Эрнекун, 29.03.2024, 11:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Утă » 3 » ТУТАР ЧăВАШĔСЕМ ПАТĔНЧЕ:ПӲРКЕЛ+БОЛОНЬЯ=ХĂЯТ
ТУТАР ЧăВАШĔСЕМ ПАТĔНЧЕ:ПӲРКЕЛ+БОЛОНЬЯ=ХĂЯТ
22:26
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш халăхĕ çак черчен те хитре чечексен асамлă вăйне пĕлсе тăнă, шаннă. Ватăсем каласа панă тăрăх Хăят каçĕ ирччен вăйă каласа çамрăксем Чӳк кӳлли патне çитсе ун йĕри-тавра тăрса юрланă. Юлашкинчен хăят чечекĕнчен явнă кăшăлĕсене, аллисенчи çыххисене кӳлле пăрахнă. Унтан çав кӳлĕри шывпа пичĕ-куçĕсене çуса тин килĕсене саланнă. Тахçан авалтан ирттерекен çак уяв паян кун та хăйĕн илемĕпе, чăн-чăн чăвашлăх уявĕ пек пулнипе илĕртсе тăрать. Хăят иртсен ялсенче каçсерен юрлакан вăйă юрри илтĕнмен. Çурхи Микуларан пуçласа Хăятчен – хĕрĕх кун, каннă халăх çак кунтан ĕçе пикеннĕ: выльăх апачĕ хатĕрленĕ, тыр-пул пуçтаракан хатĕрсене юсанă. 
Хăят (гвоздика полевая) нумайччен чечекре ларать. Çĕр чăмăрĕ çинче çамрăк хĕр илемĕпе танлаштараççĕ ăна. Çак чечеке Европăна Тунисран илсе килнĕ, Италие те, ытти çĕршывсене те вăл çавăнтан куçнă. Суха кĕмен Тăхăрьял хирĕсене телей чечекĕн вăрлăхĕсене мĕнле çул çӳрекен акса хăварнă – паллă мар. 
Унăн пысăках мар чечекĕсене сарă-симĕс курăк хушшинче тӳрех асăрхама пулать. Пӳркел арăмĕсен те саппунлă кĕписем çак чечек пек кĕрен тĕслĕ. Ял тӳремĕнче вăйă калама унка тăрсан та вĕсем хирте карталанса ӳсекен хăят чечекĕсене аса илтереççĕ. Вăл ĕлĕкренех телей чечекĕ шутланнă, чир-чĕртен хăтарнă.
Пăва районĕнчи пӳркелсем кăна ирттермеççĕ иккен Хăята, Италири Болонья хулинче çулсерен июнĕн 29-мĕшĕнче мĕнпур чиркӳсене хăят чечекĕпе илемлетсе тухни паллă. Çветтуй Петр апостола халалланă иккен праçнике. «Çав кун эсир унта çак чечексĕр çӳрекен пĕр çамрăк çынна та тĕл пулмăр», – тесе çырнă революциччен тухнă кĕнекесенче. Сăмах май, революционерсем те хăята питĕ юратнă, хĕрлĕ тĕслĕ пилĕк юплĕ çăлтăр пекех, вăл нумайччен социализмла çĕнтерӳ символĕ пулса тăчĕ. Унччен малтан, 1270 çулта, Турă тупăкне саккăрмĕш хут хăтарма Иерусалима вăрçăпа кайнă крестоносецсем мур чирĕнчен аран хăтăлнă – хăят чечекĕ пулăшнипе. Ăна вĕретсе ĕçни сывалма май панă вĕсене. 
Болонйăра кăçал чечек уявне мĕнле ирттерни паллă мар, пӳркелсем вара Хăята тата анлăрах уявлама шутланă. Нумай пулмасть уçăлнă ипподромра таврари ялсен учĕсем ăмăртрĕç. Пултарулăх ушкăнĕсем концерт кăтартрĕç. Мăчавар Турăран çумăр ыйтса автан пуснă хыççăн çур сехетренех шултра тумламсем çĕр çине ӳккелеме пуçларĕç. 
Ялăн кунне çулсерен июнĕн 29-мĕшĕнче уявлас шухăш та пулчĕ праçникре. Çакна Пӳркел ял хутлăхĕн канашĕ çитес пухура сӳтсе явмалла.


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 628 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz