Эрнекун, 26.04.2024, 14:02
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Утă » 18 » «ХАЛСЕМ ХАПХА ПЕК, ХАМĂР ХАПХА ЮПИ ПЕК»
«ХАЛСЕМ ХАПХА ПЕК, ХАМĂР ХАПХА ЮПИ ПЕК»
23:29
Сăн ÿкерчĕк
nullnullПĕрре кĕрекере темиçе чăваш пухăнса лартăмăр: вĕрентекен, ташă ăсти, çурт-йĕр тăвакан, хăрушсăрлăха сыхлакан, ăсчах, çыравçă тата салтак. Пурте ят-сум çĕнсе илнĕ пултаруллă та хисеплĕ çынсем. Пĕр-пĕрне тахçанах паллакан туссем хушшинче пĕрне-пĕри мухтаса ларса пуш сăмах ваклас йăла çук, çавăнпа калаçу тӳрех хамăр халăх шăпи çине куçрĕ. Чăвашлăхшăн çунакансене халăхăмăрăн хăйне-хăй упраса хăварасси канăç памасть. Пĕр хĕрӳленсе, пĕр лăпланса пычĕ калаçу. Шухăшсем – хăшĕ татăклă, хăшĕ ăнланмалла мар – кашнийĕн тĕрлĕрен вĕт... 
ПУРĂНАСЛĂХ
«Мĕнле халсем?» – тетпĕр эпир палланă çынсене курсан. Вырăссем: «Как дела?» – теççĕ. Пĕлтерĕшĕсем çывăх та çак сăмахсен, çапах пĕр пек мар. Хал вĕт-ха вăл ĕç мар, вăл – «пурăнаслăх», «пултарни», «сывлăх» тесен тĕрĕсрех. Апла пулсан, эпир «Халу-пурăнаслăху мĕнле?», «Пултаратăн-и-ха?» – тесе ыйтатпăр. Хал пулмасан нимĕн те тăваймастăн. Хал – калама çук пысăк пĕлтерĕш йышăнать пирĕн кулленхи пурнăçра. 
АВАЛЛĂХ ХУНАВĔСЕМ
Пĕтĕмĕшле аталанăвăн чăрмавĕсене пăхса тухсан халăха такăнтаракан япаласем курăнма пуçларĕç. Чăвашăн мĕншĕн эртел çук? Мĕншĕн тесен эпир пĕр-пĕрне пулăшмастпăр, илтместпĕр. Эпир пурте пĕччен лайăх пурăнма тăрăшасшăн (тĕрĕслĕхне хăçан та пулин каламалла вĕт). Тĕрĕс, уйрăмшарăн та эпир вăйсăр мар, анчах пĕрлешсен тата темиçе хут вăйлăрах пулатпăр вĕт. Сапаланнă эпир. Çӳле çĕкленекенсем те пурнăç пăравусĕ çине ăнсăртран кăна хăпарса ларнă çынсем. 
КАЙРИ – МАЛА
Эпир питĕ пултаруллă халăх. Пирĕн хуркайăксен ушкăнĕнчи пек, кайри те мала тухма пултарать. Мĕншĕн тесен халăхра хăват нумай. Пружина пек эпир тапса сикме пултаратпăр. Эпир – халăх-ха. Ĕçсе те ытлашши пĕтмен, ĕçлетпĕр те... Халăх ĕçленĕ чухне кăна пурăнать. Ĕçлемесен çын пĕтет. Хал пулсассăн темĕскер те тума пулать вĕт. Каллех хал... 
Хамăрла пурăнни, хăйне евĕр консерватизм та (юттине ытла йышăнсах кайманни) чăваш халăхне пурнăç улшăнăвĕсене хирĕç тăма пулăшса пырать пулĕ. Темшĕн малалла утнă чухне историне çаврăнса пăхасшăн мар. Эпир – аваллăх хунавĕсем. Пĕр-пĕринпе çыхăннă çакă.
ЕВРЕЙ ТĔСЛĔХĔСЕМ
Пурне те сыхласа хăвараймастпăр çав. Хăшне-пĕрне тавăрайми çухатса пыратпăр. Еврейсен кашни арçын ачи, хĕр ачи мăшăрланас умĕн халăх тумне хăй çĕлесе çынсене кăтартмалла тет. Чăваш хĕрĕсем те ĕлĕк хăй тĕрленĕ кĕпепе качча тухнă. Анчах еврейсен халĕ те çав халăх еткерлĕхне упрама пулăшакан йăла пур, пирĕн хĕрсем çĕнĕ хăтара кармалли турăш каррисене те лавккаран туянаççĕ. Еврейсен çавăн пек йĕрке – пуçлăха лартăн-тăк, хăвăн халăхăн тата сахалтан та икĕ çыннине пуçлăха ларма услови туса памалла. Çавăн пек пурăннипе вĕсен аталанăвĕ вăйлă. Ăмсанса ятланипе кăна мар, вĕренсен те юрать пулĕ.
ХАМĂРШĂН ХАМĂР 
Мĕн тумалла-ха? Çынсене пурнăçра чăваш пулса пурăнма мăнаçланмалли тĕслĕхсем кирлĕ. Ак, калăпăр, космоса вĕçнĕ Андриян Николаев пирĕн халăхăн чăвашлăхне сахалтан та 50 çула малалла тăсрĕ. Тĕнче шайĕнчи çитĕнӳсем тунă хамăрăн паттăрсем, искусство, наука ĕçченĕсем, спортсменсем хăйсемпе пĕрле халăх ятне те çĕклеççĕ. Мăнаçланса вĕсемпе эпир те хăпартланатпăр – чăваш вăл тесе. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ фактор, анчах йăлтах саплаштараймасть. Пирĕннипе танлаштарсан мордва халăхĕ тата 15 çултан пачах пĕтме пултарать пулмалла. Тĕрĕссипе, вилсе пĕтмест вăл, хăйĕн чĕлхипе кăна калаçма чарăнать. Çармăссем финсене пула кăштах тытăнса тăраççĕ. Тутарсене ислам тĕнĕ упранма пулăшать. Пирĕн – хамăра кăна шанмалла. 
ПУРНĂÇПА ПĔР ТАН
Ăна шкултан тытăнмалла аталантарма. Вĕрентӳ шайĕ, уйрăмах тăван чĕлхепе литературăна вĕрентни тетрадьпе кĕнеке шайĕнче кăна пулмалла мар. Урокра хальхи мультимедиа хатĕрĕсемпе усă курсан, компьютерта, интернетра чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе пĕр тан сарайсан, кĕсье телефонĕпе те чăвашла sms çырсан тин тăван чĕлхе, ăна пуçран хĕссе кăларма хăтланакан урăх чĕлхесемпе тан пулса, вĕсен витĕмне хирĕç тăраять. Унсăрăн кашни кĕтесне чăваш эрешĕ-сăмахĕпе капăрлатнă «чăн-чăн чăваш шкулĕ» ята илме тăрăшакан вĕрентӳ учрежденийĕн директорĕ те хăйĕн ачисемпе вырăсла калаçма тытăнать. Мĕншĕн тесен перспективăна, чĕлхене вĕрентнин кирлĕлĕхне курмасть вăл. Хальхи ачасем вара пайта пулмасан пĕр утăм та тумаççĕ. 
МĔНРЕ ЧĂН ТЕЛЕЙ?
Енчен те эпир халăх пурнăçне лайăхлатма пултарсан телейлĕ пулатпăр. Ачасем те телейлĕ пулаççĕ. Çакна тăвас тесен пирĕн ăнлă та, сывлăхлă та пулмалла, ачасем те пирĕн нумай пулмалла. Ачасем нумай çуратмалла. Экономика та пирĕн вăйлă пулмалла – вăт ун чухне эпир халăха çĕклеме пултаратпăр. Тĕрĕс вĕт? Халăх телейлĕ пулсан эпĕ те телейлĕ.
ЧĂВАША МĔН ПĔТЕРЕТ?
Мĕн пĕтертĕр? – Эрех! Пире ак халь, кам хистесе çăвартан ярать? Никам та, хамăр черкке патне туртăнатпăр. Ĕçменнине хистеме хăтланатпăр тата. Çулталăкне çĕршыври пĕр çын пуçне 18 литр(!) спирт ĕçĕнет – нумай ку. Ăçта кайса кĕретпĕр кун пек? «Ан ĕçĕр!» – темелле. Эрех – чăваш ĕçмелли япала мар. Вăл пĕрре те пире пулăшмасть. Эрехсĕр савăнма вĕренмелле. 
Тепĕр шухăша та вырăн парар. Тен, эпир нумай вăхăт хушши хуçа пулса курманнипе аталанаймастпăр? Тарçă психологийĕ кансĕрлемест-ши?..
ПУЛНĂ УН ПЕККИ
Калаçу пынă хушăра хирĕçлекен те тупăнать. Эпир чунпа, шухăшпа, чĕрепе çав тери вăйлă ăнланатпăр пулсан та çакна курттăммăн улăштарма çук. Историре темиçе тĕслĕх пур. Вĕсенчен пĕри – декабристсем. Çак çынсем халăх пурнăçне лайăх енне улăштарас тесе влаçа хирĕç кайнă. Мĕн килсе тухнă унран – пĕлетĕр. Кĕтĕрне патша вăхăтĕнче те интеллигенцире çапларах шухăш сарăлать: вырăслăх пĕтет, пурнăçа француз, акăлчан, итальян йăлисем кĕреççĕ. Анчах халăх хатĕр мар пулнă. Апла пулин те çĕршывăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ çине çакă пысăк витĕм кӳнĕ. 
Çакнашкал ĕç ăнăçлă пытăр тесен унăн идеологĕн влаçăн çӳллĕ картлашкинче пулмалла, унсăрăн ăна çул памаççĕ.
КУН-ÇУЛ ЙĔРКИ
Паллах, тĕрĕссипе каласан, аттесем хушса хăварнине пирĕн тăвас пулать. Атте-аннесем ачисемшĕн веçех тунă, юлашки çăкăрне хăйсем çимесĕр пире çитернĕ... Ак, пăхса тухар-ха аслисен вĕрентĕвне: ан вăрла, пуррипе сапăр пул, çын ачине ан çап, çынна усал ан ту тата ытти те. Кун пек йĕркепе пурăнакан çынсем – ылтăн çынсем! Çакăнта мар-и халăх вĕрентĕвĕ?.. Мĕнле кăна вăрçă, хĕн-хур, терт-нуша курман пирĕн халăх, пурпĕр хăйне халăх пек сыхласа хăварнă. Тен, йăлтах пĕлекен асаннесем пурнăçа вĕрентнипе?..
ПУРĂНАС КИЛЕТ
Сăпайлă та ĕçчен халăхăмăрăн вăй-хăватне çан-çурăм тĕреклĕхĕнче шырамалла мар, вăл чунра пытаннă. Çапса хуçма, тыткăнлама, мăшкăл кăтартма пулать чăваша, анчах парăнтарма – çук. Çĕнтерейместĕн чунпа хăватлă çынсене. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен хăватне кăтартмаççĕ, çавăнпа унпа кĕрешме май çук, çапах шалти улăпла вăй-хал – пурăнаслăх пурринче никам та, нихăçан та иккĕленмест. Унсăрăн чăваш чĕлхипе пуплекен халăх тахçанах пĕтмеллеччĕ. 
Сăмах пĕтмест кăна, шухăшсем те вĕри, сĕтел çинчи ĕçме-çиме пирки мансах кайрăмăр тейĕн... Хĕрӳ калаçăва темле кĕтмен çĕртен чи çамрăккипе чи асли чарчĕç: çамрăкки «мунча хатĕр», – тесе пурне те ура çине тăратрĕ, асли «кун пек шухăшсене итлесе ларнă хыççăн пурăнас килет», – терĕ... 
Чăвашсем «Халсем мĕнле?» – тесе ыйтсан ĕлĕкрен хуравланă иккен: «Халсем хапха пек, хамăр – хапха юпи пек». Апла, пурăнатпăр-ха! 
■ Константин МАЛЫШЕВ ("Сувар" хаçат)

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 759 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz