВАШĔСЕМ ПАТĔНЧЕ: ЛАПРИСЕН САВĂНĂÇĔ СĂРТРА
22:30
Сăн ÿкерчĕк
Лапра ларакан Патраклă çыннисем ял çумĕнчи чи çӳллĕ вырăна улăхса ак ĕнтĕ виççĕмĕш хут республика шайĕнче Учӳк ирттереççĕ. Çак, хăнасене пурне те килĕшекен, ытти халăх çыннисене тĕлĕнтерекен, пĕтĕм ял халăхĕпе пухăнса туслăн ирттерекен авалхи йăла Элмет районĕнчи чăвашсене çӳллĕ шая хăпартать, уйрăмах тĕне кĕменнисене. Ун пек пулмасан кашни ирттермессерен Учӳка курма килекенсен шучĕ ӳсмен пулĕччĕ. 
Хăна-вĕрле
Кăçал йышлă хăнасен хушшинче ТР Президенчĕн Аппаратĕнчи халăхсен хутшăнăвĕсемпе ĕçлекен уйрăм ĕçченне В.А.Никифорова, ТР ЧНКА Канашĕн пуçлăхне К.Г.Яковлева, ТР Халăхсен ассамблейин Председателĕн çумне С.К.Джаксыбаева, Элмет муниципаллă район пуçлăхĕн çумне В.И.Самойлова, РФ тава тивĕçлĕ судйине В.И.Федорова, А.П.Молоствов генерал-майора, чăвашлăхшăн çунса тăракан Р.Н.Чентаевăна, Мускаври чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн хастарне А.Н.Васильева, районсенчи ЧНКЦсен пуçлăхĕсене – В.Н.Козлова (Павлă), С.М.Малышева (Пĕкĕлме), Д.В.Романовăна (Алексеевски), О.А.Орловăна (Лениногорск), М.В.Пикмуллина (Аксу) тата ыттисене курма пулчĕ. Районсенчен килнĕ халăх ансамблĕсем те нумай, Шупашкартан та эстрада артисчĕсем килмесĕр юлман. 
Эс мана хисеплетĕн-и?
Хуть те мĕнле праçнике те халăхра ĕçкĕ пек йышăнма хăнăхнипе-и, эпир хăш-пĕр йăла-йĕркесен тĕшшине çухатса пынăн туйăнать. Элмет районĕнчи Патраклăра ирттерекен Учӳкра вара пачах та ун пек мар – хăватлине ĕçмеççĕ, халăх урăлла савăнать. Çакна Кама леш енчи чăвашсен уçă фестивальне пĕрремĕш хут курма килекенсем те палăртрĕç: мĕн чухлĕ халăх – ӳсĕрсем çук. Хĕрĕнкĕленсе сулланакансем те курăнмаççĕ вĕт пин ытла çын хушшинче. Çакăнта-тăр халăхăмăрăн тирпейлĕ сăн-сăпачĕ, чысĕ. Паллах, пĕр-пĕрне хисеплемесен кун пек пулас çук. Кăна кунта кашни утăмра сисетĕн. Илемлĕ те вĕт!
Патилетрен Панерпине 
Ирхине ятарласа чĕннĕ çынсем кĕлтуса вăкăр пусаççĕ. Унăн пуçне чӳк юманĕн аялти кĕске хуçăлнă туратти çине тăрăнтарса хураççĕ. Вара ăна икĕ çул иртмесĕр те илмеççĕ тет. Ĕлĕкрен çапла пырать кунта. Амăшĕ хĕрне вĕрентет, хĕрĕ – хăйĕн ачине. Ачасене те ĕлĕкхилле ят парас йăла каялла таврăнать. Икĕ çула пĕрре вара – Аслă чӳк. Вăкăр ашне çынсенчен пуçтарнă 12 хуранра пĕçереççĕ. Кашни хурана пĕрер хĕрарăм пăхса тăрать, пĕрер пысăк хăма-калакпа хурантине пăтратать. Аш пиçсен ăна илсе тураççĕ, хурана виçĕ тĕрлĕ кĕрпе ярса пăтă пĕçереççĕ. Унтан вара кашнине валеçсе параççĕ, утаймасăр килте ларакансене те пăтă уйăрса хăвараççĕ. Ĕлĕкрен çапла пырать – Учӳк пăттине кашнин çимелле.
Халал
Ваттисем çамрăксене чĕререн тухакан сăмахсем калаççĕ çак кун: «Ĕмĕрсем хушшинче халăхăмăр хăйĕн чĕлхине, юррине-сăввине, пурнăçа хăй тĕрлĕ ăнланса Турра пуççапса пурăнассине мĕнле йывăр пурнăç вăхăтĕнче те упраса хăварнă. Халăх кашни уявне, чӳкне, çут çанталăка, Турра кĕлтăвассине манман. Мăн асаттемĕрсем, ытти халăхсем пекех, Турра калакан сăмахсен асамлă вăй пуррине ĕненнĕ. Çавăнпа та кашни кĕлĕ, пил, вĕрӳ-суру, тупа сăмахĕсене пĕр ăруран тепĕрне парса çак куна çитиччен упраса килнĕ. Халь эпир вĕсене сире халалласа паратпăр. Эсир вĕсене вĕренсе, лайăх астуса пырса малалла хăвăр ачăрсене, мăнукăрсене парса пырăр. Ан çухатăр пирĕн халăх пуянлăхне, малалла пирĕн йăла-йĕрке ĕмĕр-ĕмĕр тăсăлтăр». 
Çапла пултăр!


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 711 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz