Эрнекун, 26.04.2024, 04:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Утă » 7 » ÇЕМЬЕ КУНĔПЕ САЛАМЛАТПĂР
ÇЕМЬЕ КУНĔПЕ САЛАМЛАТПĂР
17:21
Сăн ÿкерчĕк

nullМуром кнеçĕ Петр пĕррехинче питĕ хытă чирлесе ӳкет, ăна ахаль хресчен хĕрĕ Феврония сиплесе вилĕмрен çăлса хăварать. Юратса пăрахать çак хĕре кнеç. Унсăр пурăнайманнине ăнланса илсен, кнеçсен хресчен хĕрне качча илме юрамасан та, авланма шутлать. Анчах боярсем çакна хирĕç пулаççĕ. Петр кнеçе мăшăрĕпе власть хушшинче суйлав тума ыйтаççĕ. Петр трон пăрахса арăмĕпе урăх çĕре пурăнма тухса каять. Çак кунран Муром облаçĕнче пăлхавсем пуçланаççĕ. Турă ирĕкĕпе пуль, часах Муром боярĕсем Петра каялла таврăнма тархаслаççĕ. Петрпа Феврония пĕр-пĕрне мĕн ватăличчен юратса, Турă ирĕкĕнчен тухмасăр пурăнаççĕ, пĕр кунрах – июлĕн 8-мĕшĕнче вилеççĕ. Виличчен вĕсем хăйсене пĕр тупăкра пытарма каласа хăвараççĕ. Анчах та кнеçсен халалне итлемесĕр вĕсене уйрăм тупăксенче тĕрлĕ çĕрте пытарма шутлаççĕ. Мĕн тери тĕлĕннĕ вĕсем иккĕшĕ пĕрле пĕр тупăкра выртнине курсан, темле асамлă вăй вĕсене каллех пĕрлештернĕ. Петрпа Феврония кнеçсен мăшăрлă пурнăçĕ пуриншĕн те манми ырă тĕслĕх.

Июлĕн 8-мĕшĕнче православи тĕнне тытса пыракансем Муром кнеçĕсене – çветтуй Петрпа Февронийăна асăнаççĕ. 
РФ Президенчĕн мăшăрĕ Светлана Медведева пуçарăвĕпе Раççейре июлĕн 8-мĕшне çемье, юрату, шанчăклăх кунĕ туса хунă. Кăçал вăл иккĕмĕш хут иртет. Лайăх тĕслĕх çинче никĕсленнĕ уяв çынсене çемьене хаклама, ăна пысăк тимлĕх уйăрма вĕрентме тивĕç. Уяв символĕ – салтак тӳми, тасалăхпа кăмăл-сипет чечекĕ.

2008 çулхи августăн 8-мĕшĕ (08.08.08) чи паллă мăшăрлану кунĕ пулса юлнă-тăк, кăçал питĕ нумай çамрăк 07.08.09 кунра мăшăрланасшăн.

ЧĂВАШ ЕНРЕ 2008 çулта ЗАГС органĕсенче пурĕ 15127 ача – çав шутран 7635 арçын ача, 7492 хĕр – çуралнине регистрациленĕ. REGNUM информаци агентствине ЧР Юстици министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, арçын ачасем хушшинче чи анлă сарăлнă ятсем çаксем: Кирилл (418 ят), Максим (416), Дмитрий (406), Даниил (361), Никита (346), Александр (325). Хĕр ачасен – Анастасия (531), Дарья (464), Анна (429), Виктория (418), Мария (329), Екатерина (303). Çапах та сайра тĕл пулакан ятсем те тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, Доминик, Алисия, Эрика, Видана, Жозефина, Леонард, Азим, Лейла, Каллиста, Виталина. Çаксемпе пĕрлех Чăваш Республикинче авалхи вырăс ячĕсене те манмаççĕ, пĕлтĕр кăна çут тĕнчене Добрыня, Ермак, Савелий, Мирослава, Корней, Христофор, Святозар, Назар, Богдан, Бронислав ятлă ачасем килнĕ. Тата çакна палăртса хăвармалла: халĕ ачисене Петр, Семен ят паракан ашшĕ-амăшĕсем вĕсене «ё» сас паллипе (Пётр, Семён) çыртарма тăрăшаççĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 662 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz